Вĕсем кунта курортра мар...

17 Раштав, 2013

Çук, ку хутĕнче тĕрме-колонире пулмарăмăр, анчах рубрики вулакан хăнăхма ĕлкĕрнĕскер те - вырăнлă пек туйăнчĕ. Тепĕр тесен сăмах шăпах йĕплĕ карта леш енчи ĕç-пуç çинчен вĕт - ĕç пирки.

Ĕлĕкрех ристансем тайгара вăрман касса нушаланнă, каналсем чавса хуçăлнă, йывăр ытти ĕçе пурнăçланă. Паян апла мар, анчах судпа айăпланнисем халĕ те ĕçлеме тивĕç. Ĕçлеççĕ те. Вĕсен ĕçĕн кăтартăвĕпе çак кунсенче Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕнче йĕркеленĕ анлă куравра паллашма май пулчĕ - кунта Чăваш Енри тăхăр колонире туса кăларакан тĕрлĕ-тĕрлĕ продукци тĕслĕхĕсене пухнă.

Çын ĕçпе илемлĕ. Ристан та...

Ĕçлеме тивĕç терĕмĕр-ха та - пурте ĕçлесшĕн мар, пăлахая перекенсем те пур. Ку вара колонири режима сĕмсĕррĕн пăсни шутланать, çакăншăн пуçран шăлмаççĕ - канма килмен вĕт. Ĕçлемессе пултаракансем - 1-2-мĕш ушкăнсенчи инвалидсем, пенсионерсем. 3-мĕш ушкăн инваличĕсен - хăйсен кăмăлĕ. УФСИНăн ятарлă контингент ĕçлевне йĕркелекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Евгений Шалимов пытармасть: çамрăксем уйрăмах ĕçлеме ÿркенеççĕ. Ирĕкре чух ниçта та ĕçлемен, пĕр-пĕр специальноçа вĕренмен - кунта та кахалланаççĕ. Хăшĕсен ашшĕ-амăшĕ килкелесех тăрать, тутлă çимĕçсемпе тивĕçтерет те - «ма ĕçлес?» текенсем те çук мар.

Нумайăшне ĕçпе обязательнăй майпа тивĕçтермелле. Вĕсем преступлени туса кама та пулин тăкак кÿнĕ - сиене саплаштармалла. Алимент тÿлеменнипе кунта лекнисем те çук мар - вĕсен те шалăвăн пĕр пайĕ ачисене пăхма каять. Шалу тенĕрен, ĕçленĕшĕн кунта та укçа ирĕкри пекех илеççĕ. Виçи, паллах, питĕ пысăк тееймĕн, анчах саккунпа килĕшÿллĕн уйăхра тÿлемелли чи пĕчĕк виçене /5,2 пин тенкĕ ытла/ кунта та тивĕçтермелле. Çын ĕçе куллен тухсан, нормăна пурнăçласан ытларах та ĕçлесе илет. Хĕрарăмсем хайхи нормăна пурнăçлас енĕпе маттуртарах иккен. Арçынсен кăтартăвĕ пĕчĕкрех. Тĕрлĕ специальноçа вĕренмелли майсем те пур - Чăваш Енри колонисенче 3 профучилище ĕçлет: поварсене, каменщиксене, сварщиксене, çĕвĕçсене, ыттисене вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Меллĕ - вăхăта ахаль ирттермесĕр ирĕке унти ĕç рынокĕнче кирлĕ специальноçпа тухма пулать. Чылайăшĕ çакăнпа усă курать: приговор вăхăтне ирттернĕ май 2-3 специальноç илме ĕлкĕрекенсем те пур-мĕн.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче колонисен умне йывăр лару-тăру тухса тăнăнччĕ. Йĕплĕ карта леш енче республикăри пысăк предприятисен участокĕсем пулнă - ристансене ĕçпе тивĕçтернĕ. Самана улшăннă май çав улăпсен экономики такăнчĕ те - колонисенче те йывăрлăх тухса тăчĕ: çынсене ĕçлеттермелле - ĕç çук. Ку вара вĕсен шалăвĕпе кăна мар, дисциплинăпа та çыхăннă: ним тума аптăрасан ятарлă контингентран тем те кĕтме пулать.

Ÿркенмен ăста пулнă

Телее, йывăр çав вăхăт хыçа юлнă ĕнтĕ. Халĕ юсанмалли учрежденисенче ĕç çителĕклĕ. Уйрăм çынсен бизнесĕшĕн те унта кĕме чару çук. Чылай енĕпе предпринимательсене унта ĕçлеме меллĕрех те: хăйсен саккасĕсемпе килмелле кăна - ыттине, мĕнле калас, колонисем хăйсем çине илеççĕ. Арендăлама лаптăксем пур, ĕç вăйĕ çителĕклĕ... Çийĕнчен çынсем ĕçе тухмасăр производствăна такăнтарас хăрушлăх çук: эрех ĕçмеççĕ, хурал çирĕп вĕт.

ФСИН управленийĕн ертÿçи Алексей Нецкин пĕлтернĕ тăрăх - паян республикăри колонисенчи ятарлă контингентăн 55% юсанмалли учрежденисен хăйсен производствисенче вăй хурать. Сăмах май, ку Раççейри вăтам кăтартуран чылай пысăкрах. Тепĕр пайĕ - хуçалăх енĕпе тивĕçтерекенсем. Колони хăй уйрăм пĕр патшалăх вĕт: кунта территори тирпейлекенсем те кирлĕ, пысăк йыша тăрантарма поварсем те... Кăçалхи 10 уйăхра айăпланнисен ĕç адаптацийĕн центрĕсем /вĕсем пĕтĕмпе 8/ 610 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Услам - 35 млн ытла тенкĕлĕх. Эппин, кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ.

Колонисенче пулкаланă май унта тĕрлĕ продукци туса кăларнине пĕлеттĕм-ха. Анчах кунта пĕтĕмпех пĕр çĕре пухнă та - курмалăх-тĕлĕнмелĕх пур. Лапсарти 1-мĕш колони, сăмахран, унччен металпа ытларах ĕçленĕ. Ку специализаци те юлнă-ха - шыв башнин макечĕ мăнаçлă курăнать, анчах юлашки вăхăтра унта та çĕвĕ енĕпе ытларах ĕçлеме пуçланă. Çапла, ĕнер трактористра, этемлĕхĕн вăйлă пайĕн шутланакан ытти ĕçре вăй хунă арçынсем тăрăшсах тĕрлĕ япала çĕлеççĕ. Тумтиртен пуçласа çар подразделенийĕсемшĕн меллĕ тем пысăкăш палаткăсем таранах.

Çĕвĕ ĕçĕ тенĕрен, вăл республикăри колонисемшĕн пушшех кăтартуллă. Çар, полици, ытти вăй тытăмĕ валли тĕрлĕ обмундировани çĕлеççĕ. Шупашкарти 4-мĕш колонире авă пушар хуралĕн ĕçченĕсем вут-çулăма сÿнтернĕ чух тăхăнакан тумтире те алла илнĕ. «Ак çакă, фольга пек йăлтăркка материалтан çĕлени, 200 градус вĕрие тÿсет, - ăнлантарать маншăн вăхăтлăха экскурсовод пулса тăнă Е.Шалимов. - 800 градуса тÿсекенни те пур. Материалне Германирен кÿреççĕ. Паллах, ку тумтир хаклă - комплекчĕ 24 пин тенкĕ тăрать».

Мундиртан пуçласа автоприцеп таран

ФСИН тытăмĕнче ĕçлекенсене те тумтирпе тивĕçтереççĕ - кунти продукци пĕтĕм Раççейĕпе саланать. Кăштах мăнаçланчĕç те: «Пирĕн тумтирĕн пахалăхĕ пысăк. Пĕрре мар илтнĕ: ăна ăçта çĕленипе интересленеççĕ, Чăваш Енре мар тăк - илмеççĕ, Чăваш Енрен кÿрессе кĕтĕпĕр теççĕ». Ристансене хăйсене те тумтирпе тивĕçтереççĕ. Сăмах май, кĕçех вĕсен тумтирĕн форми улшăнать. Кунта çав çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме хатĕр ĕнтĕ. Айăпланнисем валли трикотаж джемперсем, калпаксемпе шарфсем çыхаççĕ. Симĕс тĕслисем - хĕрарăмсем валли, кăваккисене арçынсем тăхăнĕç. Куртăм та - ăна тăхăннă çын пирки ристан тесе калаймăн та. «Вĕсене капла колонири пурнăç килĕшсе каймĕ-и?» - текен ыйту ахальтен çуралмарĕ ĕнтĕ. Ăнсăртран мар анекдота çаврăннă пĕр тĕслĕхе аса илчĕç. Кинемей колонире ларакан ывăлĕ патне тĕл пулăва килнĕ. Унпа курнăçнă, пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлнĕ хыççăн карчăк юсанмалли учреждени пуçлăхĕ патне кĕнĕ: «Аслă ывăл кунта аван вырнаçнă. Кĕçĕннине те йышăнаймастăр-и?»

Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш колони продукцийĕн ассортименчĕ те анлă. Кунта урăх ниçта та туса кăларманни те пур. Вĕтĕ-вĕтĕ металл ункăсенчен перчеткесем çыхаççĕ. Ятарлă подразделенисен сотрудникĕсем валли меллĕ - хурах аллинчи çĕççе касакан вĕçĕнченех ярса тытсан та суранланмăн. Çак перчеткесене унччен аш-какай, пулă тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем чылай туяннă. Шăмă ванчăкĕсем алла тиреççĕ - ахаль перчетке тăхăнсан аманасси часах. Ку вара, тимĕрскер, шанчăклă упрать. Пĕр перчеткере - вĕтĕ-вĕтĕ пин-пин ункă. Ăна çыхма кашни унка уйрăммăн шăратса-сыпса пымалла. Хăвăрт пулакан ĕç мар - хăрах перчетке çыхма та çыннăн пĕр эрне каять иккен. Çавăнпа хакĕ те пур: 5 пÿрнелли - 2,4 пин тенкĕ, 3 пÿрнелли - 1,6 пин. Тĕрĕссипе, çак ункăсенченех тĕрлĕ япала çыхма пулать. Тĕслĕх вырăнне авă кольчуга та илсе килнĕ - пуçа тăхăнсан тăшман çĕççи-хĕççи хăрушă мар.

Кăткăсрах продукци те пур: автоприцепсем, трансформатор радиаторĕсем, телескоп трансформаторĕ, чул ватакан ротор - вĕсене Çĕрпÿри 9-мĕш колонире туса кăлараççĕ. Улатăр районĕнчи 8-мĕш колони-поселени вара ял хуçалăхĕпе туслă: выльăх усраççĕ, тыр-пул çитĕнтереççĕ. Сăмах май, районта ĕне усракан икĕ хуçалăх кăна-мĕн. Вĕсенчен пĕри - шăпах колони. Вăлах республикăри мĕн пур юсанмалли учреждение тĕрлĕ кĕрпепе, макаронпа тивĕçтерет. Тата - аш-какайпа, сĕтпе, пахча çимĕçпе. «Апла пулин те колони ял хуçалăх предприятийĕсен шутĕнче мар, - ÿпкелерех калаçрĕç учреждени администрацийĕн представителĕсем. - Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсем усă куракан çăмăллăхсем те пире валли мар...»

Пĕтĕмпех асăнса та пĕтереймĕн: йывăç тирпейлеççĕ, тимĕрçĕ изделийĕсем хатĕрлеççĕ, тимĕр-бетон изделисем, композитлă арматура кăлараççĕ, пластмассăран тĕрлĕ япала тăваççĕ. Ĕçлет тĕрме-колони. Ĕçлемелле те. Саккунпа урлă пулнăскерсене унта курорта яман.

Николай КОНОВАЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.