Наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине сÿтсе яврĕç

15 Раштав, 2020

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕпе проект ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртрĕ. Унта наци проекчĕсем пирĕн республикăра кăçал 11 уйăхра мĕнле пурнăçланнине сÿтсе яврĕç.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов 2020 çулта наци проекчĕсен тытăмне кĕрекен регион проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 17 ытла миллиард тенкĕ янине пĕлтерчĕ. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуçарăвĕсене пулăшасси», «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт», «Вĕрентÿ», «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕсем уйăрнă укçан пысăк пайĕпе усă курнине палăртрĕ.

Дмитрий Краснов капиталлă строительство объекчĕсем пирки те каласа кăтартрĕ. Ача сачĕсем, шкулсем, ытти объекта тума бюджетран уйăрнă укçапа туллин усă курманран вĕсене вăхăтра уçма май килмес хăрушлăх пуррине асăнчĕ. Йывăрлăхсем 7 объект тĕлĕшĕпе пур терĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çулталăк вĕçлениччен çине тăрса ĕçлемеллине, ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртмеллине пусăм тусах каларĕ.

 www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас