Пуçаруллă бюджет, хăтлă хула — пĕр районсемех çуллен уксахлаççĕ

26 Юпа, 2020

«Коронавируспа çыхăннă лару-тăру Чăваш Енре те çивĕч. Апла тăк хăрушсăрлăх мерисене пурнăçлани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ», — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев инфекци тĕлĕшпе сыхлăха çирĕплетмелли пирки çапла черетлĕ хут аса илтернинчен пуçларĕ.

Çавăнпах вăл сыхлăх правилисене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ мобильнăй ушкăнсен ĕçне хастарлатма сĕнчĕ: «Шел те, хăш-пĕр хуçалăх субъекчĕ, уйрăм çынсем хăйсене ăссăрла тытаççĕ. Йĕркене хытарни эпир кама та пулин явап тыттарас тенипе мар, общество хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшнипе сăлтавланнă».

Юлашки кунсенче чирлисене иртнĕ эрнеринчен ытларах тупса палăртни курăнать — талăксерен 55-57 çын. Çапах тăнăçлăх пурри сисĕнет, «çакă эпир ĕç-пуçа куçран вĕçертменнине çирĕплетет». Апла пулин те алă усма юрамасть. Олег Алексеевич муниципалитетсен влаçĕсене общество вырăнĕсене дезинфекцилес енĕпе ытларах ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Республикăна килекен çынсем тĕлĕшпе тимлĕхе ÿстермелле – вĕсене явăçтарса мероприятисем ирттерме юрамасть. Мĕншĕн тесен, регион ертÿçин шучĕпе, хамăрăн çынсем тĕлĕшпе тĕрĕслеве тивĕçтереетпĕр, ютран килекенсем тĕлĕшпе вара апла шантарма йывăр. Çавăн пекех вăл республика тулашĕнчен шкул ачисем килессипе çыхăннă мероприятисем ку тапхăрта вырăнсăрри пирки пайăррăн асăрхаттарчĕ. Хамăрăн ачасене те ютри конкурс-ăмăртăва ямашкăн тăхтамалла.

Республика Пуçлăхĕ Сывлăх сыхлавĕн министерствине коронавируспа, пневмонипе, ОРВИ чирĕсемпе чирлĕ çынсене вырнаçтармашкăн больницăсенче хушма вырăнсем йĕркелессине тишкерме хушрĕ. Сыхлăх тени çавăн пекех транспорта та пырса тивет. Водительсен пассажирсене маска тăхăнма хистемелле. Ку çеç те мар. Татса памалли ытти ыйту та пур. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарсем кăмăлсăр: ирхине — Шупашкара килме, каçхине киле таврăнма питĕ йывăр.

Транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, тĕп тата спутник хуласене çыхăнтаракан 7 маршрутпа пĕтĕмпе 185 автобус çÿремелле. Чăннипе 120-130 автобус кăна çула тухать иккен. Министерство перевозчиксене транспорт шутне пысăклатма пĕрре кăна мар хистенĕ, анчах вĕсем автобуссем çителĕксĕрри, водительсем çитменни пирки калаççĕ. Тата — çав маршрутсем çинче тупăш пысăк марри. Ку вара, вĕсен шучĕпе, билет хакĕ пĕчĕккипе çыхăннă. 25-26 тенкĕ — çак виçене 2012 çултанпа пысăклатман.

Халь министерство çĕнĕ тăватă маршрут йĕркелемелли документсене хатĕрлет. Анчах конкурс процедурисемпе çыхăннă ĕç çитес çулхи пуш уйăхĕчченех тăсăлĕ. Çавăнпа та, министр шучĕпе, хальхи форс-мажора сирме урăх майсем тупмалла — вĕсене палăртса çывăх вăхăтрах регион ертÿçине пĕлтерме шантарчĕ. Олег Николаев кану кунĕсенче хăй те руль умне ларни çинчен каланă май асăннă маршрутсемпе çÿрекен автобуссем йĕркене пăхăнманнине палăртрĕ. Ку вара предпринимательлĕх енĕпе саккуна пăсса ĕçленине кура бюджет тупăш çухатнипе кăна мар, пассажирсен хăрушсăрлăхĕпе те тÿррĕнех çыхăннă — çавăнпа йĕрке тумалли пирки асăрхаттарчĕ.

Тепĕр ыйту — çитес çулхи хăтлă хутлăх йĕркелемелли проектсем валли халех контрактсем тăвасси. Кун пирки регион ертÿçи маларах каланăччĕ. Палăртнă вăхăт, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ, çывхарать, анчах хăш-пĕр муниципалитет вăранман-ха. Улатăр, Шупашкар, Комсомольски, Пăрачкав, Тăвай районĕсем контрактаци ĕçне вĕçлеме те ĕлкĕрнĕ, çав вăхăтрах Канаш, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Муркаш влаçĕсем аукцион ирттересси çинчен те пĕлтермен. «Вăхăта палăртнă, проектсене пурнăçлассине федераци укçипе тивĕçтернĕ… Сире укçа кирлĕ мар-им, сирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ-им?» — кăмăлсăрлăхне пытармарĕ Олег Алексеевич. Кашни муниципалитет ĕçне тишкерсе хаклама хушрĕ.

Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн темине тишкернĕ май та уйрăм районсене пайăррăн асăнма тиврĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, яла аталантармалли программа нумай, вĕсене хутшăннă май кăçал уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи те пысăк — 4,3 миллиард тенкĕ. Çав шутра — ял ипотеки. Хальлĕхе çак кредита республикăра 451 çемье илнĕ — 680 миллион тенкĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 1 миллиард тенкĕ пухăнать-тĕр. Республикăра çак ипотекăна уйрăм категорисене пĕчĕклетнĕ виçепе, 0,1 пункт шайĕнче, парма йышăннă та — çак майпа 40 çемье усă курма кăмăл тунă. Нумай тееймĕн. Ял ипотекине, министр палăртнă тăрăх, районсенче кредитпа туянмашкăн çурт-йĕр çукки те ура хурать. Темиçе районта кăна хваттерсем пур.

Пуçаруллă бюджет программипе пурнăçланă проектсем пирки те сăмах пулчĕ. Кăçал вĕсен шучĕ уйрăмах пысăк — 838. 625-шне вĕçленĕ ĕнтĕ. 21-шĕ тĕлĕшпе пурнăçлаяс енĕпе иккĕленÿ пур. Сергей Геннадьевич уйрăм районсем çуллен «такăнтарни» çинчен уççăнах каларĕ: Элĕксем, Муркашсем… Укçана çынсенчен те пухнă вĕт, эппин, яваплăх пушшех пысăк пулмалла пек. Çав районсемех территорисене хăтлăлатмалли проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе те уксахлаççĕ. Çавăнпа вĕсен ертÿлĕхне итлеме те тиврĕ. Калăпăр, Муркашсене сăмах тиврĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тивĕçлĕ сĕнÿсем пани пирки пĕлтерни Олег Николаева çырлахтармарĕ — хытарсах каларĕ: хăвăрăн çав ялсене çитмелле, ĕç-пуçа тишкермелле, çынсемпе курнăçса калаçмалла. «Эрне вĕçлениччен сиртен доклад кĕтетĕп», — пăнчă лартрĕ вăл.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова бюджетниксен кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç укçин шайĕпе паллаштарчĕ. Президентăн «çу уйăхĕнчи» указĕпе килĕшÿллĕн вăтам виçе 25920 тенкĕпе танлашмалла. Министр каланă тăрăх, республика çакна тивĕçтерет. Медиксен шалăвĕ нумай ÿснĕ. Врачсен уйăхри вăтам ĕç укçи 62 пин тенкĕ патнеллех çывхарать. Алена Геннадьевна çак «тĕлĕнтермĕш» сăлтавне уçăмлатрĕ — кунта коронавируспа чирлисене сиплекен медиксене паракан хушма тÿлев те кĕрет. Социаллă ĕçченсем те асăннă тÿлеве илеççĕ. Тĕрĕссипе, бюджетăн кашни отраслĕнчех шалу хушăннă, чакни — педагосен уйрăм категорийĕсен кăна. Вĕсене пандеми хăрушлăхĕ пырса тивмест пулинех…

Министр çавăн пекех социаллă контракт пирки те сăмах пуçарчĕ. Чăваш Енре унпа усă курасси аван пырать темелле. Çапах, ун шучĕпе, уйрăм район-хулара сахал тупăшлисем хăйсен ĕçне пуçарма 250 пин тенкĕ илмелли майпа усă курассине вăйлатмаллах. Çавна май Олег Николаев та администрацисен пуçлăхĕсене ку енĕпе тимлĕ пулма сĕнчĕ: «Уйрăм çемьесемшĕн лайăх пулăшу пулĕ. Чăннипех интереслĕ тата усăлă тĕслĕхсем вăй илме пултараççĕ».

Планерка Шупашкар кинфестивалĕ çинчен пĕлтернипе вĕçленчĕ. Вăл юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çамрăксен театрĕнче уçăлмалла, чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырĕ. Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова каланă тăрăх, хакламалли фильмсен шутĕнче Чăваш Енре, пирĕн ентешсем ÿкернĕ 5 фильм та пулĕ. Яланхи пекех — паллă çынсем килĕç. Светлана Немоляева, Екатерина Семенова актрисăсем, ыттисем. Чăн та, лару-тăрăва кура фестивале онлайн мелпе ирттерессе те кĕтме пулать — Культмин çак варианта та пăрахăçламасть, çапла майпа йĕркелеме те хатĕр. Роспотребнадзор мĕнле сĕнĕ — çапла пулĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас