"Раҫҫей чӑваш пики" - Канаш районӗн хӗрӗ

19 Раштав, 2020

2020 ҫулхи "Раҫҫей чӑваш пики" — Канаш районӗн хӗрӗ Анна Беллиева! Конкурс вӗҫленчӗ, жюри ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Хӗрсен пултарулӑхӗпе куҫа-куҫӑн паллашма май килменрен ку ӗҫ вӗсемшӗн ҫӑмӑлах пулмарӗ. Ҫапах та жюри членӗсен ӑсталӑхӗ конкурса хутшӑнакансене тӗрлӗ номинацире тӗрӗс хаклама пулӑшрӗ.

Вице-пике ятне Шупашкар хулинчи Виктория Леонтьева тивӗҫрӗ. "Тараватлӑ пике" - Инесса Шашкина (Шупашкар хули), "Чӑваш Ен тулашӗнчи илӗртӳллӗ пике" - Алина Борисова (Чӗмпӗр облаҫӗ)  пулчӗҫ. "Куракансем килӗштернӗ пикене" интернет сасӑлавпа палӑртрӗҫ. Вӑл - София Ананьева (Елчӗк районӗ).

Конкурс Чӑваш наци конгресӗн Контакри ушкӑнӗнче тӳрĕ эфирпа пычӗ. Ӑна 7 пин ытла ҫын пӑхрӗ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор ÿкернĕ видео тата сăн ÿкерчĕксем.

Рубрика: 

Комментари хушас