Пурнăç йывăр-и е çăмăл-и – ăна юратмалла

7 Ака, 2020

Çапла палăртать 100 çулти вăрçă ветеранĕ

Вăрçăпа ĕç ветеранĕ Александра Терентьева (хĕр чухне Федорова) пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Вăл Шупашкарта, Атăл хĕрринче вырнаçнă лăпкă урамри хăтлă хваттерте, хăйне чун-чĕререн юратакан ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать.

Александра Федоровна Куславкка районĕнчи Кутемер ялĕнче йышлă хресчен çемйинче çитĕннĕ. Вăл колхозсем йĕркеленнĕ тапхăра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене лайăх астăвать. Ашшĕ Федор Ильич хăй вăхăтĕнче ăслă, пурнăçăн чылай енĕпе кăсăкланакан, ялти ятлă-сумлă çын пулнă. Ун чухнех вăл пахчинче тĕрлĕ çимĕç паракан çĕр- çĕр йывăç-тĕм çитĕнтернĕ. Федор Ильич хăйĕн ĕçченлĕхĕпе ял-йыша çеç мар, аякри ялсене те тĕлĕнтернĕ. Пахчинче çитĕнтернĕ тата ял халăхĕнчен туяннă улма-çырлана Хусана кайса сутнă, йыш- лă çемйине тăрантарма тата тумлантарма çапла майпа тупăш тунă. Ун пеккисене халĕ эпир предприниматель тетпĕр. Тарăн ăс-тăнĕшĕн, халăха пулăшма ӳркенменшĕн, ялан сăпайлă пулнăшăн ăна «интеллигент» тесе чĕннĕ. Вĕсен йăхĕнче тухтăрсем, учительсем, ытти тĕрлĕ ăста çитĕннĕ. Чăвашсен паллă писателĕ, драматургĕ, тава тивĕçлĕ врачĕ Петр Осипов «Кушар» ятлă пьесинче Ильинсен йăхĕн пурнăçне уççăн çутатса панă. Сăмах май, пьеса авторĕ Петр Осипов Александра Терентьевăн виççĕмĕш сыпăк урлă тивекен тăванĕ пулнă.

Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Александра Федорова Çĕрпӳри медицина курсĕнче вĕренсе фельдшер профессине алла илнĕ. Таврари ялсене çуран çӳресе çынсен сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă. Пиччĕшĕсенчен асли Микулай çар службинче тăнă, офицер. Вăл вăрçă пуçлансан тыткăна лекнĕ, Германири концлагерьте тифпа чирлесе вилнĕ. Аппăшĕ Варвара 1942 çулта фронта кайнă, радист пулнă. Тепĕр пиччĕшĕ Миша та радист пулнă. Вăл вăрçă вĕçленсен килне таврăннă, вилнĕ хыççăн ăна çапăçури паттăрлăхшăн тивĕçнĕ орден «шыраса» тупнă.

21-ри Александра 1942 çулта Енĕш шывĕ çывăхĕнче траншейăсем чавма хастар хутшăннă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа чăваш хĕрĕ Çурçĕр Хĕвел анăç фронтĕнчи 102-мĕш миномет полкĕнче сусăрланнă салтаксемпе офицерсене сипленĕ, йывăр аманнисене госпитале ăсатнă. Юнашарах бомбăсем ӳксе çурăлни, салтаксем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçса вилни халĕ те Александра Федоровнăн куçĕ умĕнче. Вăл хăй вăрçă хирĕнче мĕнле майпа чĕрĕ юлма пултарнинчен халĕ те тĕлĕнет.

1943 çулта Александра Федорова хăй те аманнă, госпитале лекнĕ. Хĕр унта сипленнĕ чухне фашистсен самолечĕ пăрахнă бомба госпиталь картишне ӳксе çурăлнă. Александра Федоровнăна вăл стена тепĕр енче пулни çăлса хăварнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен пике яла таврăннă. Çапла, Федоровсен çемйинчен тăваттăн — икĕ ывăлпа икĕ хĕр — фашистсемпе çапăçнă, пулас ăрусен ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вениамин ИВАНОВ. Шупашкар хули.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.