Читлĕхре те юрлаççĕ

11 Утă, 2014

Мĕнлерех юрлать вăл! Сасси, сцена çинче хăйне килĕшÿллĕ тытни... Ан тив, пысăк залра акăш-макăш хăнасем мар, пурте пĕрешкел халат тăхăннă куракансем пулччăр - пур пĕр чунне парса илемлĕ те ытармалла мар юрлать. Куракансенчен нумайăшĕ унăн пĕлĕшĕсем, тусĕсем вĕт - вĕсемпе темиçе çул пĕрле, юнашар выртса-ĕçлесе пурăннă, чăннипех пĕр хурантан çинĕ...

Юратупа, шанчăкпа...

Ольгăпа /хушаматне хаçатра асăнма ыйтмарĕ - кунта пулни мухтанмалли сăлтав мар вĕт/ Куславккари хĕрарăмсен 5-мĕш колонийĕнче паллашрăмăр. Çук, паян ристан мар вăл. Çулталăк каялла вара кунта ларнă. Суд айăплавĕпе килĕшÿллĕн темиçе çул ирĕклĕхсĕр пурăннă. Юсанмалли учреждени администрацийĕн представителĕсем ăна мухтаççĕ: колонире ларнă май шанăçа упрама, малалла ăнтăлма пĕртте çăмăл мар. Ольга вара пултарнă. Йĕплĕ карталлă учрежденире те сăвăсем çырнă, юрланă - чăннипех маттур. Ирĕке тухсан та çухалса кайман, республикăри хуласенчен пĕринче пурăнаканскер пултарулăхран ютшăнман. Паян та сцена çине çине-çинех тухать, тăван хулинче ăна юратаççĕ - куракансем юрăçа кашнинчех тăвăллăн алă çупса тав тăваççĕ.

Куславккана каллех килнин сăлтавĕ вара - колонире Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа Уçă алăксен кунне йĕркелени. Ăна кварталсерен ирттереççĕ, хальхинче праçник те - сумлă концерт пулчĕ. Тĕпрен илсен, паллах, ăна ристансен вăйĕпе йĕркеленĕ, çав вăхăтрах Ольгăна та аса илнĕ - вăл хирĕçлемен. Çакăнта хальлĕхе кунтах юлнă пĕлĕшĕ-тусĕпе курнăçас килнин витĕмĕ те пулнах-тăр. Курнăçу пирĕн умрах пулчĕ те - пĕри пырса ытамлать, тепри куççуль кăларса сăмахлать...

Ирĕклĕхсĕр юлнă чылай хĕрарăмăн тăванĕсем килнĕ. Вĕсем ытти чухне те курнăçма пултараççĕ-ха - режима кура 2-3 уйăхра пĕр хут. Уçă алăксен кунĕ вара - çав тĕл пулусен шутне ÿстермелли меллĕ самант. Сăмах май, ахаль тĕл пулусене ристансен çывăх çыннисем кăна килме пултараççĕ - упăшки, ашшĕ-амăшĕ, ачисем. «Каччă пулсан, унпа çырăнман тăк мĕн тумалла тет?» - ыйтатăп çамрăк пĕр хĕрарăмран. Хуравлать: ун пек чухне тĕл пулма питĕ йывăр - ирĕксĕрех темиçе çул тунсăхласа пурăнма тивет.

Паллашрăмăр - вăл та Ольга ятлă иккен. Кунтисем мар, Екатеринбургран. Колонире 3 çул та 3 уйăх ĕнтĕ. Лармалли - тата çулталăк çурă. Пытармасть - 228-мĕш статьяпа айăпланнă. «Наркотик сутрăн-им?» «Çук, сутаканпа пĕрле пурăннă...» Те тĕрĕссинех пĕлтерет ĕнтĕ - упăшки наркотиксемпе аппаланнă-мĕн. Ăна та хупса хунă - Свердловск облаçĕнчи колонире. Мăшăрĕпе темиçе çул курнăçман. Ачисемпе те тĕл пулман. Вĕсене тĕл пулăва кунта илсе килме юрать-ха, анчах амăшĕ хăй хирĕç-мĕн. Тавçăрнă тăрăх - тĕпренчĕкĕсене чи çывăх çынни колонире ларни пирки пĕлтермен. Вĕсене Ольгăн амăшĕ пăхать, инçетре пурăнать пулин те вăл Куславккана килкелесе каять.

... тата ĕмĕтпе

Концерт вара малалла пырать. Ирĕке тухнă Ольга кăна мар, сцена ăстисем кунта йышлă иккен. Колонире 640 хĕрарăм вĕт - паллах, вĕсен хушшинче тĕрлĕ енĕпе пултаруллисем нумай. Çав шутра - юрлакансем те. Хăшĕсене хăть паянах пысăк сцена çине кăлар - ята ямĕç. Тутарстанри Чистополь хĕрне Маша Николаевăнах илер. Вăл та илемлĕ юрлать. Сцена çинче Феврония рольне вылярĕ те /Петрпа Феврония камсем пулни пирки каласа тăни кирлĕ мар-тăр/ - чăннипех пултаруллă.

Унăн шăпи те хăйне евĕрлĕ. Колонисенче «эпĕ чăннипех айăплă, мана тивĕçлипех хупрĕç» тесе калакан çук теççĕ-ха та, çапах, Маша хăй каланă тăрăх - ăна упăшкишĕн тăрăшни суд тенкелĕ çине лартнă. Лайăх çемьере çуралса çитĕннĕскер, аслă икĕ пĕлÿллĕскер мăшăрĕ йывăр чирленине кура ăна операци тумашкăн пĕлĕшĕсенчен пысăк укçа кивçен илнĕ-мĕн. Арçынна сыватнă, анчах парăма татайман - суд çакна ултав тесе хакланă та çамрăк хĕрарăм колоние лекнĕ. Хурлăхлă шăпа. Ăна пушшех тĕксĕм сăн кÿрекенни - упăшки Машăпа текех хутшăнманни. Телее, хĕрарăма икĕ ывăлĕ /пĕри - усрава илнĕскер/ кĕтет. Çавна май Маша куçĕсенче хавхалану çутине те асăрхатăп. Шанăçĕ пысăккине унăн сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ: «Хĕр ача çуратас ĕмĕтĕм те пур».

Айăпланнисем патне ятарласа килнĕ Иосиф атте те сăмах илчĕ. Тĕрме-колони çемьесене аркатни пирки вăл та каларĕ. Куншăн айăпланнисен хăйсене кăна ÿпкелемелле ĕнтĕ - вĕсене никам та ирĕксĕрлесе преступлени çулĕ çине тăратман вĕт. Çапах чиркÿ çынни калани кашнинех шухăша ячĕ-тĕр: «Турăран пулăшу ыйтăр, кĕлĕ тăвăр, ырă кăмăл-тĕллевпе пурăнăр - шанăç тÿрре тухатех, ирĕкре сире кĕтеççĕ».

Ĕç юсать, тÿрĕ çул çине тăратать

Меллĕ самантпа усă курса, паллах, колонипе тĕплĕнрех паллашрăмăр. Юсанмалли учрежденире мĕн пур ристан ĕçлеме тивĕç. Ĕçрен пăрăнма пултараканнисем - пенсионерсемпе инвалидсем тата чирлисем кăна. Ватăсем тенĕрен, кунта 79 çулти кинемей те пур. Çын вĕлернĕшĕн айăпланнă. Хăйĕнпе курнăçма май пулмарĕ, колони ĕçченĕсем каланă тăрăх - кÿршин пурнăçне татнă-мĕн. Пĕрле эрех ĕçнĕ те... «Мĕн пулнине ас тумастăп, кайран пăхатăп та - вилнĕ, выртать», - карчăк ĕç-пуçа çапларах ăнлантарать иккен.

5-мĕш колони пирки хулари пĕчĕк хула теме те юрать. Йыш пысăк вĕт, çавна май ирĕкри мĕн пур служба кунта та пур - виçипе-йышĕпе кăна пĕчĕкрех. Хушма хуçалăх та тытаççĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, апат-çимĕç те хатĕрлеççĕ. Тĕп производство вара - çĕвĕ продукцийĕ. Халĕччен çĕвĕ машини умне ларса курманнисене те вĕрентеççĕ - чиперех ĕçлеççĕ. Куншăн, паллах, шалу та илеççĕ. Продукцин тĕп пайĕ - вăй тытăмĕсем валли çĕлекен тумтир. Колони администрацийĕн пире ертсе çÿренĕ представителĕ мăнаçланарах каларĕ: «Акă, эпĕ тăхăннă форма - килĕшÿллĕ вĕт. Кунта çĕленĕскер!» Сăмах май, Чăваш Енри колонисенче производство чăннипех вăйлă аталаннă. Металран, йывăçран тĕрлĕ япала хатĕрленинчен тытăнса стройматериалсем туса кăларни таранах.

«Ирĕке тухатăп!»

Общежитисенче те пултăмăр. Ытларахăшĕ казарма йышши пысăк пÿлĕмсенче пурăнать. Пур çĕрте те таса та тирпейлĕ. Шап-шурă виткĕчлĕ икĕ хутлă краватьсене курсан хамăн çарти пурнăçăм аса килчĕ: «Пире ирсерен краватьсене, вĕсем çинчи утиялсен йăрăм-йăрăм йĕрĕсене, минтерсене тем тăршшĕ çип картарсах тÿрлеттеретчĕç...» «Кунта аплах мар, çапах тирпейлĕхшĕн çирĕп ыйтаççĕ», - сăмахларĕ ыттисем ĕçре чухне дневальнăй тивĕçне пурнăçлакан хĕрарăм.

Общежитисенчен пĕрин виççĕмĕш хучĕ вара хăйне евĕрлĕскер. Ăна, виççĕмĕш хута, хушса çĕкленĕ. Айăпланнисем кунта «кубрик мелĕпе» пурăнаççĕ. Пурте пĕрле мар - 2, 4, 7 вырăнлă пÿлĕмсенче. Койкăсем, тумбочкăсем, пĕрлехи пÿлĕмре - телевизор. Ытлашши нимех те çук ĕнтĕ, анчах кунта пур пĕр кашниех пурăнаймасть. Çăмăллатнă условисем теççĕ - çак «чыса» режима çирĕп пăхăнакансем, колонин общество пурнăçне хастар хутшăннă май тĕслĕх вырăнĕнчи ристансем кăна тивĕçеççĕ. «Пĕр-пĕр хăна çуртĕнчинчен нимпе те кая мар, телевизорпа вара тĕрме-колонири ĕç-пуçа, условисене ялан тискер кăтартаççĕ», - теме пăхрăмăр та - ИК-5 айăпланнисемпе воспитани ĕçне ирттерессишĕн яваплă пай пуçлăхĕ Валентина Майорова сăмах хушрĕ: «Çавнашкал фильмсене пăхма пуçлатăп та - кашнинчех чарса хума тивет. Пĕтĕмпех суя вĕт!» Телевизор тенĕрен - кунта кабель телекуравĕ кăна, çавна май мĕн пур телеканала пăхаймăн, суйласа илнĕ кăларăмсене кăна кăтартаççĕ.

Пурăнмалли зонăри илĕртÿллĕ чечексем çитĕнекен газонсем куçа тыткăнлаççĕ - хĕрарăм хĕрарăмах çав, зонăра та илем пирки манмасть. Ку чечексем те, паллах, вĕсен ĕçĕ. Чăн та, юнашарах - беседка, табак туртакансем валли. Урăх çĕрте мăкăрлантарма юрамасть, туртакансем вара айăпланнă хĕрарăмсен хушшинче чылай. Халĕ те авă иккĕн туртса лараççĕ. Эпир çывхарнине асăрхасан пичĕсене пăрчĕç-ха, çапах калаçуран пăрăнмарĕç. Пĕри савăнăçне пытараймарĕ: манăн тата 5 кунран ирĕке тухмалла! Хусантан-мĕн. Мĕншĕн ларнине вара уçăмлатмарĕ, «пĕчĕк, айван пулнă» терĕ çеç. «Кунта текех нихăçан та таврăнмалла ан пултăр» тесе сыв пуллашрăмăр.

Менюра -

аш та, пулă та

Колони территорийĕнче чиркÿ те пур - пачăшкă килсе çÿрет. Юнашарах - библиотека, çĕр-çĕр кĕнеке - кашниех илсе вулама пултарать. Столовăйра пултăмăр. Кăнтăрлахи апат хыççăн та - пушах. Кунта ĕçлекенсем, пĕтĕмпе 15 çын, каçхи апат хатĕрлеççĕ. Çăкăра та хăйсемех пĕçереççĕ. Кăмакаран тин кăларнăскере пире те астивсе пăхма ирĕк пачĕç - техĕмлĕ те тутлă. Талăкра 21 лоток /кашнинче - 16 буханка/ хура тата шурă çăкăр кирлĕ. Ытти апата та пысăк-пысăк хурансенче пĕçереççĕ - çавăн пысăкăш контингента тăрант-ха. Каçхи апат валли, авă, пулă ăшаланă, ăна пĕрлехи сĕтелсем çине лартма кастрюльсене валеçсе хунă ĕнтĕ - çав савăтсем тем пысăкăш сĕтеле йышăнаççĕ.

Хăйĕнпе Валя тесе паллаштарнă хĕрарăмран ыйтатăп: «Клиентсем» апата тиркемеççĕ-и?» «Çук, - кулать вăл, - юратса çиеççĕ, тутлă апатшăн тав тăваççĕ». Валя пирки «ветеран» теме те юрать - колонире 8 çул та 4 уйăх ĕнтĕ. Лармалли - тата 2 çул çурă. Белгородран. Статйи - 111-мĕш, анчах вăл та мĕн туса хуни çинчен калама килĕшмерĕ, «кирлĕ мар вăхăтра кирлĕ мар çĕрте пулнă - ăнсăртран» - çавă çеç.

«Карта леш енчен» килнĕскерсемшĕн айăпланнисене мĕн çитерни те кăсăклă. Чирсене пула диета кирлисем валли - уйрăм меню, унта сĕт те, улма-çырла сĕткенĕ те пур. Паянхи тĕп меню вара çапларах: ирхи апат - сĕтпе пĕçернĕ сĕлĕ пăтти, чей, сахăр, çăкăр* кăнтăрлахи - купăста яшки, ашлă урпа пăтти, паллах, чейпе çăкăр* каç валли вара - пĕçернĕ купăста, пулă. Пĕтĕмпех - нормăсемпе çирĕплетнĕ виçепе. Пĕр сăмахпа, ристансем выçă пурăнмаççĕ.

...Пирĕн хыçра тимĕр алăк шалтăртатса хупăнчĕ - эпир тинех ирĕкре. Карта леш енче те - çынсемех, пĕр енчен, вĕсене хĕрхенес те килет. Анчах çав шăпана вĕсем хăйсем суйланă. Пирĕн вара çак йыш ирĕке ырă та йĕркеллĕ пулас, пархатарлă тĕллевсемпе кăна пурăнас кăмăлпа тухасса шанмалли çеç юлать.

 

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн

Новости по теме