- Чăвашла верси
- Русская версия
«Арçын уссине кинре куртăм»
Муркаш районĕнчи Иштерекре пурăнакан Раиса Калинина «Хресчен сасси» хаçатăн çывăх тусĕ. Ăна тухма пуçланăранпах çырăнса илет. Нумай пулмасть вăл пирĕн патра хăнара пулчĕ.
Ял çыннишĕн çывăхрах
— Чи малтан «Сельская жизнь», «Коммунизм ялавĕ» хаçатсемпе туслашнă эпĕ. Çамрăкрах чухне библиотекăна ял пурнăçĕпе çыхăннă кăларăмсене вулама çӳреттĕм. Вĕсемех мана професси суйлама пулăшрĕç. 1991 çулта «Хресчен сасси» хаçат тухма пуçласан ăна çырăнса илме тытăнтăм. Ялта ĕçлесе пурăнакансемшĕн çывăхрах вăл, — терĕ Раиса Ивановна.
Раиса Калинина 1944 çулта çуралнă. Ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр тапхăрта иртнĕ. Пĕчĕкрен аслисемпе пĕрле ĕçленĕ вăл. Хуçалăхсенче техника пулман, йывăр ĕçе лашапа пурнăçланă.
— Лашасене çав тери хĕрхенеттĕм. Ывăннипе выртатчĕç те тăратсан урисем тăр! тăр! чĕтретчĕç. Вĕсене кура мĕн пур ĕçе техникăпа пурнăçлас килетчĕ. Çавăнпа сакăр класс пĕтерсенех тракториста вĕренме кайма пуçтарăнтăм. Анчах унта 18 çул тултармасăр илмеççĕ-мĕн. Ирĕксĕрех кĕтме тиврĕ. 17 çула çитсен чăтаймарăм, Етĕрнене çул тытрăм. Телее, хальхинче йышăнчĕç, — аса илчĕ вăл иртнине.
Алла удостоверени илсен хĕр тăван тăрăхах таврăннă. Ăна ДТ-54 трактор шанса панă. Йывăрскере алла илнĕ хыççăн ыттисем çине куçнă. Чи юратнисем — МТЗ-50, МТЗ-80.
Совет тапхăрĕнче тракторпа сахал мар хĕрарăм вăй хунă. Çав шутра Чăваш Енре те. Анчах вĕсенчен Раиса Калинина кăна Паша Ангелина призне тивĕçнĕ. Ăна уншăн МТЗ-80 трактор парса чысланă. Сăмах май, вăл çĕршыври трактористкăсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕнче 5 хутчен пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.
— Техникăна чунтан юратнăран вăхăт иртни те сисĕнмерĕ, 75 çула çитрĕм. Маншăн трактор — пурнăç тыткăчи, чун уççи, илемĕ. Тракториста вĕренсе тухнăшăн, умри çул-йĕре тĕрĕс суйласа илнишĕн паян кун та савăнатăп. Суха та турăм, тырă та акрăм, пуçтартăм, вăрман та турттартăм. Пĕр ĕçрен те пăрăнман. Нихăçан та çынна шанса ячĕшĕн ĕçлемен, ялта ят яман, — терĕ ватă.
Амăшĕ мар, хунямăшĕ ыр курнă
Вăрçă вăхăтĕнче ялтан яла чикансем çӳренĕ. Пĕррехинче Раиса амăшне Варвара Ивановнăна çул çинче чикан майри чарнă та: «Эсĕ арçынран телей кураймастăн», — тенĕ. Унăн сăмахĕсем хĕрарăма шиклентернĕ. Ара, упăшки Сталинград патĕнчи çапăçура пуç хунă. Апла пĕртен-пĕр ывăлĕ çине те шанăç пулмĕ. «Нивушлĕ ватлăхра пĕччен юлăп?» — куляннă вăл. Унтан хăйĕн валли тепĕр ача çуратма шут тытнă. Хĕрача çуралнине пĕлсен çав тери савăннă. Анчах ывăлне çакă кăмăла кайман пулас. Пиччĕшĕ йăмăкне: «Вĕлтрен ачи», — тесе час-часах сăмахпа тĕкнĕ. Хĕрача унăн сăмахĕсем мĕне пĕлтернине ниепле ăнланайман. Мускавра пурăнакан тăванĕ ăна вăрттăнлăха уçса парсан кăна тавçăрса илнĕ. Анчах Раиса амăшне кӳренмен, уншăн шанчăклă çын пулса тăнă. Хĕр тăрăшсах уй-хирте, хуçалăхра вăй хунă. Пултаруллă та ĕçченскер амăшне савăнтарнă.
Пĕррехинче вĕсен ялне пĕр каччă улăм туянма пынă. Картиш тулли улăм выртнине курсан тĕлĕннĕ: вĕсен ĕнене çитерме юлман, кунта вара сутлăх валли те пур. Хăна пӳртре стена çинчи сăн ӳкерчĕке курсан: «Ку хĕре курнă, паллатăп эпĕ», — тенĕ савăнса. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА.
Комментари хушас