Супăньрен чечек çыххи «пуçтарать»

6 Çурла, 2020

Илем тĕнчене çăлать теççĕ. Çак каларăша кам мĕнле ăнланать-тĕр. 18 çулта Чăваш Енрен аякри хулана Воркутана кайнă, тивĕçлĕ канăва тухсан тăван тăрăха таврăннă Марина Мусийчук /хĕр чухнехи хушамачĕ — Новикова/ хăйне телейлĕ туйма чăннипех илем витĕм кÿнине ĕнентерет. Виçĕ çул каялла декоративлă супăнь хатĕрлес ĕçпе «чирлесе» кайнăскер çакнашкал чун киленĕçĕсĕр малтан мĕнле пурăннинчен халĕ тĕлĕнет те. Кĕске хушăра Шупашкар çĕр çинчи чи канăçлă та ĕлккен хулана çаврăннă уншăн. 30 çул ытла çурçĕрте — ÿсен-тăран енчен çав тери чухăн хутлăхра, сивĕ пĕлĕтсен хупăрлавĕнче — пурăннă хыççăн шĕкĕр хуламăрта тĕпленсен хăйне çăтмахри пек туйнине пытармасть. «Çÿллĕ сенкер-кăвак тÿпе, ешĕл курăк-йывăç, пулăхлă ăшă çĕр, куç кĕски пек йăлтăр питлĕ кÿлĕ-пĕве — киленÿ кÿрекен илĕртÿлĕх кашни утăмра», — çирĕплетет вăл.
— Воронеж облаçĕнче кун çути курнă пулин те хамăн çуралнă кĕтес тесе Чăваш Ене, Етĕрне хулине, шутлатăп. Анне Эмма Валерьяновна çамрăк чухне аякри облаçа çерем уçма тухса кайнă. Аттепе, вырăс ялĕнче пурăнакан механизаторпа, унта паллашнă. Атте сарăмсăр вилнĕ хыççăн /ăна аçа çапнă/ çывăх çыннăм икĕ пепкипе тăван тăрăхах таврăнма шухăш тытнă. Ун чухне эпĕ уйăх çурăра кăна пулнă. Хама ас тунăранпа кукамайпа пĕрле пурăнаттăмăр. Вăл, Капитолина Николаевна, шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентнĕ. Хăйĕн ĕçне парăннă педагог пысăк мар хулара Етĕрнере самай хисеплĕ çынччĕ. Тивĕçлĕ канура вăл пахчара ÿсекен чечексемпе кăсăкланма тытăннă. Декоративлă тĕрлĕ йышши ÿсен-тăран çитĕнтерекенскер хăйĕн хоббийĕпе конкурссене те хутшăннă. Çапла эпĕ çуралнă çул темле ăмăртура çĕнтернĕ те ăна дипломпа пĕрле сувенир — чикан майри — парнеленĕ. Ман «тантăш» пулнине пĕлнĕрен-ши, питĕ юрататтăм çав статуэткăна. Пурнăç тăршшĕпе талисман пек — ялан çумра. Супăньрен тĕрлĕ илемлĕ çĕнĕ япала ăсталанă чух сувенир çине пăхса илетĕп те: «Кукамай çак композицие мĕнлерех илемлетнĕ пулĕччĕ- ши?» — тесе шухăшлатăп. Эпир ача чухне хулара чечек лавкки пулман, пĕр-пĕр чыслава каймалла тăк пĕлĕшĕсем тăванăм патне пыратчĕç. «Илемлĕ çыхă пуçтарса парăр-ха», — ыйтатчĕç унран. Кукамай пекех эпĕ те çур ĕмĕр урлă каçсан чечек çыххисем «пухма» тытăнтăм, анчах... супăньрен. Хальччен аппаланман ăсталăхпа кăсăкланма пуçласси, илем енне туртăнасси йăхран куçрĕ-ши? — йăл кулать хăйĕн çинчен каласа пама тытăнсан Марина Александровна.
— Аннĕр аякка ĕçлеме кайнине ăнланма пулать-ха — вăл çитĕннĕ чухне пурнăçĕ çăмăл пулман, сире вара Воркутана çити çул тытма мĕн хистенĕ? — ыйту çуралать манăн.
— Маларах аппа çул хывнă унта. Кайран мана та хăйĕн патне пыма чĕнчĕ. Çурçĕрти хулара шалу кунтинчен пысăкрахчĕ паллах. Çакă илĕртрĕ-тĕр. Çĕршывра çĕнетÿ тапхăрĕ пуçлансан ĕç, шалу енĕпе йывăрлăхсем пурччĕ. Суту-илÿре тăрăшнăран ура çинче тытăнса тăма çăмăлрахчĕ. Пушшех те — çемьеленнĕ хыççăн. Мăшăр çамрăклах сусăрланнăччĕ. Ачасене — икĕ хĕрĕме — ырă-сывă çитĕнтерессишĕн пăрчăкан пекех çаврăнкалама тиврĕ. Çавăнпа та ун чухне хамăн кăмăла çĕклекен хушма ĕç çинчен шухăшлама та пултарайман, — хăйĕн пурнăçĕ чылай çул пĕр евĕрлĕ иртнинчен паян хăй те тĕлĕнет хĕрарăм.
— Супăнь сувенир хатĕрлеме вĕренесси мĕнрен, хăçан пуçланчĕ çапах та? — кăсăкланатăп Марина Александровна аллинче манпа калаçнă хушăрах çĕнĕ «шедевр» пиçсе тухнине сăнанă май.
— Кашни çулах отпускра Чăваш Ене килме тăрăшаттăм. Шăп виçĕ çул каялла Шупашкарта пысăк пĕр лавккана кĕтĕм. Сентре çинче витĕр курăнакан темĕнле материал пысăк катăкне асăрхарăм та: «Мĕн ку?» — тесе ыйтрăм. «Супăнь вĕретмелли никĕс», — хуравларĕ сутуçă. Ăна хатĕрлеме кирлĕ пулакан ытти хатĕр-хĕтĕре интернет урлă тупса илме пулни çинчен пĕлтĕм те — туянтăм. Таврăнтăм çурçĕре. Хĕрĕмсем çитĕннĕ, çунат айĕнчен тухнă — ĕç хыççăн хваттерте пĕччен мĕн туса ларас? Пуçларăм интернетра ÿнер шайĕнчи çĕнĕлĕхе тĕпчеме. Пирвайхи ĕçĕм — йытă. Çак кÿлепене мĕнле туни халĕ йăл кулă çуратать — унтанпа эпĕ ăсталăха самай çивĕчлетнĕ паллах. Апла-и, капла-и — çав сувенира сутма ыйтрĕç, 1000 тенкĕлле туянчĕç! Çурçĕрти хаксемпе танлаштарсан та — йÿнĕ мар, — пĕрремĕш «икерчĕ» çинчен ăшшăн, çав вăхăтрах кăшт аван марланса аса илет ăста.
Малтанхи капăр япаласене «пĕçерсе» кăларсанах пултаруллă хĕрарăм çак ĕç хăйне магнит пек туртнине ăнланса илнĕ. Текех нихçан ирĕлми пăрлă Воркутара та, вăтам климатлă Шупашкарта та тунсăхлама вăхăт юлмасса пĕлнĕ. Икĕ тĕпренчĕкĕ — чăвашсен тĕп хулинче вĕренсе специальноç алла илнĕ, çемье çавăрнă Евгенийăпа Дарья — амăшĕ ăсталăх çулĕпе утма пуçланăшăн хĕпĕртенĕ кăна. Марина Александровна хăйĕн пултарулăхне сарма услови çителĕклĕ пултăр тесе уйрăм пÿлĕм тара тытнă, мастерской янтăланă.
Композицисене шухăшласа кăларасси, шăратса хатĕрлемелли кÿлепесен «калăпне» хатĕрлесси — пултарулăх тĕп процесĕ. Тĕрĕссипе, хальхи саманара ку енĕпе интернет уçлăхĕ пур енлĕ пулăшма пултарать. Илĕртÿллĕ супăнь сувенирсем хатĕрлекенсен социаллă сетьсенче ушкăнсем те пур. Паллах, Марина Мусийчук та — вĕсен хастарĕ.
— Ыттисенчен нумай вĕреннине пытармастăп. Анчах кирек мĕнле тĕслĕхре те хама майлă мĕн те пулин хушатăпах. Чылай чухне «тĕшшине» алă хăех калăплать. Сăмахран, хамăн пĕрешкел чечек çыххисемех мĕнпе те пулин уйрăлса тăраççĕ. Тач пĕр пекки тума кăткăсрах, кăсăклах та мар. Ăçта — шăршă вăйлăрах, ăçта — тĕс расна, пигмент е йăлтăркка хушатăн-и унта… Тата ÿнер кирек мĕнле тĕсĕнчи пекех пирĕн ĕçре те ку е вăл маçтăрăн почеркне пĕлме пулать. Шухăшăмпа, манăнне те паллакан пулчĕç соцсетьри интереспа йĕркеленĕ ушкăнра, — пултарулăх туртăмĕ çинчен темччен калаçма хатĕр ăста.
Паллах, Марина Александровна ку таранччен вĕретсе илемлетнĕ супăнь сувенирсене пĕр çĕре пухас тăк пысăк пĕр пÿлĕм тăнч тулса лармалла. Тус-юлташа, тăван-пĕлĕше парнелесси йăлана кĕнĕ уншăн. Уявпа е ахаль чухне асăнмалăх кÿнĕ парне чун ăшшине çитернипе танах-çке. Анчах хитрелĕхе такам та куç хывать — пĕри те тепри сутма ыйтать. Çавăнпа тивĕçлĕ канура пурнăçа ытлă-çитлĕ сыпăнтарса пымалăх ĕç-киленÿ тупнăшăн шутсăр хĕпĕртет çыпăçуллă алăллă хĕрарăм.
— Паллах, çăкăр çимелĕх пенси те çитет — çурçĕрте ĕçлесе пурăннăскерĕн тыткаламалăх пур вăл. Анчах хушма укçа нихăçан та никамшăн та ытлашши мар. Çийĕнчен тата çапла та шухăшлатăп: чуна кантаракан çак ĕç пулман тăк хĕллехи каçсенче е çулла çумăр çунă кунсенче вăхăта мĕнле ирттерĕттĕм-ши? Хĕрĕмсем тăрăшнипе дачăллă пултăмăр. Чăн та, çĕр ĕçĕпе те киленсех тăрмашатăп. 30 ытла çул сад-пахчара аппаланман хыççăн йăлтах ача пек çĕнĕрен вĕренетĕп. Маншăн теплицăра хĕрлĕ помидор е хитре кăна хăяр çакăнса тăнине курни, пĕлесчĕ сирĕн, мĕн тери савăнăç! Хуларан инçерех, çут çанталăка çывăхрах тухсан кашни утăмра — чун хăпартланăвĕ. Куçса килсенех манран хĕрĕмсемпе тăвансем тĕлĕнетчĕç: чăрăш йĕкелĕсене чылайччен сăнама, кĕрхи вăрманта çулçă фонтанĕпе ачалла ашкăнма е Атăл шывĕн юххине сехечĕпе итлеме пултараттăм. Çакна куллен куракана манăн шалти туйăмсене ăнланма йывăрччĕ ахăртнех, — уçă калаçăвĕпе илĕртет хăйне евĕр хĕрарăм. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.