Суверенитета çирĕплетнине ырлать

23 Ака, 2020

Татьяна ЕЖОВА, «Чăваш Республикинчи вырăс культурин центрĕ» общество организацийĕн правленийĕн председателĕ:

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 67-мĕш статйин 21-мĕш пайне çак йĕркесене кĕртме сĕнеççĕ: «Раççей Федерацийĕ хăйĕн суверенитетне тата территори пĕрлĕхне тивĕçтерет. Раççей Федерацийĕн территорийĕн пайĕсене уйăрса кăларассишĕн ĕçсем тума, çавăн пекех уйăрса кăларас тĕллевпе чĕнсе калама юрамасть». Паянхи условисенче Раççей Конституцийĕнче çак абзац пулмаллах, мĕншĕн тесен çĕршыв тулашĕнче Раççейĕн вăл е ку пайне уйăрса кăлармалла текенсем пур.

67-мĕш статьян 1-мĕш пайне çак шухăша кĕрттересшĕн: «Раççей Федерацийĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене аса илсе пурăннине хаклать, истори тĕрĕслĕхне тивĕçтерет. Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чухне кăтартнă паттăрлăх пĕлтерĕшне пĕчĕклетсе кăтартма юрамасть». Европăри патшалăхсенче хĕрлĕ çарпа совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи çĕнтерĕвне хывнă тÿпине чакарма хăтланнă чухне çак пунктпа килĕшмесĕр тăма пултараймастăп, çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлесе хăварма хастар хутшăннă çынсем çинчен Улатăр районĕнче те çамрăксене каласа кăтартатпăр. Тĕрĕссипе, паттăрсене аса илсе сума суни, хамăр историе асра тытса пурăнни — çĕршыв суверенитечĕн пĕр пайĕ. Анăçра пирĕн астăвăма вăйсăрлатма е пачах салатма тăрăшаççĕ. Конституцие кĕртме сĕнекен абзац историе фальсификацилеме, çĕршыв хÿтĕлевçисен паттăрлăхĕн пĕлтерĕшне пĕчĕклетме ирĕк памĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.