- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 33 (2821) № 02.09.2020
♦ Элĕк районĕнчи Светлана Ефремова аслашшĕн ĕçне малалла тăсса пыл хурчĕ ĕрчетме пуçланă. Кăçал «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе грант илме те тивĕçнĕ.
♦ Ирхине 5 сехет иртсенех урам вĕçĕнче пурăнакан Альбина Ящикова 20 литрлă икĕ витрепе сĕт йăтса кайнине куратăп. Ăна леçме пĕр çухрăм утмалла унăн. Хĕлле юр ашса, кĕркунне-çуркунне пылчăк çăрса. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: урамри çула вак чул сарасси пирки пуçлăхсем мĕн шухăшлаççĕ-ши?
Альбинăпа Александр Ящиковсене яла юлса тĕпленнишĕн, пилĕк ача çуратса ÿстернишĕн, йывăрлăхсенчен хăраманшăн ырлатăп. Малашне те тÿсĕмлĕ пулма сунатăп. Вĕсем паянхи çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Альбина ялти клуб çумĕнчи фольклор ушкăнне çÿрет. Хăйĕн илемлĕ сассипе ял халăхне савăнтарать.
Альбинăпа Алина — йĕкĕрешсем. Вĕсем Элĕк районĕнчи Шор-Пайраш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пурнăç йывăрлăхĕсене пула амăшĕн çемьеллĕ пулма тÿр килмен. Çапла вара ватлăхра хăйне пăхмашкăн ачаллă пулас тенĕ. Тĕпренчĕкĕсене вăл пĕчченех çитĕнтернĕ. Хĕрарăм ĕмĕр тăршшĕпех фермăра ĕçленĕ. Ачисене те хăйпе пĕрле илсе çÿренĕ, ĕçе хăнăхтарнă.
Амăшĕн укçи-тенки çитсе пыманран хĕрĕсем вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн малалла вĕренеймен, ĕмĕчĕсене пурнăçлайман.
Хĕсметрен тин çеç таврăннă клуб заведующийĕнче ĕçлекен Александр Ящиков чипер те сăпайлă хĕрсене куç хывнă.
(Ěçчен, пултаруллă)
♦ Манăн вĕрентекен Евгений Майоров 1923 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Вăрман Кушкă ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. 7-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн «Звезда» колхозра ĕçлеме тытăннă.
1942 çулхи май уйăхĕнче вăл Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Ăна малтанхи кунсенчех Балти флотĕнче радист пулăшаканĕ пулма шаннă. Ятарлă курс пĕтернĕ хыççăн карап çинче радист ĕçне пурнăçлама тытăннă. Тăтăшах йывăр çапăçусенче пулма, Балтика тăрăхне фашистсенчен ирĕке кăларма тивнĕ. Вăрçă чарăнсан та тăван тăрăха часах таврăнайман Евгений Васильевич. Вăл 1949 çулчченех хĕсметре пулнă, çамрăк моряксене ăсталăха вĕрентнĕ. Вăрçăри паттăрлăхшăн ăна II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе тата тĕрлĕ медальпе, вăл шутрах «Паттăрлăхшăн» медальпе те, чысланă.
Хĕсметрен таврăнсан пĕр ял хĕрĕпе Юльăпа çемье çавăрнă. Çавăн пекех Етĕрнери физкультура учителĕсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă, алла диплом илнĕ. Ăна направленипе Октябрьскинчи вăтам шкула ĕçлеме янă. Вăл физкультура урокĕсене тĕплĕн хатĕрленнине паянхи кун пек астăватăп. Директорпа килĕшсе татăлнă хыççăн Евгений Васильевич çамрăк пăшалçăсен курсне йĕркелерĕ. Вĕрентекенĕн пуçарăвĕпе пăшалтан тĕл перес енĕпе ăмăртусем те иртетчĕç. Тĕслĕх кăтартмашкăн малтан хăй перетчĕ. Вăл ку енĕпе питĕ пултаруллăччĕ. «Эсир — пулас салтаксем, — тетчĕ Евгений Васильевич. — Хĕсметре тĕл перекенсене çеç кăмăллаççĕ. Çавăнпа çак ĕçе шкул саккинченех вĕренĕр». Ку сăмахсене эпĕ хам хĕсметре тăнă чухне пĕрре мар аса илнĕ.
Вăл йĕлтĕрпе ярăнма та кăмăллатчĕ. Çак ăсталăха пире вĕрентетчĕ. Хăй те Чăваш Республикин чысне хÿтĕлесе ăмăртусене хутшăнатчĕ, малти вырăнсем çĕнсе илетчĕ.
Унтанпа 60 çул иртрĕ. Йĕлтĕр спортне юратма вĕрентнĕшĕн учителе чунтан тав тăватăп. Вăл тăрăшнипех çитĕнÿсем турăм. Сăмахран, 7-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра пĕр ăмăртура эпĕ иккĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Тепĕр виçĕ çултан шкул чысне хÿтĕлесе пĕрремĕш вырăна тухрăм, йĕлтĕрпе чупассипе спортăн виççĕмĕш разрядне тултартăм.
(Вĕренни мулран хаклă)
♦ Эпĕ Етĕрне районĕнчи пĕр пĕчĕк ялта, Çĕнĕ Етĕрнере, çуралса ÿснĕ. Вăл Сăр шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ĕлĕк пирĕн ял урлă Çĕпĕре каякан аслă çул иртнĕ. Вăл историе Хурăнлă çул ятпа кĕрсе юлнă.
Ку тăрăха çынсем тĕрлĕ ялтан куçса пынă: Вăрманкасран, Етĕрнерен, Чирĕккассинчен. Пирĕн асатте вырăс ялĕнчен Чаканартан килнĕ.
1956-1959 çулсенче Вăрманкас Етĕрне ялĕнчи вăтам шкула, 10 çухрăма, çуранах çÿреттĕм. Çулăн икĕ енĕпе те хурăнсем ларатчĕç. Ирçе ялĕнчен пирĕн яла çитиччен Юрий Григорьев вĕрентекен ачасемпе хурăнсем лартса ĕлĕкхи çула çĕнетсе илемлетнĕ. Халĕ хирсем хăйсемех вăрмансене çаврăнаççĕ. Çакă пирĕн тăрăхра та палăрать.
Тăван ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Унта 31 çуртран ытла пулман. Çапах та килсерен нумай ача пулнă. Эпир те çиччĕн пĕртăван çитĕннĕ. Ял халăхĕ питĕ туслă пурăнатчĕ. Колхоз лаша, ĕне, сурăх, сысна тытатчĕ. Ял-йыш ырми-канми ĕçлетчĕ. Эпĕ те 5-мĕш класран вĕренсе тухсан аслисемпе пĕрле тислĕк турттараттăм. Çĕр улмине купаланă чух лаша çавăтса утаттăм. Çаксене паянхи кунчченех асра тытатăп. Шел, халĕ колхоз та, лашасем те, ытти выльăх-чĕрлĕх те çук. Ялта çын шучĕ те чакса пырать. Халĕ унта никам та ĕне выльăх усрамасть. Шкула çÿрекен пĕр ача та çук, сăпка ачи те. Çĕнĕ Етĕрне куç умĕнчех сÿнсе пырать. Унта юлашки хут хăçан туй пулнине те астумастăп. Хĕлле 5-6 пÿрт мăрйинчен çеç тĕтĕм тухать. Ял ватăлать. Вăл куç умĕнчех пушанса пыни чуна ыраттарать.
(Куç умĕнчех сӳнет)
♦ «Сап-сарă тинĕсри» хир карапĕн штурвалне черчен те илемлĕ пике тытса пынине асăрхасан нумайăшĕ тĕлĕнет. Хăватлă техникăна ĕçлеттерме арçынсем те пурте пултараймаççĕ-çке. Çĕрпÿ районĕнчи Хурамалти Юлия Ефремова улттăмĕш çул ĕнтĕ вырмана хутшăнать.
Тырă пиçсе çитессе хĕр чăтăмсăррăн кĕтет. Пĕр фирмăра вăй хураканскер хирсем сарăлма тытăнсан юриех отпуск илет. Ĕççине вĕçлеме вăл та çителĕксĕр пулсан хăйĕн шутĕнчен канмалли кун пама ыйтса çырать. Юля çак тапхăрта çĕр ĕçне кÿлĕннине пĕлсе пуçлăхсем хирĕçлемеççĕ. Хăш чухне шеллеççĕ те-и? Чăн та, комбайнпа тырă вырасси хĕр ĕçĕ-им?
Хĕрÿ тапхăр пуçланнă кун уншăн чăн-чăн уяв шутланать. Хĕл каçа анлă уй-хирсĕр, хăватлă техникăсăр тунсăхланăскер тинех ирĕке тухнăн туять хăйне. Вырма вăхăтĕнче ир-ирех тăма, каçченех тар тăкма тивни те, йывăрлăх та хăратмасть пикене. Юратнă, чун туртнă ĕç вăй-хăват парса тăрать тейĕн ăна. Юнашар ашшĕ Николай Вениаминович пулни те хĕре хăюллăрах пулма хистет. Çывăх çынпа шанчăклăрах çав.
Хăватлă техника рулĕ умне ларма ăна ашшĕ хавхалантарнă. Кил хуçи ĕмĕр тăршшĕпех хуçалăхра çĕр ĕçĕнче тăрăшнă. Юлашки çулсенче «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕнче механизаторта вăй хурать, çулсерен вырмана хутшăнать. Вăл ăмăртусене темиçе хутчен те малти вырăнсем йышăнса чылай наградăна тивĕçнĕ. Пĕр çулхине комбайнер пулăшаканĕсĕр юлсан ывăлне пĕрле ĕçлеме сĕннĕ. Анчах Алексей ашшĕпе нумай ĕçлеймен, вăхăчĕ çителĕксĕррипе пăрахма тивнĕ.
— Пичче ку ĕçрен кайнă хыççăн атте каллех пĕччен юлчĕ. Манăн тракторпа çÿреме ирĕк пуррине аса илсе пулăшма ыйтрĕ. Эпĕ ун чухне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренеттĕм, каникулта ирĕклĕ пулнăран савăнсах килĕшрĕм. Пĕччен мар, аттепе юнашар-çке. Пĕчĕк чухнех вăл мана тракторпа хирсем тăрăх лартса çÿретчĕ. Çĕр ĕçне пире ачаранах явăçтарнă. Пĕр вăхăт атте фермерта та вăй хучĕ. Ăна пулăшас тĕллевпех шкулта вĕреннĕ чухне тракторист специальноçне алла илтĕм. 2010 çулта çу кунĕсем шăрăх килнĕрен фермер хуçалăхĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ те хупма тиврĕ. Çапах вĕренни, çĕр ĕçне аттепе пĕрле пурнăçлама ĕмĕтленни сая каймарĕ. Халĕ акă пĕрле ĕçлетпĕр, — пĕлтерчĕ хĕр.
Малтанхи тапхăрта Юля комбайн штурвалне тытма шикленнĕ. Ашшĕ ĕçленине тимлĕ сăнанă, çĕнĕлĕхе алла илме тăрăшнă. Майĕпен хăнăхнă, хăюлланнă. Хĕрĕн тăрăшулăхне кура арçын ăна хăрамасăрах руль шанса панă. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени, пулăшма тăрăшни çемье экипажне çитĕнÿ çулĕпе çирĕппĕн утма çул уçнă. Нумаях пулмасть акă районти ăмăртура Ефремовсем тырă нумай вырса илсе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вĕсене вымпел парса чысланă. Хальхи вăхăтра ашшĕпе хĕрĕ 2 пин тонна ытла тырă пуçтарса кĕртнĕ те ĕнтĕ.
— Вырмана тухсан лăпкă пурнăç пĕтет. Опыт пуррине пăхмасăр çулсерен ĕççи вăхăтĕнче пăлханатăп. Уяр кунсенче хăвăртрах вырса пĕтерес, кашни пĕрче упраса хăварас килет. Нумай пулмасть çанталăк çумăра кайнăран тăватă кун хире тухаймарăмăр та пăшăрхантăм. Бункерти тырра типтерлĕ, тăкмасăр пушатма тăрăшатăп. Çĕре пĕр пĕрчĕ ÿксен те усăсăр ĕçленĕн туйăнать. Вырма вĕçленсен вара лăштах сывласа яратăп. Пÿлме «сарă ылтăнпа» тулнине курсан савăнатăп, мăнаçланатăп — эпĕ те унта тÿпе хывнă-çке. Пĕр вăхăт лăпланса пурăнатăп та каллех вырмана чăтăмсăррăн кĕтме тытăнатăп. Варкăш çилпе чÿхенсе ларакан сап- сарă анлă хирсĕр, комбайнсăр хĕл каçа тунсăхлатăп. Чун-чĕрене темĕн çитмен пек туйăнать, — вăрттăнлăхне уçрĕ Юлия Ефремова.
Опыт пулсан та ĕçре пăтăрмах сиксе тухма пултарать. Кун пек чухне çухалса каймалла мар, инкеке сирме вăхăтра мера йышăнмалла. Пĕррехинче Николай Ефремов апата кайнă. Вăл таврăниччен Юля вырма тытăннă. Типĕ çанталăкра техникăна ахаль лартас темен ĕнтĕ. Кĕтмен çĕртен кăвак тĕтĕм йăсăрланса тухнă. Хăранине пăхмасăр хĕр çухалса кайман, ашшĕ каланине аса илсе комбайна хăвăртрах чарса лартнă. Юрать, лешĕ нумай кĕттермен, çийĕнчех таврăннă. Кăлтăка хăвăрт тупнă — ремень татăлса кайнă иккен. Çавăнтах çĕннипе улăштарнă та ĕçе пикеннĕ.
— Хĕрÿ тапхăрта техника чăхăмласран халĕ те шикленетĕп. Ăна тÿрлетме, чăрмавне тупма вăхăт кирлĕ, вырмара вара кашни минут хаклă. Хальхи комбайна ĕлĕкхипе танлаштараймăн, унта ытларах автоматика хуçаланать. Çавăнпа асăрхануллă пулмалла. Унччен эпир «Агрос-580» комбайнпа вырнă. Виçĕ çул каялла предприяти «Агрос-595» туянсан ăна пире шанса пачĕç. Ку унчченхинчен те лайăхрах. Кабинăра кондиционер пур, таса, тусан вĕçмест. Шăрăхра та, сивĕре те ĕçлеме аван, — палăртрĕ Юля.
Хăватлă техникăна пике тытса пынине асăрхасан хăшĕсем машинисене юриех чараççĕ е телефонпа ÿкерсе илме хăтланаççĕ. Ара, хальхи вăхăтра тырă выракан хĕр сайра хутра кăна çав.
— Çынсем отпуска канма илеççĕ. Эсĕ вара — тар кăларса ĕçлеме. Çуллахи кунсенче нивушлĕ кăнтăра е урăх çĕре курма-канма каяс килмест?
— Вырмара ĕçлесе канатăп. Йывăр пулсан та чунра çĕкленÿ, савăнăç хуçаланать. Тулли пучахсем пуçĕсене усса ларнă чухне епле-ха канăн? Хĕлле пушă вăхăт туллиех, ун чухне канăпăр.
(«Вырмана тухсан чун савăнать»)
Комментари хушас