Çуллахи вулав марафонĕ

11 Çурла, 2020

Çулленех Наци библиотекинчи «Интеллектариум» ача-пăча пӳлĕмĕнче çулахи вулав марафонĕ иртет. Ку йăлана кăçал та пăсман.

Вулама сĕнекен кĕнеке ячĕсем «Контактра» соцсетьре кашни кунах пичетленеççĕ. Ача-пăчан ашшĕ-амăшĕ вуласа тухнă кĕнекесем çинчен мĕн шухăшланине пĕлтерет, тĕпренчĕкĕ хайлавсене мĕнле йышăннине сăн ӳкерчĕкре кăтартса ярса парать.

Иртнĕ уйăхра библиотека ĕçченĕсем марафонпа килĕшӳллĕн 5 кĕнеке вулама сĕннĕ. Çавăн пекех Zoom онлайн платформăра Борис Заходерăн «Китпа кушак аçи» юмахĕ тăрăх онлайн-мероприяти ирттернĕ, унта 9 çын хутшăннă. Занятире яланхи пек логоритм хăнăхтарăвĕсем пурнăçланă, пĕр-пĕринпе хутшăннă, ăсталăх класĕсĕр те пулман.

Соцсетьре чи тарăн шухăшлă комментари çыракана тата интереслĕ сăн ӳкерчĕксем ярса паракана палăртнă, вăл — Марьяна Никитина. Ăна Алевтина Корочкинăн «Тигр çинчен калакан юмах» кĕнекипе хавхалантарнă.

Марафон малалла пырать.

www.hypar.ru Nbchr.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас