- Чăвашла верси
- Русская версия
Шăнкăртатса шыв юхать
Чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 130 çул çитрĕ. Поэта асăнса тĕрлĕ конкурс тата акци иртрĕ. Эпĕ те çак мероприятисене хутшăнтăм. Пуринчен ытла «Çакă çутă тĕнчере…» акци кăмăла кайрĕ. Унта хутшăнма К.В. Иванов çырнă йĕркесемпе килĕшÿллĕ сăн ÿкерĕнмеллеччĕ е ÿкерчĕк хатĕрлемеллеччĕ. Эпĕ пĕрремĕшне суйларăм.
Пирĕн ял икĕ урамран тăрать, ăна çырма уйăрать, тĕпĕнче шыв юхса выртать. Ял çыннисем çак вырăнта çăл чавнă, валакран шыв шăнкăртатса юхать. Эпĕ унта тунă сăн ÿкерчĕкпе акцие хутшăнтăм.
Иванов хайлавĕсене вуламан çын çук та пуль. «Нарспи» поэмăна тĕрлĕ чĕлхепе куçарнă. Эпĕ те ăна вуласа тухрăм. Поэмăна питĕ яка чĕлхепе çырнă, вулама çăмăл. Пĕлмен сăмахсене мана асанне ăнлантарса пачĕ. Вăл та пĕлет çак хайлава, хăш-пĕр йĕркене пĕрле вуларăмăр.
Наталья САРБАЕВА, 6-мĕш класс. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси шкулĕ.
Комментари хушас