Петр ИВАНТАЕВ: Тăван çĕр вăй-хăват парать

5 Çĕртме, 2020

«Яланах тăван çĕрпе çывăхрах пулма тăрăшрăм. Сăмахран, çартан таврăнсан Çĕмĕрле хулин комсомол комитечĕн пĕрремĕш секретарĕн тивĕçне пурнăçлама сĕнчĕç. Çав вăхăтрах Хĕрлĕ Чутай райком партийĕн пĕрремĕш секретарĕ чĕнсе илчĕ те вырăнти «Октябрь» колхоза ертсе пыма ыйтрĕ. Аптăраса кайрăм. Мĕн тумалла? Лаша кÿлтĕм те хуçалăха тухса кайрăм. Виçĕ кун пурăнтăм унта. Тăван колхозран çывăхраххи çуккине ăнлантăм. Ара, унта эпĕ агрономра çур çул вăй хунă- çке. Мăшăр та манпа килĕшрĕ. Çапла майпа Çĕмĕрлене каймарăм. 24 çул тултарнă кун мана ял çыннисем председателе суйларĕç», — аса илчĕ ЧНКн вице-президенчĕ, АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕн çумĕ Петр Ивантаев.

— Петр Васильевич, 24 çултах ертÿçĕ пулма шикленмерĕр-и?

— Ку вăхăтра эпĕ пурнăç курнă çын шутланнă: хĕсметре пулнă, çемье çавăрнă. «Октябрь» колхоза 1966-1973 çулсенче ертсе пытăм. Хуçалăха ура çине тăратрăмăрах.

— 1978-1981 çулсенче, «Чăвашхăмлапром» пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ вăхăтра, «симĕс ылтăн» туса илессине çÿллĕ шая çĕкленĕ. Çулталăкра хăмла туса илекен калăпăш рекордлă 3 пин тоннăна çитнĕ, урăхла каласан, çĕршывра туса илекен хăмлан 85% танлашнă.

— Ку предприятие ертсе пынă çулсенче унта 35 совхоз, 5 хăмла фабрики, стройтрест, 5 ПМК, Çĕрпÿри ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ кĕнĕ. 100 ытла хуçалăх хăмла çитĕнтернĕ. «Чăвашхăмлапром» пĕрлешÿ аш-какай, сĕт туса илессипе, çул-йĕр, шкулсемпе больницăсем тăвассипе ĕçленĕ. Ăна ертсе пыма çăмăл пулман.

— Сирĕн шухăшпа, хăмла отраслĕ мĕншĕн вăйсăрланчĕ-ши?

— Вăл вăхăтри тÿре-шара пусарăвĕ тата вĕсен айванлăхĕ. 1981 çул вĕçĕнче КПСС Тĕп комитечĕн тата СССР Министрсен Канашĕн йышăнăвĕпе ял хуçалăх управленийĕн тытăмне реформăлама палăртнă. «Чăвашхăмлапрома», чи лайăх ĕçлекен предприяти пулнă май, укçа-тенкĕпе сахалрах тивĕçтерме пуçларĕç. Çавăнпа асăннă отрасль вăйсăрланчĕ. Хăмла туса илес ĕçе темиçе хутчен те чĕртсе тăратма хăтланса пăхрĕç. Анчах кунта пикенсе ĕçлемесĕр май килмест. Хăмла туса илесси çăмăл ĕç мар. Паян отрасле чĕртсе тăратма пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ. Çапах кунта тăкак шайĕ хăратмалла мар, мĕншĕн тесен хăмла тухăçлă культура, унăн рынокри хакĕ пысăк. Ăна паянхи пек чикĕ леш енчен турттарса килни çылăх шайĕнчех. Чăваш Енĕн кирлĕ пек вăй-хăват та, кадрсем те пур. РФ Ял хуçалăх министерстви те ку енĕпе пулăшма шантарать. Çавна май ĕç тапранасса шанас килет. Акă хамăр тăрăхра кăларнă хăмла татакан пĕрремĕш комбайнпа, сушилкăпа усă курма пуçларăмăр. Республикăра лаптăксене те пысăклатса пырасшăн. Ун пирки ЧР Ял хуçалăх министерствинче тăтăшах канашлатпăр. Çак пулăм пиртен çеç килмест.

— Эсир хăвăр пахчара та чылай çул хăмла çитĕнтернине пĕлетĕп. Халĕ ÿстеретĕр-и?

— Чылай çул хăмла ÿстертĕм. Халĕ икĕ çул лартман. Юписем пур. Эпĕ ăна сутса укçа тăвас тесе мар, чун туртăмĕпе, яланхи ĕçрен уйрăлма йывăррипе çитĕнтернĕ. Кил-тĕрĕшре мана пĕр ывăç хăмла та çитет. Унран минтер тукаланă. Пахчара тĕрлĕ культура, иçĕм çырли, чечексем çитĕнтеретпĕр. Мăшăрпа Нина Павловнăпа питĕ юрататпăр вĕсене. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех çавсен илемĕпе савăнатпăр. Иçĕм çырли — 11 тĕп. Вĕсене уçă вырăнта та, теплицăра та ÿстеретпĕр. Сутлăхринчен пĕрре те кая мар, питĕ тутлă.

— Эсир — Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ. Унсăр пуçне сирĕн «Çеçпĕл ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят та пур…

— 1998 çулта Чăваш Ен Правительствин Председателĕн заместителĕ пулма шанчĕç. Çав çулах Çеçпĕл Мишши 100 çул тултарнă май ЧР Президенчĕ Николай Федоров ятарлă указ кăларчĕ. Юбилее тивĕçлĕ шайра ирттерме Правительство комиссийĕ йĕркелерĕç. Унăн ертÿçи пулма мана шанчĕç. Маларах, 1996 çулта, Çеçпĕл Мишшин фондне йĕркеленĕччĕ, унăн ертÿçине паллă сăвăçа Валери Туркая суйланăччĕ. Çапла сумлă юбилее хатĕрленсе пĕрле ĕçлеме пуçларăмăр. Республикăра пĕрремĕш мемориал комплексĕ йĕркелеме тĕв турăмăр. Ун чухне кризис вăхăчĕ, никамăн та укçа çук. Предприятисем ĕçлемеççĕ, хăшĕ-пĕри панкрутра. Ниме мелĕпе пысăк ĕçе пуçăнтăмăр. Асăннă ялти шкул тăррине сÿтсе çĕнĕрен витрĕмĕр, мĕншĕн тесен кĕркунне-çуркунне ачасем парта хушшинче сунчăкпа ларатчĕç. Маччаран шапăртатса шыв юхатчĕ. Культура çуртне çĕнĕрен тума пуçланă — вĕçлеменччĕ. Киввине пăрахăçласа çĕннине мраморпа çавăртăмăр. Питĕ илемлĕ пулса тухрĕ. Каярахпа Шăхасан шкулне, кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн икĕ палăкне /Шăхасан тата Çеçпĕл ялĕнчисене/ юсаса çĕнетрĕмĕр, парк, стадион турăмăр. Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснĕ урама асфальт сартăмăр, тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Çак ĕçсене пурнăçлама районсене, предприяти-организацие, хуçалăхсене явăçтартăмăр. Сăмахран, Улатăрсем пире лампочка парса пулăшрĕç. Вĕсене сутса укçа турăмăр. Çапла майпа вăл вăхăтри укçа-тенкĕпе сахалран та 10 миллион тенкĕлĕх /хальхипе шутласан 400-500 миллион тенкĕ/ ĕç турăмăр. Вĕсемшĕн пире Валери Туркайпа иксĕмĕре «Çеçпĕл ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пачĕç. Çеçпĕл Мишши преми лауреачĕ те пулса тăтăм.

— Юлашки вăхăтра эсир литература енне туртăнни сисĕнет. Сăмахран, «Возвращение к истокам» кĕнекене кун çути кăтартрăр.

— Вăл илемлĕ литература хайлавĕ мар. Унта эпĕ çуралса ÿснĕ Сорăм ялĕн историйĕ çинчен çырнă. Хам пирки, тăвансем пирки нимĕн те çук. Ял мĕнле пуçланнине, çынсем ăçтан куçса килнине, вĕсен ĕç-хĕлне, кун-çулне сăнланă. Çавăн пекех коллективизацие, ял çыннисене кулаксен йышне кĕртнине, вăрçăн хаяр çулĕсене кăтартнă. Чылай çынна кулак тесе тĕрĕс мар айăпланине тĕпчесе пĕлтĕм. Кĕнеке çырнă май район, тĕп хула архивĕсенче нумай ларма тиврĕ. Çак тĕллевпех Мускав, Чĕмпĕр хулисене çитрĕм. Кĕнеке кăларнă хыççăн ял çыннисен историне çырма шут тытрăм. Пирĕн ялта 25-30 ратне /йăх/. Каллех архивсенче ларма тиврĕ, мĕншĕн тесен çынсем хăйсен йăхĕ çинчен пĕлмеççĕ. Нимĕнле документ та, сăн ÿкерчĕк те çук. Нумайăшне çакă пачах кăсăклантармасть. Çавăншăнах манăн та алă усăнчĕ. 12 ратне историне тĕпчеме вăй-хăват çитертĕм çапах та. Эпир хамăр ял ентешлĕхне йĕркеленĕ. Вăл «Сурăм ачисем» ятлă. Çакă республикăра пĕртенпĕрре. Унăн ертÿçи — Виталий Осмелкин. Эпир пĕрле пуçтарăнса уявсем ирттеретпĕр, ял кунне йĕркелетпĕр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Юбилейсен тĕлне ятарлă альманахсем кăларма тытăнтăмăр. Унта салам сăмахĕсемпе пĕрлех юбиляр йăхĕ çинчен çырса кăтартатпăр. Материала хатĕрлекенни вара — эпĕ. Альманахăн 4 номерне кăлартăмăр. Çитес вăхăтрах тата тепĕр икĕ çын валли хатĕрлесшĕн. Хамăрăн несĕл йывăçне, хушамат епле пулса кайнине тĕпчерĕм. Çавна май Чĕмпĕрти архивра пултăм. Хамăр йăха мăнукран пуçласа 10 сыпăк таран тупса палăртрăм. Хушамат вара Ивантай, Ивантей ятсенчен пулнă. Малтан пирĕн йăхра Ивантеевсем те пулнă, кайран вара Ивантаевсем çеç. Тĕпчев ĕçне çырма пуçланă, анчах вĕçлемен-ха. Общество ĕçĕсенче тăрăшнăран вăхăт сахалрах. Турă хăват парсан вĕçлетĕпех. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.