- Чăвашла верси
- Русская версия
Пăшалпа та, перопа та
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан чăваш
çыравçисем те айккинче юлман. Валентин Урташ хăй
ирĕкĕпе алла пăшал тытнă. Илле Тукташ тухтăрсен-
чен хăйĕн чирне пытарса фронта тухса кайнă. Граж-
дан вăрçин Геройĕ Максим Данилов-Чалтун 50 çул-
тан иртнĕ пулин те ывăлĕ вăрçăра вилни çинчен хут
килсен хăйĕн ирĕкĕпе çар комиссариатне пынă. «Фа-
шистсем пĕртен-пĕр ывăлăма вĕлерчĕç. Манăн, ватă
салтакăн, алли вĕсен умĕнче чĕтресе тăмĕ», — тенĕ.
Чăнах та, чĕтремен çыравçăн алли. Вăрçăра паттăр-
ла çапăçса пуç хунă вăл. Тата нумай чăваш çыравçи
вут-çулăма кĕнĕ çав çулсенче. Писатель — халă-
хăн малти ретĕнче тăракан çын. Тĕрĕс те чăн сăмах
ăсти. Çыравçăсем фронтра çар корреспонденчĕсем
те пулнă. Апла пулсан вĕсем перопа та, пăшалпа та
çапăçнă, — çапла пуçларĕ конференцие чăваш чĕлхи
вĕрентекенĕ Галина Левина.
Вăрçă çинчен кам тĕп-тĕрĕс çырса кăтартма
пултарать-ха? Паллах, ун витĕр тухнă çын. Вăрмар
районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий
Алентей çыравçă Сталинград çывăхĕнчи çапăçуран
хăрах урисĕр таврăннă. Тăван тăрăха çитсен те
вăл çырма пăрахман. Конференцире çыравçăн йă-
мăкĕн мăнукĕ, 11-мĕш класра вĕренекен Кĕтеснер
хĕрĕ Татьяна Никифорова, тухса калаçрĕ. Тăванĕ
çинчен тулли материал пуçтарнă вăл, ĕçне тивĕçлĕ
хÿтĕлерĕ.
— Василий Алентей асаннен пиччĕшĕ пул-
нă май мана ун çинчен пĕлмесен намăс тесе шу-
хăшлатăп. Тăванăн паттăрлăхĕпе, пултарулăхĕпе
мăнаçланатăп, кĕнекисене те юратса вуланă. Ĕçе
хатĕрленĕ чухне асаннерен те ыйтса пĕлтĕм, тĕрлĕ
литературăпа паллашрăм. «Алентее пĕр-пĕр темăпа
сăвă çырса пар-ха тесен çав вăхăтрах шăрçалатчĕ»,
— халĕ те аса илет асанне. Шел, писателе хăйне кур-
са ĕлкĕреймен эпĕ. Тата нумайрах пĕлĕттĕм. Пирĕн
ялта вăл пурăннă пÿрт халĕ те пур. Ăна сума суса
библиотека çуртĕнче асăну хăми çакнă, — каласа кă-
тартрĕ Таня.
7-мĕш класри Данила Макаров та Василий Ален-
тей çинчен хатĕрленĕ ĕçне. Чăваш чĕлхине хисепле-
кен, юратса ăса хывакан ачасем Есения Тимофеева,
Жанна Викторова, Таня Белоусова Александр Алкан
тата ытти çыравçăн кун-çулĕпе, вăрçăри паттăрлăхĕпе ыттисене паллаштарчĕç.
Елена ЛУКИНА.
Комментари хушас