«Тархасшăн, персе пăрахăр мана!»

23 Утă, 2020

Çапла каланă ашшĕ амансан

«Маçакăн йăмăкĕ Натали Красноармейски районĕнчи Дворик ялне качча килнĕ. Хам Элĕк районĕнчи Шор-Пайраш ялĕнче çуралнă. Апи Анна Петровна пулнă, атти — Иван Семенович. Наталипе Кирилен Анек, Ониççи, Теренти çуралнă. Теренти ялта тракторист пулнă. Вăрçа илсе кайсан тÿрех танк шанса панă ăна. Вăл таврăнман, хыпарсăр çухалнă. Ониççи учительницăччĕ, чирлесен ăна аттен йăмăкĕ Сăпани Шор-Пайрашран пăхма анчĕ. Унăн куçĕ курмастчĕ. Ониççи аки 1954 çулта вилчĕ, ăна пытарсан тепĕр кунхине Сăпание пăхма антăм. Вара иксĕмĕр майĕпен пурăнкаларăмăр. Çапла çакăнта тĕплентĕм», — калаçăва пуçларĕ «вăрçă ачи» Николай Иванов.

Çăкăр кайса панă

8-ти Николай Иванов нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕнине радиопа илтнĕ. Усал хыпара пĕлсен амăшĕ кулянса ÿкнĕ. Ун чухне çемье пуçĕ Мускавра ĕçленĕ. Нимĕçсем тĕп хула патне çывхарма тытăнсан вĕсене киле янă. Кĕçех Иван Семенович патне фронта кайма повестка килнĕ.
Ашшĕне вăрçа ăсатнă кун çумăр чашлаттарнă, аслати авăтнă, çиçĕм ялтăртатнă. Конюхра ĕçлекен Анна лаша кÿлсе килнĕ, упăшкине çумăр витĕрех Трак станцине леçнĕ. «Эп киличчен лайăх пурăнăр, ан чирлĕр», — çапла каласа хăварнă Иван Семенович ачисене Кольăна, Çиновие тата Вальăна.
«Аттене вăрçă ĕçне вĕрентме Кÿкеçе илсе кайнă. 1942 çулхи кĕркунне мамакпа /асанне — Авт./ иксĕмĕр лаша кÿлтĕмĕр те Ункă шывĕ урлă каçса, Ишек витĕр тухса ун патне çăкăр леçме кайрăмăр. Шăнла каяс тесе ир-ирех тăтăмăр. «Ăçта каятăр кун пек?» — ыйтрĕ пĕр çын пирĕнтен, хуралçă пулчĕ ахăртнех. «Шывпа юхса каятăр вĕт», — терĕ ăçталла кайнине пĕлсен. Çав çын пире шыв урлă каçарса ячĕ. Тĕттĕмлениччен çитрĕмĕр. Кÿкеçре пĕр çĕр выртрăмăр. Хваттер хуçи ĕне суса кĕрсен стена çинче темĕн пусрĕ те пÿлĕм ялтăр! çуталса кайрĕ. Çавăн чухне пĕрремĕш хут çутă куртăм. Тĕлĕнсе кайрăм», — вăрçă çулĕсене аса илчĕ Николай Иванович.
Кÿкеçре вĕрентнĕ хыççăн ашшĕне фронта илсе кайнă. Ахаль те йывăр саманара килтисене кулянтарас темен вăл, вăрçă хирĕнчен янă çырусенче япăххине нихăçан та хыпарламан. Амăшĕ хутла пĕлменрен виç кĕтеслĕ çырусене Коля вуланă. Вăлах хурав янă. Вăл вăрçă пуçланнă çул 1-мĕш класа кайнă. Пÿлĕмсем сахал пулнăран Анаткасра председателĕн çуртĕнче вĕренме тивнĕ. Кайран вĕсене Мартынкассине куçарнă, унта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Тивĕше 3 çул çÿренĕ.

Снаряд ÿксе çурăлсан

Упăшкине фронта ăсатнă Анна виçĕ ачине выçлăх мĕнне кăтартман. Вĕсем ĕне, сурăхсем, чăхсем усранă. Выльăх-чĕрлĕхĕ пулсан та сĕт-çăвне çисе курман, патшалăха панă. «Уйран, çĕр улми пулнă пирĕн. Уя крахмал пуçтарма çÿренĕ. Лачакара çăпата ларса юлатчĕ. Киле чăлха вĕççĕн килни те пулнă. Атте вăрçăра чухне ялти мучи çăпата туса паратчĕ. Авăн çапсан ыраш кĕлтине киле йăтнă, ăна хĕлле çунтарнă. Çатрака патне Сурăм вăрманне çÿренĕ. Хăрăк-харăка çыхса ĕнсе çине лайăх çавăрса хунă та хуллен килелле утнă. Ун чухне лесник шутсăр усал пулнă. Ун тĕлне лексен çатракана пăрахса тарма тиветчĕ. Хăвалатчĕç. Патшалăх умĕнчи парăма татма аш çитмесен çынпа ерсе пĕрле панă. Сыс-на пуссан тирне те, ашне те илсе кайнă. Теприсем тирне парас мар тесе вăрмана кайса пусатчĕç. Пĕррехинче чутах ĕнене çавăтса тухса каятчĕç. Ашне панă, тата темĕн çитмен. Юрать-ха, калаçсан-калаçсан ĕнене хăварчĕç.
Вăрçă пĕтнĕ çулхине аттене контузи пулнă. Снаряд ÿксе çурăлсан ăна тăпра хупласа хунă. Икĕ куçĕ те суккăрланнă. «Тархасшăн, персе пăрахăр мана! Килте ахаль те суккăр йăмăк пур», — тенĕ атте амансан. Çарти юлташĕсем ăна госпитале леçнĕ. Унта хăрах куçĕ куракан пулнă. Госпитальтен тÿрех киле, 1945 çулхи кĕркунне, таврăнчĕ», — аса илчĕ Николай Иванович. Вăл таврăннă кун килте никам та пулман, пурте уйра тырă вырнă. Кольăпа Çинови ашшĕ ана патнелле утнине аякранах курнă, ăна хирĕç чупнă. Салтак ачисене ыталанă. Вăрçă пуçланнă чухне Валя пĕчĕкрех пулнă, фронтран таврăннă ашшĕне паллайман. Фронтовик кайран ачисене вăрçă пирки каласа кăтартма юратман.
Колхозсем йĕркеленĕ вăхăтра Иван Семенович председательте ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн Трак станцийĕнче платникре тăрăшнă, унтах ÿксе урине амантнă, уксахлама пуçланă.

Сăпани килĕнчен — салтака

1954 çулхи юпан 5-мĕшĕнче Николая повестка тыттарнă. Ун чухне 21 çулта пулнă вăл. Унччен ăна çар комиссариатне чĕнсе илнĕ-ха, анчах трахома тесе киле янă. Йăванпа Анна ывăлне салтака ăсатма Дворике килнĕ. Сăпани те куляннипе макăрнă, Коля уншăн чи çывăх çын пулса тăнă-çке-ха. Пулас салтака çывăх тусĕ Çинови лашапа Трак станцине ăсатнă, çумăр витререн тăкнă пек çунă.
Николай Азербайджана Каспи тинĕсне Песчаное утрав çине лекнĕ. «Унта 1 çул патнелле усрарĕç те Баку хулине куçарчĕç. Унта 2 çул службăра тăтăм. Малтан команда пунктĕнче радист-телефонист пултăм, кайран Морзе азбукине вĕрентрĕç те радист-телеграфист тивĕçĕсене пурнăçларăм. 1957 çулхи чÿкĕн 19-мĕшĕнче таврăнтăм, мана Сăпани акка кĕтсе илчĕ. Эп салтакра чухне ăна йăмăк Валя пăхнă», — çамрăклăхне аса илчĕ Николай Иванович.
Салтакран килсен вăл колхозра ĕçлеме пуçланă: тырă вырнă, авăн çапнă. Техника пулман. «Лашапа авăн çапаттăмăрччĕ. Тăватă лаша кÿлнĕ, молотилкăна çавăрттарса авăн çапнă. Кайран трактор килчĕ», — малалла калаçрĕ «вăрçă ачи».
Нарспипе Сетнер
Кулава хĕрне Таньăна шкулта Нарспи тесе чĕннĕ. Коля Тивĕшре вĕреннĕ, ăна юлташĕсем Сетнер тенĕ. Икĕ çамрăк Кушар клубĕнче паллашнă. Таня тусĕпе Тамарăпа унта ташă каçне çÿренĕ. Кольăпа Çинови те каçсерен Кушара утнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Николай Иванов çамрăк чухне (сулахайри сăн ÿкерчĕкре) тата халĕ (сылтăмри сăн ÿкерчĕкре).

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.