Паян пурăнакансен тивĕçĕ
Паян вăйра тăракан Конституцие йышăннăранпа чĕрĕк ĕмĕр ытла иртнĕ. Пурнăç малаллах шăвать, лару-тăру улшăнсах тăрать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче вуланă Çырăвĕнче çĕршывăн Тĕп Саккунне улшăнусем кĕртмелли пирки каланăччĕ. <...>
ШУХĂШ
<...> Татьяна ШАРКОВА, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă ÿнерçĕ:
— Манăн атте Василий Изратов Елчĕк районĕнчи Кавалта çуралса ÿснĕ. Анне те Наталия Изратова /хĕр чухнехи хушамачĕ Пчелова/ çак районти Патреккелте кун çути курнă. Ялсен хушши пысăк мар, анчах вĕсем мирлĕ пурнăçра пĕр-пĕрне пĕлмен-палламан. Иккĕшĕ те 1943 çулта вăрçа тухса кайнă. Шăпах унăн çулăмĕнче паллашнă та кÿршĕ ялсен каччипе хĕрĕ. Фронтран таврăнсан, 1946 çулта, çемье чăмăртаннă. Çывăх çыннăмсем вăрçăра хăйсен çамрăклăхне, сывлăхне хăварнă, анчах нихăçан та никама та ÿпкелемен. Çакна мĕншĕн тата камшăн тунине питĕ лайăх ăнланнă вĕсем. Паян пурăнакансем, пулас ăрусем хăйсен паттăрĕсене пĕлмеллех. Çакă — пирĕн тивĕç. Тулли верси...
Комментари хушас