«Ĕнесĕр картишре те, чунра та пушă»

29 Утă, 2020

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарнипе хушма хуçалăхра ĕне тытакансене субсиди парса пулăшма йышăннă. Çĕнĕлĕхпе республикăра вун-вун çын усă курчĕ ĕнтĕ. Çав шутра Канаш районĕнчи Вăрăмпуçра пурăнакансем те.

Хушма хуçалăх — хушма тупăш

Илемлĕ те хăтлă çурт-йĕрте ĕçчен çемье пурăнни тÿрех курăнать. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранине пăхмасăр картишре типтерлĕ, таса. Çу кунĕсенче ĕнесем кĕтÿре çÿренĕ май витесем пушаннă. Пăрусем кăна шăплăха татса сасă параççĕ.

— Эпĕ ачаран выльăхсем пăхса ÿснĕ. Халĕ вĕсемсĕр картишре кăна мар, чунра та пушă пек туйăнать. Эпир 4-5 ĕне те тытнă. Юлашки вăхăтра икĕ пуç кăна хăварнăччĕ. Çакă та çемьене çителĕклех. Анне ватăлнă май ĕнине пире пачĕ те каллех вите тулма тытăнчĕ. Хальхи вă-
хăтра çичĕ ĕне выльăх, çав шутра виçĕ ĕне. Сĕчĕ тутлă, усăллă тенĕрен качакасем те туянтăмăр. Унччен лаша та тытнă. Утпа çĕр ĕçне пурнăçланă, утă-улăм турттарнă. Ăна шăрăхра нушалантарас килменрен пĕчĕк трактор илтĕмĕр. Лашапа хуняçа ытларах хуçаланнă. Вăл ватăлнăран выльăха сутма тиврĕ, — каласа пачĕ Елена Варсанофьевна.

Йышлă выльăха апат та самай кирлĕ. Сильвестровсен техника çителĕклех: трактор, мотоблок, груз турттармалли машина. Техникăпа ытларах упăшки ĕçлет. Ăна пулăшмашкăн Елена та трактор рулĕ умне ларнă.

— Выльăх апачĕ хатĕрлеме пресс-подборщик илесшĕн. Утă пуçтарса кĕртме çынсем нумай кирлĕ. Пресс-подборщик пулсан 2-3 çынпах ĕлкĕрме пулать. Халĕ пулăшакансене укçа тÿлеме тивет. Ку вара тăкака ÿстерет. Усă куракан çĕр 4 гектара яхăн. Унта утă туса илетпĕр. Çу кунĕсенче пăрусене çырма-çатраран курăк çулса çитеретпĕр. Ĕнесене кĕтĕве яратпăр. Унччен ялтан çичĕ кĕтÿ улăха тухнă. Халĕ пурĕ 60 ĕне кăна юлнă. Сахал выльăхпа кĕтÿ черечĕ те хăвăртрах çаврăнса çитет. Виçĕ ĕнешĕн виçĕ кун çÿретпĕр. Çемье йышлă пулнăран, тăвансем пулăшнăран ку енĕпе йывăрлăх çук, — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Елена Сильвестрова шкулта ачасене вĕрентет-мĕн. Мăшăрĕ Андрей Петрович Мускавра вахтăпа ĕçленĕ май кил хуçалăхне тытса пырасси хĕрарăм çине ытларах тиенет. Выльăх-чĕрлĕх пăхма ачисене те явăçтараççĕ. Аякра ĕçлесе пурăнакан ывăлĕ Сергей тăван тăрăха таврăнсан тÿрех выльăхсем патне тухать. Хĕрĕ Галина амăшĕн çулĕпе кайнă, педагог профессине суйласа илнĕ. Евдоким 3-мĕш класа кăна куçнă-ха. Çапах вăл та вăй çитнĕ таран аслисене пулăшма тăрăшать.

— Паллах, çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе çемьере пĕр-пĕрне пулăшмасăр тытаймăн. Иртнĕ çул пĕр уйăхлăха канма кайрăм. Мăшăрпа ачасем выльăхсене хăйсемех пăхрĕç. Юнашар шанчăклă çынсем пурри савăнтарчĕ. Ытлашши сĕте сутатпăр. 1 л чĕр тавар 14 тенкĕпе каять. Лавккари хакпа шутласан пĕчĕкрех ĕнтĕ. Усламçăсем хушма хуçалăхсен сĕчĕшĕн ытлашши тÿлесшĕн мар — пахалăхĕ тивĕçтермест-мĕн. Чăн та, пирĕн пысăк холодильник çук, сĕт йÿçĕхесрен нÿхрепе те, çăлти сивĕ шыва та лартатпăр ĕнтĕ. Ятарлă сивĕтмĕш туянас — хаклă. Сĕт сутса тунă укçапа илес тесен 3-4 çул пусăн-пусăн пуçтармалла. Сума аппарат туянтăмăр-ха. Унпа ĕç палăрмаллах çăмăлланчĕ. Ĕнесене ытларах та ĕрчетес килет, анчах умри йывăрлăха ăнланса çемье килĕшмест. Çулсем иртсе пыни те систерет, вăй-хал чакать, — уçрĕ чунрине Елена Сильвестрова.

— Субсиди парассине пĕлсен тÿрех документсем хатĕрлерĕмĕр. Виçĕ ĕнешĕн 12 пин те 900 тенкĕ куçрĕ. Хальлĕхе укçана тĕкĕнмен. Иртнĕ çулсенче выльăхсене çитерме вырăнти хуçалăхран тырă илекенччĕ. Кăçал чĕр тавар маларах пĕтнĕрен çĕнĕ тухăç пуласса кĕтетпĕр. Унччен тырă выльăх е сĕт сутса тунă укçапа туяннă. Халĕ субсидипе 2 тонна илмелĕх те çитмелле. Пирĕншĕн пĕр пысăк тăкака саплаштарма меллĕ
пулчĕ. Малашне те çапла пулăшсан аванччĕ те… Çамрăксем выльăхсем усрама пăрахрĕç. Вĕсем тÿрех пысăк укçа илесшĕн. Ир-ирех тăма тивни те нумайăшне хăратать. Эпир акă ирхи 4 сехетре тăрса ĕçе тытăнатпăр. Выльăх-чĕрлĕх пысăк тупăш параймасан та пĕчĕккĕн пуçтарăнатех, — терĕ хĕрарăм.

Ял пушанса, ватăлса пынине, çамрăксем тăван тăрăхра юлманнине пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл. Вырăнта ĕç тупса вырнаçайманран яш-кĕрĕмĕн ирĕксĕрех аякка çул тытма тивет.

— Ял çыннине тăван тăрăхра ĕç те тытса тăрать. Вăл пулмасан хулана е район центрне пурăнма куçаççĕ. Ялта çамрăк çемьесем сахаллансах пыраççĕ. Çакă шкулта ачасен йышĕ чакса пынинчен те курăнать. Унччен акă 20-ĕн парта хушшине пĕрремĕш хут ларнă. Кăçал 11-ĕн кăна килмелле. Малашне татах чакĕ. Ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтермелле. Хушма хуçалăх – хушма тупăш кăна мар, ĕç вырăнĕ те. Чĕр тавара туса илсе сутакансене патшалăх енчен пулăшу парассине вăйлатмалла, – палăртрĕ Елена Варсанофьевна.

«Çăмăл пурнăçа хăвăрт хăнăхатăн»

— Хушма хуçалăхсенче выльăх йышĕ чакса пыни чуна ыраттарать. Иртнĕ çул кăна-ха кĕтĕве икĕ ялтан 190 ĕне тухнăччĕ. Халĕ 105 ĕне юлчĕ. Кил хуçалăхĕнче ĕне тытакансем субсиди те илчĕç ĕнтĕ. Çынсемпе тĕл пулнă май вĕсем хавхаланни, республикăран укçа уйăрса панине савăнса йышăнни сисĕнет. Пĕр ĕнешĕн — 2300, иккĕшĕн — 3300, виçĕ е ытларах пуçшăн 4300 тенкĕ уйăрчĕç. Субсиди пама ыйтса çырнă май халăх ĕне йышне упраса хăварма шантарса алă пусрĕ. Пурĕ 104 ĕнешĕн укçа тиврĕ. Пĕр çын кăна сывлăх тĕлĕшпе хавшак пулнăран заявлени çырма килĕшмерĕ. Выльăх тытма вăй-хал сахал мар кирлĕ çав, — пĕлтерчĕ Вăрăмпуç ял тăрăхĕн ертсе пыракан специа-
лисчĕ Ольга Павлова.

Вăрăмпуç енче выльăх-чĕрлĕх йышлă тытакансем татах пур иккен. Иртнĕ çул тăватă хушма хуçалăхра 3-4-шар ĕне пулнă. Икшер ĕне усракансем вара 6 çемье. Малалла вулас...

www.hypar.ru Лариса Никитина сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.