Кашни çын Раççей тăван кил пулнине туйтăр
РФ Президенчĕн Владимир Путинăн кăçалхи пресс-конференцийĕ — 15-мĕш. Унта çĕршыври тата чикĕ леш енчи 1900 яхăн журналист хутшăнчĕ. 4 сехет те 20 минута яхăн тăсăлнă тĕлпулура 57 çын ыйту парса ĕлкĕрчĕ.
Кăçал Владимир Владимирович хаклă вăхăта «вăрăм сăмах» каласа сая ярас темерĕ — тÿрех журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама пуçларĕ.
ТВ-Центр: «Раççей совет саманинчи туса хăварнă ырлăхсемпе пурăнать» тесе калакансем пирки мĕн шухăшлатăр?
В.П.: Совет Союзĕн çитĕнĕвĕсем чăннипех те пысăк. Эпир аттесемпе асаттесем çакăн пек хăватлă патшалăх туса хунипе мăнаçланма пултаратпăр. Пирĕн вĕсене тав тумалла. Критиксемшĕн калас тăк… Тирпейлекен промышленноçри производство хăвачĕсен 75 процентне Раççейре туса хунă, çĕнĕ виçĕ аэропорт хута янă, паха çулсен калăпăшĕ ÿснĕ. Çутă тĕслĕх — ял хуçалăхĕ. СССР яланах тырă туяннă. Паян вара Раççей хăй тĕнче рынокне кăларать. Эпир тулă сутас енĕпе пĕрремĕш вырăнта тăратпăр. Ял хуçалăх производстви 46 процент ÿснĕ, экспорт 2,6 хут хăпарнă. Кайăк-кĕшĕк, сысна какайĕ туса илесси лайăхланнă. Со-вет Союзĕнчи портсем çулталăкра 600 миллион тонна ăсатнă пулсан, Раççей — 1 миллиард та 104 миллион. Атом энергетикинче 8 блок ĕçе кĕртнĕ. Çакă пĕтĕмпех юлашки вунă çулхи çитĕнÿсем. Çавăнпа кивĕ ырлăхсемпе пурăнатпăр тесе калама юрамасть.
Ура.ру: Тухтăрсем патне лекме йывăр, вĕсен шалăвĕ пĕчĕк, специалистсем ĕçрен каяççĕ. Эсир реформăсен тухăçлăхне хăвăрт туйса илмелле тенĕччĕ. Тĕрĕссипе, система вырăнтан хускалмасть. Тен, çĕршывра медицина управленийĕн урăх моделĕ кирлĕ?
В.П.: Сăлтавĕ модельре мар, вăл аталанать. Шалусем те палăртнă кăтартусемпе шайлашуллă. Паллах, килĕшмесĕр пултараймастăп: çав хисепсене вăтамлатнă. ОМС тарифĕсене пысăклатма е тариф тытăмне улшăнусем кĕртме пулать. Çапах та мĕн улăштарăн: ахаль те 70 процент шалу валли каять. Ăна тата та пысăклатсан техникăпа тивĕçтерме укçа юлмасть. Тарифа ÿстерни вара экономикăшăн сиенлĕ, инфляци «çисе ярĕ». Чи малтанах ĕç укçин тĕп ставкине, хавхалантаракан тÿлевсен тытăмне улăштармалла, экономика ÿснĕ май социаллă сферăри шалусене те ÿстермелле. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен тĕп фончĕсене йĕркене кĕртме, техника, транспорт туянма 550 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çавна май проектсене кĕске вăхăтра туллин ĕçе кĕртме, çынсем унчченхипе хальхи хушшинчи уйрăмлăхсене туйса илме пултарĕç.
МАТЧ ТВ: Раççей спортсменĕсене ăмăртусене хутшăнма чарни пирки мĕн шухăшлатăр?
В.П.: Тĕрĕс мар йышăну. Кунашкалли тĕнче историйĕнче пулманччĕ-ха. Кам та пулсан, чăнах та, «таса мар тăк», явап тыттармалла. Спортсменсенчен чылайăшĕ «таса» тăк, пурне те айăплани вырăнсăр. WADA йышăнăвĕ Олимп документацийĕсене хирĕçлекенскер. Вĕсен Олимп комитечĕ патне ыйту çук тăк — пирĕн спортсменсен ăмăртусене хутшăнмалла. Сăмах май, РУСАДАна WADA эксперчĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ, ертÿçисене те вĕсемпе пĕрлех суйланă. Çакă политикăпа çыхăннă йышăнăвĕ.
Пĕрремĕш канал: Америка санкцийĕсем тата Трамп импичменчĕ…
В.П.: Эпĕ Трамп Президент пулма пăрахасси пирки иккĕленетĕп. Сенат урлă тухмалла-ха тата. Ăна е Раççейпе каварлашнăшăн, е Украинăна «пусахланăшăн» айăплаççĕ. Вĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсем, саккунсем йышăнас вырăнне çакнашкал ĕçсемпе аппаланаççĕ. Америка пирĕнпе хăйĕншĕн ăçта интереслĕ тата тупăшлă — çавăнта ĕçленине лайăх ăнланатпăр. Вĕсем пире чарасшăн та пулĕç-ха. Эпир те ахаль лармăпăр. Çакă туслă çыхăну мар. Пулăшасшăн-и? Апла тăк Украинăна укçа паччăр. Вĕсем вĕт кредит кăна шантараççĕ. Ку чĕрĕ укçа мар. Пĕр енчен вĕсем Украинăна пулăшаççĕ, тепĕр енчен «çыртаççĕ». Эпир хутшăнусене Шурă çурта тата икĕ палатăна кам ертсе пынине пăхмасăр аталантарасшăн. Пире хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем уйрăмах пăшăрхантараççĕ.
ТАСС: Наци проекчĕсене пурнăçласси «чăхăмламасть-и?» Регионсене пулăшмалла мар-и?
В.П.: Наци проекчĕсем ятарлă тĕллевсемпе çыхăннă, вĕсене ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ уйăрнă, яваплисене çирĕплетнĕ. Кăçал пурнăçлама палăртнă 38 тĕллеврен 26-шне ĕçе кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, граждансене авари хăрушлăхĕ пур çуртсенчен куçарассипе эпир плана ирттерсе тултарнă. Чăн пурнăçра мĕн пулса иртнине пăхса хак памалла, вара улшăнусем кĕртме те юрать.
Интерфакс: Конституцие улшăнусем кĕртме май пур-и?
В.П.: Конституци — чĕрĕ организм. Анчах ăна халĕ улăштармалла мар. Кун пирки калаçусем пуррине пĕлетĕп, илтетĕп, куратăп. Çапла тума сĕнекенсен шу-хăшлавне те ăнланатăп. Парламент прависем пирки калас тăк, ăна «тирпейлĕн» улăштармалла. Патшалăх Думин прависене пысăклатмалла тесе шухăшлакан çын-сем те пур. Çав вăхăтрах Конституцин пĕрремĕш пайне вуçех те тĕкĕнме юрамасть. Политологсенчен чылайăшне Конституцири «хушăксем» пурри пăшăрхантарать. Вĕсем чи малтанах Президента харăсах икĕ тапхăра суйланипе çыхăннăскерсем. «Харăсах» сăмаха пăрахăçласа Президент срокĕн икĕ тапхăрне кăна хăварма пулать. Политика конкуренцийĕ çукки пирки те калаçма иртерех. Çĕршывра 54 парти, вĕсенчен 12-шĕ федераци шайĕнче, регистрациленнĕ.
Пиллĕкмĕш канал: ЕС енчен килекен санкцисемпе политика хĕсĕрлевĕ çинчен. Сăмахран, Латвире хыпарлава чараççĕ, Эстонире хирĕçеççĕ… Лару-тăру лайăхланĕ-и?
В.П.: Çак юхăмăн тăкакĕсем питĕ пысăк. ЕСшăн вăл — 50 миллиарда яхăн евро. Кунта укçа кăна мар, ку ĕç вырăнĕсене çухатни те, рынока сиенлени те. Эпир лару-тăрăва лайăх енне улăштарассишĕн тăрăшатпăр. Çав вăхăтрах пирĕншĕн лайăх самантсем те çук мар. Сăмахран, ял хуçалăхĕ. Темиçе çул каялла çак сфера çапла аталанса каять тенине никам та ĕненмен пулĕччĕ. Импорта улăштарма миллиардсем пĕтертĕмĕр. Тĕслĕхрен, пирĕн вертолет машиностроенийĕ те пулман. Халĕ пур. Тинĕс карапĕсем валли двигательсем те туман. Хальхи вăхăтра çĕнĕ йышшисене туса хатĕрлетпĕр. Пирĕн экономика тулаш хăрушлăхсене йышăнма хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ, наци валюти те самаях çирĕпленчĕ.
Крым журналисчĕ: Раççей ачисене тÿлевсĕр сиплеме çук-и? Йывăр чирлисене пулăшма вĕçĕмсĕр укçа пуçтараççĕ…
В.П.: Пирĕн медицина тÿлевсĕр. Хăш-пĕр сегментра уйрăм çынсем тытса тăракан сиплев учрежденийĕсем ĕçлеççĕ. Тĕпрен илсен, çынсене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. Пирĕн çĕршывра ачасем вилесси палăрмаллах чакнă. Эсир 1999 çула аса илтĕр. Демографи кăтартăвĕсем икĕ хутчен: пĕрремĕшĕнче 1943- 1944 çулсенче, иккĕмĕшĕнче 1999 çулта — чакнă. Иккĕмĕш тĕслĕхре вăрçă пулнă тейĕн! Юлашки вăхăтри кăтартусем çапларах: пирĕн 20-29 çулсенчи хĕрарăмсем сахал, çавна май демографие иккĕмĕш, виççĕмĕш ачасен шучĕпе лайăхлатма тивет. Эпир амăшĕн капиталĕпе ĕçлетпĕр. Ипотека парăмĕсене татма патшалăх нумай ачаллисене 450 пин тенкĕ парать. Паллах, пирĕн ачасене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Телеканалсем урлă пулăшма ыйтса укçа пухакан ырă çынсене çак ĕçе тума та чараймăн. Пĕр-икĕ ачана пулăшни те — питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Башинформ: Алкоголизмпа кĕрешес тĕлĕшпе эрех-сăра сутма чарни кăна çителĕксĕр. Ытти мера та йышăнмалла мар-и?
В.П.: Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра антиалкоголь кампанийĕ пырать. Çынсем ăна асăрхамаççĕ те. Нумаях пулмасть Сочире нимĕç бизнесменĕсемпе тĕл пултăм. Вĕсемпе калаçнă май çакă палăрчĕ: таса спирт çине куçарса шутласан Раççейре Германиринчен сахалрах ĕçеççĕ. Пирĕн çĕршыври çынсен пурнăç тăршшĕ те вăрăмланса пырать. Çакă социаллă сферăри пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿсенчен пĕри шутланать. Çакăн сăлтавĕсен шутĕнче — алкогольпе сахалрах усă курни те. Çынсене эрех сиенĕ пирки ăнлантармалла, продукцин тĕрлĕ тĕсне сĕнмелле. Пирĕн пылак эрех тăвасси лайăх аталаннă. Çирĕп меслетсене ĕçе кĕртмесĕрех ку енĕпе усă курмалли майсем çителĕклĕ.
Ведомости: интернет ирĕклĕхĕ çинчен…
В.П.: Ирĕклĕ интернет тата суверенлă интернет — тĕрлĕ ăнлавсем. Саккун тĕллевĕ — пирĕн интернета никам та тулаш çăл куçсенчен татса яма ан пултартăр. Эпир интернета хупса хурасшăн мар, «ют çĕршыв агенчĕ» термина та шухăшласа кăларман. Тĕслĕхрен, Мария Бутина — гражданка, çын. Мĕнле агент пулма пултарать вăл? Тĕрмене хупса хучĕç, 5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварассипе хăратрĕç. Пирĕн административлă айăплав кăна. Малалла вулас...
Валентина БАГАДЕРОВА.
Комментари хушас