Хальлĕхе — кашни гектартан 36 центнер ытла

3 Çурла, 2020

Тунтикун тĕлне республикăра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 25 пин гектар вырнă, 23 пин гектар çинчен пухса кртнĕ. Çак тата ытти кăтартăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен каншлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.

Кăçал хуçалăхсем вырмана пĕлтĕрхинчен темиçе кун маларах, утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче, тухни те, паллах, ĕççи хăвăртлăхне витĕм кÿрет. Пĕтĕмпе вара тырра 290 пин гектар çинчен пухса кĕртмелле. Тухăç пысăкки савăнтарать. Пĕлтĕр кашни гектартан 28,5 центнер пухса кĕртнĕ, кăçалхи вăтам тухăç хальлĕхе 36,3 центнерпа танлашать. Çав вăхăтрах Çĕрпÿсен тата Красноармейскисен тухăçĕ 50 центнер урлă та каçать.

Вырнă анасен, пухса кĕртнĕ тырă калăпăшĕпе Елчĕк, Патăрьел, Çĕрпÿ районĕсем малта. Министр хальлĕхе 408 комбайн уя тухнине çирĕплетрĕ. Республикăра 130 сушилка, вĕсем те, управ вырăнĕсем те çитĕнтернĕ тырра типĕтсе пÿлмесене упрама хывмашкăн çителĕклĕ.

Хăш-пĕр хуçалăх çĕр улми кăларма та пикеннĕ. Унăн тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. Сергей Геннадьевич кану кунĕсенчи витерÿллĕ çумăр каярах пиçсе çитекен çĕр улми сорчĕсене «ÿт илме» пулăшасса шанать.

Вылăьх апачĕ хатĕрлес енĕпе те хресчен çине тăрса ĕçлет. 112 пин тонна утă, 104 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Силос хальлĕхе палăртнин 9% чухлĕ — унпа çине тăрса ĕçлемелли вăхăт çитет кăна-ха. Пĕтĕмпе кашни условнăй выльăх пуçне выльăх апачĕн 20,4 единицине хатĕрленĕ. Çак кăтартăва планпа пăхнă 24 единица шайне çитересси, эппин, иккĕлентермест.

Вырмана та ăнăçлă вĕçлес шанăç пысăк. Çанталăк аван пулмаллине шута илсен — пушшех. Министр палăртнă тăрăх, çывăх вăхăтра вăйлă çумăрсем пулмалла мар, вырăн-вырăнпа çăваканнисем вара ĕççине пысăк чăрмав кÿмĕç.

Патшăлăхăн пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕсемпе вĕрентÿ министрĕ Сергей Яковлев паллаштарчĕ. Тĕрĕслев çĕртме уйăхĕн 3-25-мĕшĕсенче иртнĕ. Унта пĕтĕмпе 5,4 пин яшпа хĕр хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Кăçалхи экзамен уйрăларах тăнă: унăн кăтартăвĕсем аттестат илессине витĕм кÿмен, çавна май экзаменсене те аслă шкулсене вĕренме кĕрес тĕллевлĕ çамрăксем кăна тытнă.

Тĕрĕслев пĕтĕмпе 11 предметпа иртнĕ. Кăтартусем паллă ĕнтĕ. 11 çамрăкăн экзамен кăтартăвĕсене пăрахăçлама тивнĕ. Ку вĕсем тĕрĕслев йĕркине пăснипе çыхăннă. Çав шутра вуннăшĕн çумĕнче телефонсем тупнă, пĕри вара экзамен кăтартăвĕсене ÿкерсе илсе Интернета кăларнă. Чи пысăк балл пухнă тĕслĕх йышлă — 72 кăтарту. Çав шутра тăватă çамрăк икшер предметпа экзаменсене 100 баллăх тытнă.

Вăл е ку сăлтавсемпе тĕрĕслеве хутшăнайманнисем валли экземенсене çурла уйăхĕн 3-8-мĕшĕсенче йĕркелĕç. Унашкаллисем йышлă мар — 20 çын патнелле кăна. Апла пулин те Олег Николаев коронавирусран сыхланмалли мерăсене пурпĕр çирĕп пăхăнмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Хула кунĕ, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ, çывхарать, ăна ку хутĕнче Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнипе пĕтĕçтерме палăртнине кура мероприятисем те республика пĕлтерĕшлĕ пулĕç. Вĕсемпе Алла Салаева вице-премьер паллаштарчĕ. Халăх йышлă пухăнмалли мероприятисем пулмĕç — пандеми хăрушлăхĕ сирĕлсе пĕтмен-ха. Çавна май чылай мероприяти онлайн йышши мелсемпе иртĕ, хăшĕсене вара телекуравпа трансляцилеме пăхнă. Çав шутра — уçă тÿпе айĕнчи «Нарспирен пуçласа паянхи кунччен» театр. Ăна куракансене явăçтармасăр йĕркелĕç, ÿкерсе илсе телеэфира кăларĕç. Поэзи, классика музыкин, наци кухнин фестивалĕсене те çавнашкал «ансатлатнă» майсемпех ирттерĕç. Хула кунĕнче реконструкциленĕ Яковлев проспектне, Сăкăт кĕперне уçма палăртнă. Ку паллах, онлайн майпа мар — аслăланнă проспект, çĕнелнĕ кĕпер — чăннисемех.

Канашлу вĕçĕнче сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сăмах илчĕ. Вăл Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ çак кунсенче ирттернĕ канашлу пирки пĕлтерчĕ. Унта Чăваш Енре çынсем сарăмсăр вилнĕ тĕслĕх нумаййи çинчен те сăмах пулнă-мĕн. Хăйсем çине алă хуни, путса вилни… Тата — наркăмăшланса пурнăçран уйрăлни. Министр пăшăрхантаракан çак туртăм тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Олег Николаев ку ыйтупа çывăх вăхăтрах канашлу ирттерессине çирĕплетрĕ. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, республикăна вăрттăн майпа спирт турттарни пирки информаци пур — çак тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăлармалла. Сиенĕ ытла та пысăк: контрафакта пула бюджет тупăш çухатни — пĕрре, чи хăрушши вара — граждансен сывлăхне сиенлени, çынсем наркăмăшланса пурнăçран уйрăлни.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас