Çĕнĕлĕхсемпе усă куратпăр, чăвашлăха та упратпăр хăратмаççĕ

6 Çурла, 2014

Чăн та, халĕ çĕнĕ технологисем кунран-кун аталанса, вăй илсех пыраççĕ. 10-15 çул каялла чăнкăраххисем, пуянраххисем карас телефонпа çÿренине ăмсанарах пăхаттăмăр тăк - паян вăл кашнинех пур. Кĕсье телефонне ăнсăртран киле манса хăваратăн тăк - тем çитмен пекех туйăнать. Лайăххине çын час хăнăхать çав.

Паян ялта чылай килте компьютер пур. Ватти те, вĕтти те Интернетпа усă курать. Çамрăксем смартфонпа, планшетпа çÿреççĕ. Вăрнар районĕнчи Вăрманкасра пурăнакан шураппасене вара «чăнкă кинемейсем» теме пулать.

Ялти лавккара 2 кинемей тавар туянатчĕç. Укçа тÿленĕ вăхăтра пĕрин кĕсйинчи телефонĕ сас пачĕ. Ватă ăна васкавлăн туртса кăларчĕ те: «Перезвоню», - тесе хĕрлĕ тÿмене хыпаланса пусрĕ. «Ачасем Сочие канма кайнă. Çавсем шăнкăравлаççĕ», - уçăмлатрĕ хăй. Ак хайхи теприн карас телефонĕ те «юрлама» пуçларĕ. «Эпĕ пушă мар-ха, лавккара, каярах шăнкăравлатăп», - терĕ тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ кинемей. Те ют çынсем пуртан калаçмарĕ вăл...

Лавккаран тухсан эпир ялти вулавăш «хуçипе» Любовь Чудаковăпа Анатри урамалла утрăмăр. Таса та илемлĕ кунта. Кашниех çурт умĕнче чечек ÿстерет. Ларса канма саксем вырнаçтарнă. Акă пĕрисен тĕлĕнче асанне-кинемейсем пуçтарăнса ларнă. Вĕсен кашнинех аллинче карас телефон пуррине асăрхарăм. «Халĕ çак пĕчĕк телефона хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Кирек ăçта кайсан та пĕрле илетпĕр. Питĕ меллĕ япала, иçмасса», - сăмах пуçларĕ 71 çулти Альбина Гусева. Альбина Григорьевнăна калаçу хатĕрне ачисем вунă çул каяллах туянса панă-мĕн. «Маларах смс çырусем килсен хуратма пĕлместĕмччĕ. Халĕ ăна та вĕрентĕм. Пĕр кун хĕр ача килнĕ те: «Сан кунта пĕр смс та çук», - терĕ тĕлĕнсе», - мăнаçланчĕ шураппа.

79 çулти Анфиса Филиппова 4 хĕр пăхса ÿстернĕ. Ачисем Израильте, Америкăра, Воронежра пурăнаççĕ. «Кĕсье телефонĕпе Америкăпа та, Израильпе те çыхăнатăп. Юнашар ларса калаçнă пекех илтĕнет. Питĕ хĕпĕртетĕп», - терĕ Анфиса Матвеевна. 83 çулти Раиса Лисичкинăна вара карас телефонне ывăлĕ Саша парнеленĕ. Кинемей унпа хăй тĕллĕнех ĕçлеме хăнăхнă. «Ах аван япала-çке. Ĕлĕкрех ачасем патне çыру çыраттăмăр. Халĕ ав телефонпа кунне 2-3 хут та çыхăнатпăр», - пĕлтерчĕ Раиса Николаевна. 83-ри Нина Филиппова та 4 ачипе куллен телефонпа пуплет. Лешсем кĕттермеççĕ, хăнана чĕнсен наччас вĕçтерсе çитеççĕ-мĕн. 83 çулти Екатерина Егоровăн вара пĕчĕк телефонĕ сенсорлă. Пÿрнисемпе вĕлт-вĕлт шутарать вăл. Çийĕнчех кирлĕ номере тупать. «Икĕ теçетке çул каялла пĕр-пĕрин патне çыру çырни, саламлă открытка яни вăл вăхăтшăн кирлĕ те лайăх япала пулнă. Халĕ ав телефонпах смс çыру шăрçалама, çуралнă кунпа хитре ÿкерчĕк ăсатма пулать. Манăн ачасем иккĕшĕ те Саратовра пурăнаççĕ. Почтăпа çыру ярас тăк - икĕ эрне каять. Вăл хушăра хыпарĕсем те кивелеççĕ», - шухăшне палăртрĕ утмăл тăваттăри Любовь Щербакова.

Тепĕр чухне ывăлпа кăна мар, кÿршĕ-аршăпа та кĕсье телефонĕпе калаçса илетпĕр», - калаçăва хутшăнчĕ 68-ти Мария Яранцева. Ватăсем пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем Чăваш наци радиовĕн «Ырă ир» кăларăмне смс çырусем те яраççĕ. Кĕсье телефонĕпе усă курма вара нухратне ачисем хурса параççĕ. «Нурăс, Хапăс чиркĕвĕсене кайнă чухне çеç карас телефона килте хăваратпăр. Пачăшкăсем турă çуртĕнче унпа усă курма чараççĕ», - пытармарĕ Альбина Григорьевна.

Любовь Чудакова пĕлтернĕ тăрăх - ялти библиотекăра шураппасемпе шур сухалсем валли компьютерпа усă курма вĕренмелли ятарлă шкул та ĕçлет. Ватăсем Интернета кĕме хăнăхаççĕ, çанталăк епле пулассипе интересленеççĕ. Ачисем пулăшнипе Интернет урлă Вăрнар больницине тухтăр патне черете çырăнаççĕ. Ку çеç-и? Çÿлерех асăннă асанне-кукамайсем пурте библиотекăна çÿреççĕ. Ытларах чăваш кĕнекисене вулама юратаççĕ. «Шел, чăвашла кĕнеке сахал килет. Çĕнĕ «чун çимĕçĕсене» йăл ăша хываççĕ вĕсем. Ах, Нина аппа килсен тепрехинче мĕн парса ярас-ши тесе тĕпĕртетсе кăна тăратăп», - чунне уçрĕ Любовь Семеновна. Вăрманкас хĕрарăмĕсем «Хресчен сасси», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатсене те çырăнса илеççĕ.

Интернет çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр пулин те кинемейсем чун канăвĕ, киленĕçĕ пирки те манмаççĕ. «Кашни кунах çапла, сак çине тухса ларатпăр. Кĕнчеле арлатпăр, нуски çыхатпăр», - теççĕ. Çав вăхăтрах çут çанталăкпа та килĕшÿре пурăнаççĕ вĕсем. Кашниех пахчинче хитре чечек, тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерет. Хăйсемех çум çумлаççĕ. Вăрмана çырла-кăмпана, мăйăра кăштăртатса кайса килеççĕ. Ытларахăшĕ чăх-чĕп кăна усрать ĕнтĕ. Çапах икĕ кинемей паянхи кунчченех ĕнепе сыв пуллашман-мĕн. Паянхи кинемейсем «Ватă çын - тăватă çын» ăнлавпа килĕшесшĕнех мар. «Халĕ мăнуксем сĕре ăслă. Йăлт вĕсенчен вĕренсе пыратпăр», - теççĕ. Çав вăхăтрах: «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен», - тени те килĕшсех каймасть имĕш чăнкă кинемейсене. «Çут çанталăк пĕрех вăйлăрах. Вăл кирлĕ тĕк çунтарса яма та, шыва путарма та пултарать», - терĕç.

Çапларах вĕсем Вăрманкассем. Ĕлĕкхи ватă çын велосипеда та «шуйттан урапи» пек йышăннă тăк, паянхи кинемейсене çĕнĕлĕхсем хăратмаççĕ. Хакласа, хĕпĕртесе йышăнаççĕ ăна вĕсем.

Роза ВЛАСОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: