- Чăвашла верси
- Русская версия
«Кÿренĕве купаласа пымалла мар»
Çемье — этемлĕхĕн пурнăçри чи пысăк хаклăхĕсенчен пĕри. Эппин, ăна упрассишĕн çине тăмалли те куç кĕрет паллă. Шел, кун-çул сукмакĕ çинче паллашса, çывăхланса пĕрле йăва çавăракансен йышĕнче туй хыççăн кĕске вăхăт иртсенех ЗАГС уйрăмне каялла васкакан мăшăр та сахал мар. Шел, иккĕмĕш хутĕнче вĕсем кăмăллă сăлтавпа ыйту çырма килмеççĕ...
Патшалăхшăн тĕвĕленнĕ кашни çемьене сыхласа хăварасси пĕлтерĕшлĕ. Çавна кура мăшăрсене расна çулпа утма ирĕк париччен вĕсемпе калаçса уйрăлу сăлтавне пĕлме, май пур тăк ун патне çитесрен сыхлама тăрăшасси — республикăри ЗАГС тĕллевĕсенчен пĕри. Çавна май Шупашкарти Мăшăрлану керменĕнче темиçе çул ĕнтĕ çемье психологĕ ĕçлет. Марина НАЗАРОВĂПА çемьери хутшăнăва йĕркелес çивĕч ыйтусем çинчен калаçрăмăр.
— Марина Геннадьевна, хальхи саманара çамрăк мăшăрсен йышĕнче уйрăлма васкакан нумаййи мĕнпе сăлтавланать-ши? Вĕсене уйрăлу çулĕнчен пăрса ямашкăн кăткăс-и?
— Çамрăксем пĕрлешес çул çине питĕ çăмăллăн тăнă пекех çемье саланас ыйту çине те çиелтен пăхни сисĕнет. Çиччĕ виçсе пĕрре касни сайра пулать. Чăтăмлăх туйăмĕ ытла та ăшăх. Çакă çамрăк ăру ĕçе хăнăхса ÿсменнипе çыхăннă. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕшĕн темĕн те тума хатĕр — çут çанталăк саккунĕпе çапла пулса пырать. Анчах юрату темĕнле чикĕсĕр чухне те ывăл-хĕре йывăрлăха çĕнтерме ачаран вĕрентмелле. «Халĕ ялта та ытларах техника ĕçлет, ачасем пилĕк авма ăçта хăнăхĕç? Хулара — пушшех», — текен йышлă. Чăннипех çапла. Анчах пепкен кун йĕркине тĕрĕс йĕркелесе ăна пăхăнма çирĕп ыйтсан та тивĕçсене пурнăçламашкăн хăнăхтарма май пур. Çамрăксем пĕрлешеççĕ, хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнаççĕ. Çемьере вара темĕнле ыйту та татса пама тивет. Вĕсене сирме чăтăмлăх çитереймен мăшăрсем каялла утăм тума васкаççĕ. Хăшĕ-пĕрне ашшĕ-амăшĕ пулăшма хăтланать, анчах хушăран аслисем хушша-хуппа кĕни лару-тăрăва тата çивĕчлетет: кашниех хăйĕн ачине хÿтĕлет-çке. Çамрăксем пĕр-пĕрне айăплас-кÿренес самант сиксе те тухать çапла. Çавăнпа та пĕрлешме шухăш тытнисен çакна ас тумалла: малашне кирек мĕнле ыйтăва та мăшăрпа пĕрле уçăмлатмалла.
Психологăн тивĕçĕ — уйрăлма шут тытнисене епле те пулин çак утăма тума чарасси мар, вĕсене кунашкал çул патне мĕн илсе çитернине пĕрле тишкерсе мăшăра хирĕçÿлĕхе сирес кăмăл патне çитме пулăшасси. Çакна палăртас килет: упăшкипе арăмĕ психологпа канашласа пăхма килĕшни хăех ĕç ăнăçлă вĕçленес шанчăк пуррине палăртать.
— Уйрăлма хистекен сăлтавсен йышĕнче мăшăрсенчен пĕри теприне кÿренсе каçарайманни пысăк процент йышăнать-и?
— Çапла. Çемьери хутшăнăва кирлĕ пек йĕркелесе пыма чăрмав кÿрекенни — пирĕн пуплев чухăнлăхĕ, кăнттамлăхĕ, хамăра чи мала хуни, пĕр-пĕрне чăннине калама шикленни. Сирĕнпе тĕл пуличчен кăна çамрăк пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ. Хăйĕн тусĕпе чылай çул çырăнмасăр пурăнать-мĕн, 3-4 уйăх каялла вĕсен пепке çуралнă. Ăна кил-йыш /çаплах калăпăр/ пуçлăхĕ каçсерен тăтăш таçта кайни, ирхине 3-4 сехетре кăна таврăнни пăшăрхантарать. Черетлĕ «ухутаран» килсен хĕрарăм тăвăнса çитнĕ кăмăлне чарайман: хирĕлнĕ вăхăтрах чей чашăкне стена еннелле вăркăнтарнă. Арçын урса кайнă: «Паянах япалусене пуçтар та тухса кай». Çакнашкал лару-тăрура хĕрарăм йăнăшĕ — арçын тĕлĕшпе тарăхăвне ытла та вăйлă юхăмпа кăларни. Вăл ăна хăй питĕ пăшăрханни, çĕрĕпе çывăрайманни çинчен каланă пулсан?.. Арçын тăрук çапла тарăхса каймастчĕ. Лăпкă калаçура вăл хăйĕн йăнăшне ăнланас шанчăк пысăкрах. Çăмăл мар, анчах кăмăл-туйăма хăш-пĕр чухне çăварлăхлама пĕлмелле. Çамрăк хĕрарăма айăплама çук: унăн амăшĕ те шăпах çапла хăтланнă — тарăхăва меллĕ самант пулсанах шалтан кăларнă. Хутшăнăва урăхла та йĕркелеме пулнине ăçтан пĕлтĕр-ха вăл? Çемье çирĕп пултăр тесен ăруран ăрăва куçнă япăх йăлана пăсма та мехел çитермелле.
— Чăваш çемйинче хĕрарăм хăй ертÿçĕ пулма тăрăшнипе çыхăнман-ши эсир калани?
— Çакăн пирки шухăшланă эпĕ. Çапах та ку ыйтура наци сĕмĕнчен ытла самана пулăмĕсен йĕрĕ палăрăмлăрах-тăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Раççей хĕр- хĕрарăмне чăннипех вăйлатнă. Аннен Галина Ефимовнăн тĕслĕхĕпех çирĕплетме пултаратăп çакна: çиччĕри хĕрача пиллĕкри шăллĕне лав çине лартса вăрмана турат пуçтарма кайнă. Хальхи саманара çакнашкал ÿкерчĕке куç умне кăларма йывăр, çапла мар-и? Çемьери аслăрах ачасем /çав шутра хĕрачасем те/ вăрçа тухса кайнă ашшĕ вырăнне пулнă. Хĕрарăм йывăр ĕçре тăрăшни чун-кăмăлпа та арçынланма хистенĕ. Кайран, мирлĕ саманара та арăмĕ упăшки тăвас ĕçе хăй йĕркелеме-пурнăçлама васкасси акă мĕнпе çыхăннă. Нимĕн усалли те çук пек хĕрарăм вăйлă пулнинче. Анчах çут çанталăк этемлĕхе икĕ çурри çине ахальтен пайламан: пĕри вăйлă тăк — тепри вăйсăртарах. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр упăшка арăмĕн арки хыçне пытанни çакăнпа çыхăннă та.
— Калаçу культури çитменни çинчен асăнтăр. Чăваш чи ăшă кăмăл-туйăмне сăмахпа калама та юратмасть вĕт...
— Мăшăрсем пĕр-пĕрне кăна мар, ашшĕ- амăшĕ ачине хитре-ăшă сăмах каласси те йăлара питех çук. Шел. Тусăм Америкăна кайнă та амăшĕ ашкăнакан ачипе: «Эх, ман ылтăнăм!» — тесе пупленине илтнĕ, çăварне карсах пăрахнă. Пирĕннисен евĕр «шуйттан» та, «сысна çури» те мар иккен вĕсемшĕн япăх хăтланнă пепки! Психологире «мĕн калатăн — çав чăна килет» каларăш пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ: «Санран пиçет-и?» — тесен ывăл-хĕрĕ пысăк çитĕнÿ тăвасси иккĕленÿллĕ. Аслисем: «Эпĕ шансах тăратăп — пултаратăн», — тесе калама хăнăхнă çемьере тĕпренчĕкĕсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Вун пĕрти ывăлăм хăйне тÿрккесрех тыткалама пуçласан сăлтавне пĕлес тесе уççăн пуплерĕмĕр. «Анне, сан сассу ытла çирĕп. Çепĕçрех калаç-ха», — тенĕччĕ вăл мана. Шута илтĕм. Пăшăрхантаракан ыйтăвăм туххăмрах сирĕлчĕ. Ача-пăча — çав тери туйăмлă.
— Ачасен тĕлĕшпе ăнланмалла тейĕпĕр. Анчах çитĕннĕ çынна тепĕр çавнашкал этемпе юнашар тăнăçлăха çухатмасăр пурăнасси — чăннипех искусство шайĕнчи ăсталăх.
— Çав ăсталăха алла илме вара пурнăç тăршшĕпех вĕренмелле. Пĕри кăна тăрăшни çителĕксĕр, иккĕшĕн те талпăнмалла. Куçран пăхса калаçас йăла пулмалла çемьере. Пĕри кухньăра çĕмĕрĕлет, çав вăхăтра тепри канмалли пÿлĕмре тĕк — каланă сăмахăн мĕн усси? Чăваш Енри ăнăçуллă пĕр бизнесмена чылайранпа пĕлетĕп. Вăл темĕнле вăхăт çук чухне те кашни кун мăшăрĕпе аллине чăмăртаса çур сехет калаçса ларни пирки чунне уçнăччĕ. Хĕрарăма итлекен кирлĕ, арçынна — хăйне хавхалантарса пыракан. Тĕнчери чапа тухнă, мал утăм тăвакан кашни арçын çитĕнĕвĕсенче хĕрарăмăн — амăшĕн е мăшăрĕн — тÿпи пысăк. Королев космонавт çинчен фильм пăхнăччĕ. Амăшĕ — идеал! Фильм тенĕрен, канашлăва килекен мăшăрсене «Огнеупорный», «Полли-анна», «Военная комната» ятлисене пĕрле пăхма сĕнетĕп. Кашнине хăйне килĕшекен каларăша, саманта çырса пыма ыйтатăп. Ку киносене çемьепе пăхмалла.
Тепĕр самант — хĕпĕртеве те, канăç паман ыйтăва та çемьери çыннăн хайĕнче тытса пурăнмалла мар. Купаланса пырать те шалтан тухман сăмах... Пĕррехинче çитмĕлти арçынпа хĕрарăм уйрăлма шухăш тытнă. Çакăн çинчен пĕлсен хĕрĕ шăнкăравларĕ, ашшĕпе амăшне мирлешме пулăшмашкăн ыйтрĕ. Кайрăм хайхискерсем патне. Шарт та март нихăшĕ те калаçасшăн мар. «Паллах. Эпĕ сирĕнтен мĕн чухлĕ кĕçĕнрех — манăн сирĕнтен мĕн чухлĕ вĕренмелле...» — çемçетесшĕн эпĕ вĕсен кăмăлне. Аранах хĕрарăм канашлама килĕшрĕ, анчах мăшăрĕ умĕнче калаçмасса систерчĕ. Вăл арçын хăйне урăххипе улталать тесе шухăшланă. Çакна ирсерен хаçат туянма тухсан пĕр вăхăта çухалнипе сăлтавлать. Тĕрĕссипе, тутине тăснин сăлтавĕ çамрăк чухнехи вак-тĕвек кÿренÿре иккен! Ун çинчен мăшăрне нихăçан та каламан вăл. Тавах Турра, мăшăр паянхи кун та пĕрлех. Ăссăрла хăтлануран хăйсене хăтарса хăварнăшăн тав тăваççĕ вĕсем. Малалла вулас...
Ирина ИВАНОВА. М. НАЗАРОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас