- Чăвашла верси
- Русская версия
Ял-йышран ан юл, ялан пĕрле пул
Пушкăртра Михаил Егорова «Мичурин» теççĕ. Сад ĕçне юратнăшăн хисеплесе çакнашкал хушма ят панă ăна ял-йыш. Сакăр вуннăри арçын хапха алăкне уçнине илтсе нÿхрепрен васкаса тухрĕ. Унта юсав ĕçĕсем пуçланă иккен. Унтан пахча картине çĕнетесшĕн вăл.
Егоровсем кĕлет умне мăн çын чышки пысăкăш сухан типĕтме хунă. Туранă пан улми хĕвел çинче кушăхса выртать. Картишĕнче тем тĕрлĕ чечек шăрши сарăлнă. «Телевизор курса ларма хăнăхман. Ĕç чуна йăпатать», - йăл кулă çиçет вĕсен питĕнче.
Михаил Егоровичпа Зоя Егоровна - мăшăр кăвакарчăн пекех. Кирек хăш ĕçе те пĕрле пуçăнаççĕ. Тăрăшнине кура пахча çимĕç те, улма-çырла та ăнса пулать вĕсен. Çулсеренех арпуспа дыня лартаççĕ. Кăнтăр çимĕçĕсем кĕçех пиçсе те çитĕç. «Малтан витмелле. Кайран çĕресрен айне улăм хумалла», - вĕрентеççĕ çĕр ĕçне парăннăскерсем. Арăмĕпе упăшки темиçе вырăнта иçĕм çырли лартнă. Тĕмсем 3-4 çултанах çимĕç пама пуçланă.
Хуларан - яла
Егоровсем 2001 çулта Шупашкартан Пушкăрта куçнă. Хулара иккĕшĕ те строительте ĕçленĕ. Тĕрĕссипе, çак профессие суйланиех паллаштарнă каччăпа хĕре. Опытлă çемье пуçĕ министерствăра пай пуçлăхĕн пуканне йышăннă.
«Яла килнĕренпе 100 ытла çыннăн сад пахчинчи улмуççисене сыпрăм. Ку ĕç патне ал пырать. Çавăнпа пулăшмашкăн чĕнеççĕ те мана», - калаçăва пуçлать Михаил Егорович.
Хăй вăхăтĕнче ку килте пĕр улмуççи анчах çимĕç панă. Вăл та пулин чирлеме пуçланă. Анчах сад ăсти ăна типсе хăрма паман. Йывăç çаплипех сĕтеклĕ пан улмине ас тивсе пăхтарасшăн.
Егоровсем кролик ĕрчетме ÿркенмеççĕ. Чĕр чуна ирĕке кăларса чуптараççĕ. Техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Леонид Борисов парнеленĕ кролик çурисем хăвăртах çитĕнеççĕ-мĕн.
Пушкăрт халăхĕ мĕн ĕлĕкрен пыл хурчĕсемпе аппаланать. Чылайăшĕ килте те, вăрманта та вĕлле лартса тултарнă. Çавăнпах ял уявне те пыл сăпасĕнче паллă тăваççĕ вĕсем.
Кÿршĕ пулăшăвĕ
Михаил Егоровичпа Зоя Егоровна ĕçчен кÿршисемпе пĕр çăвартан пурăнаççĕ. «Кăçал та Тамара Филипповна купăста, помидор калчисем пачĕ. Унсăр пуçне кирек кама та канашпа пулăшма хатĕр вăл», - юнашар пурăнакан хĕрарăмпа паллаштарчĕ мăшăр. Егоровсен, Трифоновсен теплицисенчи помидор тĕмми те тем çÿллĕш. Хуçисем хĕрелнĕ помидора эрнере темиçе хут пĕрер витре пуçтараççĕ. Хăйсем кăна мар, ачисемпе мăнукĕсем те çисе киленеççĕ ăна.
Юрай сăри
Ку тăрăхра кашни килте тенĕ пекех хăмла ешерсе çитĕнет. Çÿлелле кармашакан ÿсен-тăран аякранах курăнать. Çемье вучахне упракан хĕрарăмсем техĕмлĕ сăра вĕретме пĕлеççĕ. Вăл шăрăх çанталăкра ăш хыпнине ирттерме пулăшать.
Авалхи йăлапа упранаканскерне юрай сăри теççĕ. «Çуркунне нÿхрепе юр тултараççĕ. Сăра пичкине ун çине лартаççĕ. Нÿхрепри юр кĕрчченех ирĕлмест. Çавна май пичкери сăра яланах сивĕ», - ăнлантарать Тамара Филипповна.
Ялĕпех... çĕвĕç
Пушкăрт хĕрарăмĕсем япала çĕлеме ăста. Малтан çĕвĕ фабрикинче 100 ытла çын 2 сменăпа ĕçленĕ. Халĕ те халăха кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерет ку организаци. Шел, çĕвĕ машини умĕнче ларакансен йышĕ самаях чакнă.
Тамара Филипповна фабрикăра ĕçленисĕр пуçне шкул ачисене çĕлеме вĕрентнĕ. Пĕлни алă çумне çыпăçмасть теççĕ-çке. Ахальтен мар ĕç майне кăтартнăшăн халĕ те тав тăваççĕ ăна.
Урамра йĕри-таврари ÿсен-тăран илемĕпе киленсе утрăм. Ял-йыш тăван кĕтесе хăтлăлатни савăнтарчĕ.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Етĕрне районĕ.
Комментари хушас