- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕр улми тупăшлă е çук?
Февралĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарти «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми — 2020» курав иртет. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие çулсерен йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ те ÿссех пырать. Анчах республикăра çĕр улми лаптăкĕ çулсерен чакни шухăшлаттарать. Кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 20,4 пин гектар çинче лартма палăртнă. Ку пĕлтĕрхи шайрах. Анчах палăртни тÿрре килĕ-ши?
Андрей ПЕТРОВ, Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма ертÿçи:
— Çĕр улми курава эпир çулсерен хутшăннă. Хамăр чĕр тавара илсе тухнă, çĕнĕ сортсем туяннă, сутма клиентсем шыранă. Агрофирмăра унччен 200 гектар ытла çĕр улми çитĕнтернĕ. Вăрлăх туса илсе сутнă. Ку ĕçе йăлтах механизациленĕ, хăватлă техника туяннă. Пирĕн кăларса пуçтарма икĕ «Гримми» комбайн, сортласа тасатма комплекс, управсем пур. Анчах юлашки çулсенче «иккĕмĕш çăкăр» хуçалăха тупăшран ытла тăкак кÿме тытăнчĕ. Паха чĕр тавар йÿнĕпе сутăнни е сутăнманран юрăхсăра тухни чуна ыраттарать. Пирĕн кăна-и, ытти хуçалăхăн та лару-тăру йывăр. Лайăх тишкернĕ, шухăшланă хыççăн унăн лаптăкне йăлтах пĕтерме йышăнтăмăр. Пĕлтĕр малтанхи хут çĕр улми лартмарăмăр, тăкак та чакрĕ. Кăçал вара техникăна сутасшăн. Ун вырăнне техника, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем ытларах акса хăварăпăр.
Петр НИКИФОРОВ, Патăрьел районĕнчи «Красное Знамя» ЯХПК ертÿçи:
— Çĕр улми ĕлĕкрен тупăшлă культурăсенчен пĕри шутланнă. Анчах юлашки вăхăтра вăл тăкак кăна кÿрет. Пирĕн вăл пĕлтĕр 200 гектар йышăннă. Кăçал лаптăка пĕчĕклетесшĕн, 100-120 гектар кăна хăварасшăн. Хальхи вăхăтра ăна пирĕн тăрăхра 5-6 тенкĕпе /1 килограмĕ/ кăна туянаççĕ. Юрать, яланхи клиентсем кăнтăр тăрăхĕнчен пирĕн пата килеççĕ. Унсăрăн вырнаçтарма та йывăр.
Çĕр улмирен тупăш илес тесен технологие лайăхлатмалла, унăн хăй хаклăхне чакармалла, тухăçлăха пысăклатмалла. Пирĕн тăрăхра çу, кĕр типĕ килет. Çĕр улмин 98 проценчĕ шывран тăрать. Тухăçа ÿстермешкĕн шăвармалла. Иртнĕ çул ун валли юриех пĕве пĕвелерĕмĕр. Кăçал мелиораци хатĕр-хĕтĕрне туянасшăн. Хуçалăхра севок сухана шăварассине йĕркелерĕмĕр ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра конкуренци пысăк. «Иккĕмĕш çăкăра» туса илекенсен йышĕ ÿссех пырать. Республикăна ытти çĕртен те турттараççĕ. Çавăнпа рынокра тытăнса тăма çăмăл мар, тăкаклă ĕçлес килмест. Пĕр çулхине севок сухана сутаймасăр сая ятăмăр. Тинех унăн хакĕ йĕркеленчĕ, анчах çĕр улмин хăпармасть-ха.
Çĕр улми куравне çулленех хутшăннă, хамăр валли яланах мĕн те пулин çĕннине илнĕ.
Василий СЕМЕНОВ, Куславкка районĕнчи фермер:
— Пирĕншĕн çĕр улми — тупăшлă культура. Вăл çуллен 200 гектар йышăнать. Кăçал та лаптăка чакармастпăр. «Иккĕмĕш çăкăра» туса илнĕ çĕрте технологие пăхăнса ĕçлетпĕр. Типĕ çанталăкра лаптăка шăваратпăр. Çакă тухăçлăха хăпартать. Иртнĕ çул 1 гектар пуçне вăтамран 350-390 центнер пуçтарса кĕртрĕмĕр. Вăрлăха элита сортсемпе çĕнететпĕр. Пысăк мар лаптăкра тĕрĕслесе пăхнă хыççăн чи тухăçлине хăваратпăр. Хамăр та вăрлăх çитĕнтеретпĕр.
Хальхи вăхăтра конкуренцие юрăхлă чĕр тавар туса илмесен рынокра тытăнса тăма йывăр. Эпир пахалăха лайăхлатассипе нумай ĕçлетпĕр. Сутлăха таса, шултра, аманман, пĕр калăпăшлă çĕр улми кăна кăларатпăр. Чĕр тавара хуçалăхранах илсе каяççĕ. Унăн хакĕ вăтамран 11-12 тенкĕ /1 кг/. Пĕлтĕр 7 пин тонна шултра çĕр улми туса илтĕмĕр. Ытларах пайне кĕркуннех сутнă. Хуçалăхăн управĕнче 3 пин тоннăна яхăн кăна вырнаçать.
Çĕр улми куравне яланах хутшăнма тăрăшатпăр. Унта ыттисен ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕнĕ сортсемпе, препаратсемпе, техникăпа паллашма, хамăр тавара кăтартма май пур. Кăçал та ятарлă стенд хатĕрлерĕмĕр.
Лариса НИКИТИНА.
Комментари хушас