Сыхă пулма хистеççĕ
Çуллахи тапхăр ачасен çулсем çинчи хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе пушшех тимлĕ пулма хистет. Шел, çакна çирĕплетекен тĕслĕхсем — çине-çинех. Шăпăрлансем выляççĕ, ашкăнаççĕ — çул çине чупса тухаççĕ…
Иртнĕ эрнекун кăна республикăра ачасем çулсем çинче инкеке лекнĕ виçĕ тĕслĕх пулнă. Ирхине 7 сехетре Патăрьелти Мир урамĕнче 12 çулти хĕрачана «Хендай Солярис» автомобиль таптанă. Ача çул урлă çуран çынсем валли палăртман вырăнта каçма тăнă — 56 çулти водитель ăна вăхăтра асăрхаса ĕлкĕреймен. Суранланнăскере больницăна ăсатма тивнĕ.
Тепĕр инкек адресĕ — Çĕнĕ Шупашкарти Пионер урамĕ. 16 сехет тĕлнелле машина çывхарнине пăхмасăр 9 çулти арçын ача çул çине чупса тухнă, «Лада Веста» автомобилĕн 43 çулти водителĕ чарăнса ĕлкĕреймен… Шăпăрлана медпулăшу кÿме тивнĕ, телее, суранĕсем йывăр мар — медиксем пулăшнă хыççăн ăна килне янă.
Çакнашкал тепĕр инкек 18 сехет хыççăн Шупашкарти Эгер бульварĕнче пулнă. Унта та 9 çулти ача çул çине тĕмсен хыçĕнчен кĕтмен çĕртен чупса тухнă — ăна «Мазда» автомобиль, 30 çулти çамрăк çын тытса пыраканскер, пырса çапнă. Юрать-ха, йывăр аманман — медпулăшу кÿнĕ хыççăн ăна та килне кайма ирĕк панă.
Шалти ĕçсен министерстви ашшĕ-амăшне ачисене хăрушсăрлăх пирки аса илтерсех тăма чĕнсе калать. Çул урлă тĕрĕс мĕнле каçмаллине ăнлантармалла: çывхаракан машина водителĕ сире ирттерсе ярать-и, хăвăртлăха чакарать-и — çакна çул çине ярса пусас умĕн кашнинчех курса ĕненмелле.
Водительсен те тимлĕх пирки самантлăха та манмалла мар. Пурăнмалли нумай хутлă çуртсен картишĕсенче — пушшех. Унта кирек хăш самантра та çул çине ачасем чупса тухма пултараççĕ, эппин, хăвăртлăха ÿстерме юрамасть кăна мар, чарăнма яланах хатĕр пулмалла.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас