- Чăвашла верси
- Русская версия
Ял хуçалăх кооперацийĕ вăй илĕ-ши?
Аграрисене туса илнĕ ял хуçалăх продукцине тупăшлă вырнаçтарма çăмăл мар. Фермер, хушма хуçалăхсене ку тĕлĕшпе ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсем пулăшма пултарĕç. Шел, вĕсем республикăра ниепле вăй илеймеççĕ-ха. Иртнĕ эрнере ЧР Ял хуçалăх министерствинче çивĕч ыйтупа — ял хуçалăх потребитель кооперацине аталантарассипе — «çавра сĕтел» иртрĕ.
Канашлăва ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Татьяна Рябинина, «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе федераци корпорацийĕ» уçă пĕрлешĕвĕн представителĕ Ольга Петрикова, Ял хуçалăх кооперацине аталантарассипе компетенци центрĕн ертÿçи Николай Васильев, вырăнти хăй тытăмлăх, ял хуçалăх кооперативĕсен, потребитель обществин представителĕсем, фермерсем хутшăнчĕç.
Татьяна Рябинина «çавра сĕтел» хушшине пуçтарăннисене Чăваш Енри ял хуçалăх отраслĕнчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса кÿрекен патшалăх пулăшăвĕпе паллаштарчĕ.
2012-2018 çулсенче «Фермер ĕçне пуçăнакансене» федераци тата регион бюджечĕсенчен 418 млн тенкĕ уйăрнă. «Çемье фермине» аталантарма — 400 млн тенкĕ. Çак тапхăрта патшалăх пулă-шăвĕпе усă курма 882 çын заявка тăратнă, çав шутра 292-шĕ илнĕ. Заявка тăратнă 179 фермертан 56-шĕ çемье фермине аталантарма грант тивĕçнĕ. Унăн вăтам виçи — 6,7 млн тенкĕ. Ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсене йĕркелеме, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 149 млн тенкĕ куçарнă. Унпа пурĕ 6-ăн усă курнă. Грантăн вăтам виçи — 19 млн тенкĕ. Малашне те ялти пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшса пырĕç.
Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин заместителĕ Ирина Кошкина пĕлтернĕ тăрăх, банк пĕчĕк тата вăтам бизнеса, ял хуçалăх кооперацине финанс тĕлĕшпе курăмлă пулăшу парать.
— Хальхи вăхăтра Раççей ял хуçалăх банкĕ хăйĕн клиенчĕсене çăмăллатнă йĕркепе кредит сĕнет. Эпир МСП корпорацийĕпе, ЧР Гаранти фончĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Хăйсен бизнесне малалла аталантарма талпăнакан уйрăм пайтаçăсене, предприяти-организацие финанс тĕлĕшпе малашне те пулăшма хатĕр, — палăртрĕ Ирина Николаевна.
Семинарта МСП корпорацийĕ çĕнĕ продукт — ял хуçалăх кооперативĕсене, вĕсен членĕсене — фермерсене — пулăшмалли мерăсемпе паллаштарчĕ. Ăна хатĕрлеме «МСП Банк», Раççей ял хуçалăх банкĕ, Раççей агролизингĕ тата РФ Ял хуçалăх министерстви, Раççейри фермер /хресчен/ хуçалăхĕсен, ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕ, ял кредичĕн тата ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен пĕрлешĕвĕсем хутшăннă. Палăртнине пурнăçа кĕртме — ял хуçалăх кооперативĕсене тата членĕсене /производство тытса пыракан фермерсене/ чĕр тавара тирпейлеме, сутма, çăмăллăхпа кредит илме — РФ Ял хуçалăх министерстви, Раççей ял хуçалăх банкĕ, Раççей агролизингĕ, «МСП Банк» та пулăшĕç.
— Раççей Президенчĕн хушăвĕсем ял хуçалăх кооперацийĕн тытăмне туса хурассипе çыхăннă, — терĕ канашлура «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе федераци кооперативĕ» пĕрлешĕвĕн представителĕ Ольга Петрикова. — Вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн хушма хуçалăхсене, фермерсене ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем йĕркелеме хавхалантаракан комплекслă мерăсем йышăнмалла.
Ял хуçалăх кооперацийĕсене аталантарассипе регионта компетенци центрĕсене палăртнă. Центрсен тĕп тĕллевĕ — кооперативсене, фермер /хресчен/ хуçалăхĕсене информаци- консультаци тата методика пулăшăвĕ парасси, бизнес-план, федераци, республика хыснинчен субсиди илме документсем хатĕрлеме, семинарсемпе сессисем йĕркелесе ирттерме пулăшасси тата ыт.те. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА.
Комментари хушас