- Чăвашла верси
- Русская версия
Класа вĕрентекен кĕчĕ те…
— Класа хĕрлĕ блузка тăхăннă çĕнĕ учитель кĕчĕ те акăлчанла сывлăх сунчĕ. Çак самантра чĕре йăшăлтатрĕ: пуласлăхра хама Антонина Сорокина пекех ют чĕлхе вĕрентекенĕнче куртăм, — Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер шкулĕнче тăрăшакан Альмира Хабибуллина хăй мĕнле професси суйласса ача чухнех пĕлнине ĕнентерчĕ.
Шупашкарти 45-мĕш шкулта историпе тата общество пĕлĕвĕпе ăс паракан Александр Григорьев, Ямал-ненец округĕнче çуралса ÿснĕ чăваш, тĕрлĕ ÿсĕмре троллейбус водителĕ, журналист пулма ĕмĕтленнĕ-мĕн. Чи кăсăкли — икĕ профессире те ăна микрофонпа калаçасси илĕртнĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухма вăхăт çитсен хăйне учитель ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхма шухăш тытнă вăл.
— Чăннипех хама килĕшекен вырăнта эпĕ. Кашни кунах хăйне евĕрлĕ иртнипе тунсăхлама вăхăт çук! Çĕнĕлĕхе вара питĕ юрататăп. Пултарулăх шыравне тĕпе хурсан ачасемпе ĕçлеме кăсăклă, — хăпартланса калаçать çирĕм пиллĕкри йĕкĕт.
Аслă пĕлÿ илсен тăван Шуршăл шкулĕнче ĕçлеме пуçланă Анастасия Тарасовăн вĕренекенĕсем географи предметне учителе курах килĕштерни иккĕлентермест. Çут çанталăка юратакан педагогпа пĕрле тăтăшах тăван тавралăха сăнаса хăйсемшĕн мĕнле те пулин çĕнĕлĕх уçаççĕ вĕсем. Кăçалхи тăххăрмĕшсем суйласа илмелли экзаменсенчен пĕрне класĕпех географие йышăннă. Патшалăх тĕп тĕрĕслевĕнчен хăтарнăшăн хăшĕ-пĕрин кăмăлĕ пăсăлнине пĕлтерет Анастасия Витальевна. Малалла вулас...
Комментари хушас