Анне çумĕнче шанчăклă

13 Çурла, 2020

Хĕрарăм е арçын ĕçĕ текен ăнлав çук уншăн. Мăшăрĕ килте мар чухне çĕр улмине купалама суха пуç тытни те пул¬нă. Техникăра та тĕшмĕртет вăл. Мотоблокпа çÿресси кăна мар, йывăр тиевлĕ машинăна хускатасси те ним те мар ун¬шăн. Кунашкал ĕçе упăшкинчен хăнăхнă темелле. Килĕшÿпе çураçулăхра пурăнакан Трофимовсем 1988 çулта мотоци¬клист удостоверенине илмешкĕн вĕренме те пĕрлех кайнă. «Районти иккĕмĕш хĕрарăм эсĕ», — тенĕ çак техника вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаракан инструктор. Сăмахăм Комсомольски районĕнчи Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан Любовь Архиповна тавра тăсăлать. Хĕрарăм ĕçĕ те ют мар уншăн. Чăлха-нуски çыхмалла-и, тĕрĕ эрешлемелле-и — çакă ки¬ленĕç вырăнĕнче. Самана тĕрлĕ тапхăрĕнче ачисене çи-пуç хăех çĕлесе тăхăнтартни те пулнă. Чунĕ ыйтнипех вăхăт тупса хаçат-журнал, кĕнеке вуласа ăс-хакăлне пуянлатать.

Çăкăртан татăлман

— 1950 çулта çуралнă эпĕ. Ачалăх аван иртнĕ темелле. Ун чухне чи йывăр вăхăтсем хыçа юлнăччĕ ĕнтĕ. Ĕçлемелле пулнă-ха, нимĕн те калаймăн. Çапах та икĕ аппапа пичче пек вăрçă нушине курман, — пуçларĕ калаçăва ăш пиллĕскер.
Виçĕ ачаллă хĕрарăм мăшăрне фронтран кĕтсе илеймен, кил хуçи паттăрла çапăçса пуç хунă. Апла пулин те чылай çул иртсен Христиния Федоровна тăваттăмĕш пепкине кун çути парнеленĕ. Маттур та правур хĕрарăм пулнă Люба аппа амăшĕ. Темле йывăр вăхăтра та ачисене выçăпа касăхтарман вăл. Çынсем крахмал пуçтарнă чухне те сĕтел çинчен çăкăр татăлман-мĕн. Хуçалăхра лаша та пулнă. Унпа Хрисук аппа утланса та çÿренĕ.
Ялта 8 çул вĕреннĕ Любовь Архиповна. Тата икĕ çул Аслă Чурачăкри шкула çÿренĕ. Аттестат илнĕ хĕре район больници направленипе Хусана тухтăра вĕренме ярасшăн пулнă. Анчах килĕнче амăшĕ пĕчченех-çке. Кĕрхи ĕçсем вĕçленмен. Вĕренмешкĕн укçасăр та каяймăн.
— Аппа Карагандара пурăнатчĕ. Тăванăм шăнкăравларĕ те хăй патне чĕнчĕ. Кăштах пушансан Суня патне тухса кайрăм. Тухтăра вĕреннĕ пичче те кунтах хирургра тăрăшатчĕ. Каярах ăна Мангышлака ячĕç. Инке Украинăранччĕ те каярах çак тăрăха куçрĕç. Пичче вилни 15 çул та çитрĕ ĕнтĕ. Чуна уçса калаçма 82 çула çитнĕ Туня аппа пур, — пĕртăванĕсене аса илчĕ хĕрарăм.

Сурăх ферминче

Пĕр хушă Карагандари заводра ĕçленĕ хĕр. Икĕ çултан тăван яла отпуска килнĕ. Тури Тимĕрчкасси каччи Виталий шăпах салтакран таврăннă, колхоза шофера вырнаçнă ун чухне. Малтанах туслă çÿренĕ хĕре çуралнă тăрăхра юлма сĕннĕ. 1971 çулта çамрăксем çемье чăмăртанă. Колхозра вăй хунă.
1975 çулхи утă уйăхĕнче Виталий Васильевич хăрах куçсăр тăрса юлнă. Юлташĕсемпе сунара кайсан аманса таврăннă вăл. Операци сĕтелĕ çине Шупашкарта та, Мускавра та выртнă, анчах куракан пулайман. Апла пулин те пĕрре те килте ларман кил хуçи. Алă усма хăнăхманнисем валли колхозра ĕç тупăнсах тăнă: строительство бригадине те ертсе пынă, конюхра та тăрăшнă.
Кил хуçи арăмĕ те алă усман. Çулталăкра 356 кун пулсан, унăн ĕç кĕнекинче хăш-хăш çул 400-500 кун та лартăннă. Икĕ пайран сахал илмен хĕрарăм. Пĕр хушă сурăх ферминче вăй хунă.
— 1977 çулта пирĕн ферма сурăх çăмĕ касассипе, путек йышĕпе мала тухрĕ. Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи тесе чысларĕç. Зоотехникпа Ванькка Шорниковпа Мускава, Халăх хуçалăхĕсен çитĕнĕвĕсен куравне /ВДНХ/ кайма тивĕçрĕмĕр. Унтан бронза медальпе таврăнтăмăр. Сурăх пуçĕ 1200-е те çитнĕччĕ. Çуллахи вăхăтра кĕтÿ тухсан чирлисемпе, пăранланисемпе юлаттăм. Вĕсене курăк çулса памаллаччĕ. Каçхине дежурствăра тăраттăмăр, — аса илÿ çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ.

Хаçат вăйĕ

Любовь Архиповна хаçат вăйне шанать кăна мар, унăн витĕмĕ пуррине хăй пурнăçĕнче курса та ĕненнĕ. Ĕç-пуç Мускаври куравран таврăнсан пулса иртнĕ-ха.

— Пĕр хушăран Ванькка арăмĕ мăшăрне валли сехет килнине каларĕ. Ак тамаша! Мана нимĕн те паман! Парне чи малтан ĕçлекене тивĕçмелле мар-и вара? Ку ыйтăва тĕп зоотехникпа хускатрăм. Электросăмаварпа сĕтел çиттине урăх колхоза ăсатнине пĕлтерчĕ. Ара, Мускавран ман ятпа килмен-и вара вăл? 45 тенкĕлĕх япала питех хаклах та мар- ха. Çав вăхăтрах япала çук вăхăт-çке, тупса та илеймĕн. Пушшех те — асăнмалăх парне вăл.
«Коммунизм ялавĕ» /хальхи «Хыпар». — Авт./ хаçатăн ытлари кунхи кăларăмĕнче «редакци почтинчен» рубрика пичетленетчĕ. Тĕрлĕ ыйту хускататчĕç унта. Эпĕ те çыру ятăм. Манăн ятпа килнĕ парнене урăх хуçалăха ăсатма ирĕк пуррине уçăмлатас килчĕ. Хайхисем çакна тĕпчеме пирĕн района килнĕ. Яла та çитрĕç. Эпир ун чухне хирте кăшман çумлаттăмăр-ха. «Ураланнă» сăмавар вырăнне пылесос пачĕç. Ун чухне ялта никамăн та çукчĕ-ха ку хатĕр. Тĕрĕслĕхе тавăрма хаçат пулăшрĕ.
Тепрехинче тата, нумай та мар пултăр, сурăхсемпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн колхоза 100 тенкĕ преми килнĕ. Çуллахи вăхăтра 60 тенкĕ илеттĕм. Хĕлле пысăкрахчĕ- ха шалу. Аван укçа-çке çакă. Аслисем шарламаççĕ-ха, вăрттăн систерекенсем тупăнчĕç. «Преми пуçлăхсене çеç тивĕçет-им? Ĕçлекенсене памалла мар-им ăна?» — терĕм шухăшăма палăртса. «Тÿрех таçта ан çыр-ха, ыйтса пĕлетĕп», — терĕ пĕри. 60 тенкĕ пачĕç çапла, — каласа кăтартать тĕрĕслĕхшĕн çунакан хаçат-журнал тусĕ.

Катюша

Ял халăхĕ те ас тăвать-ха çакна: фермăра Катюша ятлă лаша пулнине. Çĕнĕ Мăрат больницинчен илсе килнĕскер Люба аппасăр пуçне никама та итлемен. Арçынсем те парăнтарайман кĕсрене. Кÿлеймен кăна мар, патне те пырайман. Турта хушшине тăратсан вара унран лăпкăраххи те пулман. Тилхепене кăкармасăр çĕре пăрахсан та тарас шухăш пулман янаварăн. Анчах каллех… ăна хĕрарăмсăр пуçне текех никам та пырса илеймен. Ялти тепĕр ача çеç утланса çÿреме май тупнă.
— Катюша хăмласан Удалойран ăйăр турăмăр. Лашаран хăрасси шухăшра та пулман — юрататăп вĕсене. Эпĕ сурăх ферминчен пăрахсан пусрĕç выльăха, — тет пĕр хушă аслă конюхра тăрăшнăскер. Ун чухне те ăратлă ăйăрсене шикленмесĕр кÿлнĕ хĕрарăм.
Строительство бригади йышне кĕрсе фермăсем купаланă ĕçе те хутшăннă Любовь Архиповна. Пĕр хушă парникре те вăй хунă: помидор, купăста калчи çитĕнтернĕ. Ашшĕ-амăшне виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлĕ те нумай пулăшнă.
— Уйра-и, урамра-и — çил-тăвăллă çумăр килнине курсан тÿрех парник хупма чупаттăмăр. Ача пулсан та ăнланнă çакна. Шкула вăхăтра çитес тесен килтен 7 сехетре тухмаллаччĕ. Унччен парниксене уçса хăвараттăмăр. Чупса ĕçлеттĕмĕр. Зарядка вырăнне кăна пулнă ĕнтĕ çакă, анчах ыттисем тутлă çывăрнă чухне тăмаллаччĕ пирĕн. Каçхине вăйă пирки мансах шăвармаллаччĕ тата. 17 парникре ÿсекен çимĕç валли шыв сахал мар кирлĕччĕ, — калаçăва хутшăнать хĕрĕ Наташа.

Ялти çĕвĕçсем

1988 çулта Шупашкарти трикотаж фабрики районсенче филиалсем уçма тытăнать. Пĕрремĕшне Вăрмар районĕнчи Шăхальте, иккĕмĕшне Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнче йĕркеленĕ. Виççĕмĕшĕ Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче уçăлнă. Унта ĕçлеме пĕр ушкăн çын пухнă та Шупашкара вĕренме янă. Аслине суйлама хушнă. Пурте Любовь Архиповнăна сĕннĕ. Ыттисене пĕрер ĕç хăнăхтарнă тăк, аслин пурне те пĕлмелле. Хатĕрсем вырнаçтарнă хыççăн хĕрарăм аялти кĕпине çĕлеме тытăннă, касăксенчен труççи янтăланă Тимĕрчкассисем.
Пурăна-киле филиалсен шучĕ 24-а çитнĕ. Анчах самана арпашăнма тытăнсан иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чылайăшĕ хупăннă. Тимĕрчкассинчи çĕвĕ хатĕрĕсене те пуçтарса кайнă.
Вĕçсе пырап… мотоциклпа
— Филиала аннă чухне те мотоциклпа çÿреттĕм. Минск та пурччĕ-ха, кÿмеллĕ Днепр та туяннăччĕ. Ачасене больницăна илсе каймалла чухне те хамах çула тухаттăм. Патăрьелне чĕп илме те çÿреттĕмĕр. Ун чухне хĕрарăмсем руль умне ларни паянхи пек час-часах пулман-çке. Çавăнпах тĕлĕнсе пăхакан чылаййăнччĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.