Промышленноç тата цифра технологийĕсем
Промышленноç предприятийĕсенче цифра технологийĕсене ĕçе кĕртесси — çак ыйтупа Шупашкарта паян стартеги сессийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна Инжинирингăн регион центрĕ тата коммерциллĕ мар «Цифра экономики» автономи организацийĕ /Мускав хули/ РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерствипе пĕрле йĕркеленĕ.
Мероприяти видеоконференцçыхăну мелĕпе иртнĕрен унта тĕрлĕ предприяти представителĕсем хутшăнма пултарчĕç. Ытти регионти экспертсем хăйсен шухăшне онлайн мелпе çыхăнса пĕлтерчĕç. «Çавра сĕтел» ĕçне «Цифра экономики» организацин регионсен политики енĕпе ĕçлекен директорĕ Александр Зорин ертсе пычĕ. Вăл промышленноç тытăмне автоматизацилесси пирĕн çĕршывăн наци тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ.
«Çак мероприятин тĕп тĕллевĕ — промышленноç предприятийĕсен представителĕсене цифра технологийĕсене ĕçе кĕртни ĕç тухăçлăхне пысăклатма май панине кăтартасси», — терĕ ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов. Вăл стратеги сессине хутшăнакансене регионта цифра технологийĕсене аталантарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçлани тата мĕн тума планлани пирки кĕскен каласа кăтартрĕ.
ЧР промышленноç тата энергетика министрĕ Сергей Лекарев Чăваш Енри электротехника кластерĕ вăйлă пулнине, шăпах вăл экономикăна цифра çине куçармашкăн кирлĕ хатĕрсене те пуçтарса хатĕрленине пĕлтерчĕ. РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерствин Цифра технологийĕсен департаменчĕн директорĕн заместителĕ Максим Мамсуров Чăваш Енри электротехника кластерĕнче вăйлă кадрсем пулнине палăртрĕ. Промышленноç предприятийĕсене пулăшмалли мерăсем çинче чарăнса тăчĕ.
Мероприятие хутшăнакансем промышленноç тытăмне цифра çине куçарас ĕç ытти регионта мĕнле пынипе паллашрĕç. Стартеги сессийĕ ыран малалла ĕçлĕ.
Комментари хушас