Коронавирусран прививка хӳтĕлет

8 Раштав, 2020

Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен чи лайăх мел вăл — прививка. Çак кунсенче Чăваш Ене те вакцинăн иккĕмĕш партийĕ — 1012 доза — килсе çитмелле.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, прививкăна чи малтан медиксене, педагогсене, социаллă ĕçченсене тăвĕç, ыттисене 2021 çулхи кăрлач уйăхĕнче тума пуçлĕç. «Вакцинăсем чи малтан Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Улатăрти, Канашри, Çĕмĕрлери, Етĕрнери 11 медучреждение çитĕç. Прививкăна поликлиникăсенчи ятарлă пӳлĕмсенче тăвĕç. Вĕсене пур оборудованипе те тивĕçтернĕ, медиксене вĕрентнĕ. Пациента малтан тухтăр тĕрĕслет, вăл прививка тума ирĕк парать. Вакцинăна пациент умĕнчех ирĕлтерĕç, прививкăна хулпуççирен тăвĕç. Процедура вĕçленсен тепĕр 30 минут сăнаса тăрĕç. Вакцинаци икĕ тапхăрпа иртĕ. Иккĕмĕш прививкăна 21 кунран тăваççĕ», — каласа кăтартрĕ Алексей Владимирович.

Республикăри çемье вакцинацийĕн центрĕн пуçлăхĕ Нина Рассказова пĕлтернĕ тăрăх, прививка тунă хыççăн хăшĕ-пĕрин ӳт температури ӳсме, пуç ыратма, сăмса питĕрĕнсе ларма, пырта кăтăклантарма пултарать. «Прививка тунă вырăнта те хĕрелме, шыçма, кĕçĕтме пултарать. Çак паллăсем 2-3 кунран хăй тĕллĕнех иртмелле. Сывлăх япăхлансан тухтăра пĕлтермеллех. «Спутник V» вакцина 18-60 çулсенчи çынсем валли кăна. Йывăр чир-чирĕпе аптракансене /инсульт, инфаркт пулнисене, эпилепси, чĕре-сыпă чирĕсем…/ тумаççĕ. Çавăн пекех ОРВИпе, гриппа, коронавируспа чирленĕ тапхăрта тумаççĕ. Чир иртсен 2-4 эрнерен кăна прививка тума юрать. Ача кĕтекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене тата 18 çула çитменнисене те прививка тумаççĕ», — терĕ аллерголог-иммунолог.

Прививка тутарас текенсен 122 номерпе шăнкăравласа çырăнмалла, ят-хушмата, адреса, телефон номерне пĕлтермелле. Черет çитсен медиксем хăйсемех чĕнсе илеççĕ. Прививка тутаракансен çумра паспорт, медполис /медиксен, педагогсен, соцĕçченсен — ĕçри справка/ пулмалла. Прививка тунă хыççăн тухтăрсем пациентсен сывлăхне сăнасах тăрĕç, телефонпа шăнкăравласа кăсăкланĕç. Вĕсем пациентсен сывлăхĕн мониторингне туса пырĕç. Çак тĕллевпе ятарласа иммунологи комиссине туса хунă. Прививка тунисен сывлăхне тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче «Харпăр хăйне сăнаса пымалли дневник» туса хатĕрленĕ. Унта пациентсем хăйсем тĕллĕнех ӳт температурине, юн пусăмне, епле эмел ĕçнине тата ыттине палăртса пыма тивĕç.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствин инфекци чирĕсемпе ĕçлекен штатра тăман специалисчĕ Сергей Ефимов палăртнă тăрăх, прививка тунă хыççăн иммун тытăмĕ тӳрех çирĕпленсе çитмест — 40-42 кунран кăна. «Прививка туни асăрханулăх мерисене пăхăнма пăрахмаллине пĕлтермест: общество вырăнĕсенче маска тăхăнмалла, алла час-час çумалла, çынсен хушшинче çӳремелле мар. Кашни çыннăн организмĕ тĕрлĕрен — темле реакци те пулма пултарать», — терĕ вăл. Çавăн пекех тухтăрсем асăрхаттараççĕ: прививка тăвиччен тата тусан çыннăн 3-4 кун эрех ĕçмелле мар, мунча кĕмелле мар. «Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни иммун тытăмне çирĕплетет», — теççĕ вĕсем.

Пӗр уйăх каялла Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти 7 медучрежденире ĕçлекен 42 çынна коронавирусран хӳтĕлекен прививка тунă. Шупашкар хулин тĕп больницин тĕп врачĕ Татьяна Маркелова каланă тăрăх, ултă çынран пĕрин кăна — çамрăк тухтăрăн — пĕрремĕш прививка тунă хыççăн ӳт температури хăпарнă, ыттисен сăнав тапхăрĕ лайăхах иртнĕ. П.Осипов ячĕллĕ больницăри 36-ри тухтăр икĕ кун чирлесе выртнă. «Ыттисем хăйсене аванах туяççĕ», — терĕ Татьяна Спиридонова тĕп врач.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас