«Ача нумай - савăнăç чикĕсĕр»

16 Утă, 2014

-Çак наградăна çемье тĕрекĕпе йăлисене çирĕплетсе пынăшăн, тÿрĕ кăмăллăхшăн параççĕ. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать, кирлĕ условисем, хушма майсем йĕркелет. Çакăн пек çемьесен йышĕ çуллен ÿссе пыни пире çав тери савăнтарать, - тенĕ РФ Президенчĕн федераци Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Енре пурăнакан Силеровсен йышлă çемйине"Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медалĕпе чысланă май.

Вăрмар поселокĕнче тĕпленнĕ кил-йышра - пилĕк ача. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе пысăк наградăна тивĕçнĕскерсем республикăра маларах та ят-сум çĕнсе илнĕччĕ: Силеровсем - "Çулталăк çемйи - 2012" конкурс çĕнтерÿçисем. Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнчи çемьере çак кунсенче хăнара пултăмăр, награда ахальтен тивĕçменнине хамăр курса ĕнентĕмĕр.

- Артем, эпир ĕçе кайрăмăр. Хĕр пĕрчисем çывăрса тăрсан мĕн тумаллине хăвах пĕлетĕн, - куллен аслă ывăлне çапла каласа тухса каяççĕ кил хуçипе Игорь Геннадьевичпа унăн мăшăрĕ Татьяна Геннадьевна.

Вун виççĕри арçын ача шăллĕсемпе йăмăкĕсемшĕн хăйĕн çине яваплăх тиеннине туйса йăлтах кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшать. Пиллĕк тултарайман Катьăпа виççĕре пыракан Лизăн çÿçне тураса хитре прическа тума кăна хăнăхаймасть: кунта хĕрсене ытларах пÿрнĕ çепĕçлĕх кирлĕ пулинех.

Аслисем виççĕшĕ - арçын ачасем: Алексей - улттăмĕш, Александр пĕрремĕш класс пĕтернĕ. Шкулта пурте питĕ лайăх паллăсемпе вĕренеççĕ. Кашниех çут çанталăка, чĕр чунсене кăмăллать.

- Пирĕн хваттер хушăран "чĕрĕ кĕтесех" çаврăнать. Пĕринче - чĕрĕп тытса килчĕç, тепрехинче - аманнă кушак çурине, виççĕмĕшĕнче - хуçасăр йытă çурине хамăрпа пĕрле хăварма ыйтрĕç. Пурне те хĕрхенеççĕ, çак туйăм вĕсенче пурришĕн хĕпĕртетпĕр. Шел, хальхи саманара чурăс çитĕнекен ачасем йышлă, - каласа кăтартать Татьяна Геннадьевна.

Силеровсем пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан хурт-кăпшанкăпа кăсăкланаççĕ. Вĕсем çинчен Артем чухлĕ интереслĕ никам каласа кăтартаяс çук. Акă кăçал кăна вăл хăйĕн пухмачне ........................ пуянлатнă. Кăпшанкăна ятарлă хатĕрсемпе сĕрсе типĕтнĕ. Хăйĕн тĕпчевĕ-сăнавĕсемпе вара хастар вĕренекен районта иртекен ăслăлăхпа практика конференцийĕнче тĕплĕн паллаштарать, малти вырăна йышăнни те пĕрре мар пулнă.