Пирĕн хĕрсем - Пекинра

7 Çурла, 2014

Канаш хулинчи "Нон-стоп" дуэт темиçе кун каялла Китайран таврăнчĕ. Çамрăк юрăçсем Пекинра иртнĕ халăхсен хушшинчи ачасен "Кăвакал чĕпписен ташши" фестивале хутшăннă. Унта тĕнчери 31 çĕр-шывран çамрăк талантсем пухăннă. Раççей Федерацийĕн делегацийĕн йышĕнче - Раççей радио тата телекуравĕн ачасен пысăк хорĕ, Чăваш Енри "Нон-стоп" дуэт, Мускаври Китай чĕлхипе культурине вĕрентекен центра çÿрекенсем.

"Нон-стопăн" тĕп шăнăрĕ - Канаш хулинчи 5-мĕш шкулта вĕренекен Кристина Александровăпа Юля Петрова. Вĕсем музыка учителĕ Наталья Демкина ертсе пынипе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

- Пĕлтĕр Наталья Евгеньевна хавхалантарса, пулăшса пынипе "Чăваш Ен ахах пĕрчисем" республика конкурсĕнче çĕнтертĕмĕр, - Пекин еннелле тăсăлнă çул пуçламăшĕ пирки çапла каласа кăтартрĕ Кристина. - Унтан "Чунга-чанга" Мускав фестивальне хутшăнма йыхравларĕç. Климри Чайковский ячĕллĕ концерт залĕнче иртнĕ гала-концертра "В старином замке" юрра юрларăмăр.

Кăçал - тепĕр савăнăçлă кĕтменлĕх. Китая каяссине пĕлсен хĕр ачасем питĕ хĕпĕртенĕ. Пекин Вĕрентÿ комитечĕн лагерĕнче вунă кун пурăннă вĕсем. "Кăвакал чĕпписен ташши" фестивале хутшăннă, унта чăвашла тата акăлчанла юрланă.

- Тĕрлĕ çĕр-шыв ачисемпе паллашрăмăр, туслашрăмăр. Казахстан, Серби, Китай, Мускав, Челябинск хĕр ачисемпе уйрăмах çывăхлантăмăр, - тет çамрăк юрăç. - Интереслĕ самант питĕ нумай пулчĕ. Китай халăхĕн культурипе, историйĕпе паллашрăмăр. Наци апат-çимĕçне тутантăмăр. Пекинри паллă вырăнсене, музейсемпе зоопарксене, цирка çитсе куртăмăр. Пурçăн фабрикинче, Çÿл тÿпе храмĕнче, чей церемонийĕнче пултăмăр. Уйрăмах Китай стени питĕ килĕшрĕ.

"Нон-стоп" хĕрĕсен ĕмĕчĕсем пысăк. Умра - вун-вун конкурс, фестиваль... Кристинăпа калаçнă кун каçхине те çамрăк юрăçсем Мускава кайма хатĕрленетчĕç.

 

В.ДАНИЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.