Улăхри сарă куçлă "хĕрсем"
Юрату чечекĕ теççĕ ăна тепĕр майлă. Сăмахăм салтак тÿми пирки. Сăпайлă çак курăк уяв палли пулма та тивĕçнĕ. Çапла, паян - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Савакансем, юратакансем, мăшăрсем пĕр-пĕрне салтак тÿми парнелеççĕ. Çак уява вун виççĕмĕш ĕмĕрте Муромра пурăннă Петрпа Феврони çветтуйсене халалланă. Асăннă мăшăра Христос тĕнне ĕненекенсем çемье хÿтĕлевçисен вырăнне хураççĕ. Вĕсен пысăк юратăвĕ пирки Ермолай Эразм Петрпа Феврони çинчен çырнă повеçре анлăн çутатнă. Петрпа Феврони пурăннă вăхăтрах ытти мăшăршăн тĕслĕх пулса тăнă. Легенда тăрăх Петр йывăр чирленĕ. Кнеçе амакран Рязань тăрăхĕнчи Ласковая ялĕнчи вăрманçă хĕрĕ Феврония сыватнă. Чипер хĕре Петр качча илнĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне парăнса, питĕ килĕштерсе, юратса пурăннă. Пурнăçран та пĕр кунрах - утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче - уйрăлнă.
Унтанпа тĕне ĕненекенсем утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче çемье управçисене чыслаççĕ. 2008 çултанпа вара эпир ăна Раççейре уяв пек анлăн палăртатпăр. Çак кун хуласенчи тата район центрĕсенчи мăшăрлану керменĕсенче нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чыслаççĕ, "Юратупа шанчăклăхшăн" медальсемпе хавхалантараççĕ.
Паян çемьепе, юратупа çыхăннă уяв чылай. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче те Çемье кунне уявлатпăр. Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче юратнă çыннăмăрсене саламлатпăр. Праçник нумай та-ха, анчах хутшăнусен тасалăхне, çемье телейне упрама тăрăшатпăр-и? Уйрăлакан йыш çав-çавах пысăк пулни пăшăрхантарать. Хĕрсемпе каччăсем çырăнмасăр пĕрле пурăнма тытăнни /гражданла мăшăрлану теççĕ-ха ăна вĕсем/, хăналăх мăшăрлану /упăшкипе арăмĕ тĕрлĕ вырăнта пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана кăна çÿреççĕ/ модăна кĕни çемье институтне хавшатни куç кĕрет. Чăн юратăва упраса таса туйăмпа пурăнакан мăшăр, шел те, сахал. Ватлăх çулне çитсен уйрăлса каякансем те пур. Арçынсем аякри хуласене ĕçлеме çÿрени те çемьесене самай хавшатрĕ. Хĕрарăмсем те, арçынсем те еркĕнсемпе пурăнма тытăнчĕç. Этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ çакна "çапла пулмалла" та тенешкел йышăнать. Юттипе тÿшек ăшăтни уншăн темех мар имĕш, чи кирли - чунĕнче вăл арăмнех юратать иккен. Кун пек чухне юрату пирки сăмах та пулма пултараймасть. Тасалăх çук çĕрте ун валли вырăн çук. Чиперуксем те чыслăха, тасалăха упрассишĕн сĕре тăрăшмаççĕ. "Хĕрлĕх паян модăра мар",- теççĕ те - пулчĕ те. Хутшăну епле йĕркеленесси çакăнтанах килет мар-и? Арçын сиккине сиксе çитереймĕн. Тем тесен те этемлĕхĕн черчен çуррийĕ таса пулмалла. Чыслăхпа тасалăх нихăçан та модăран тухмаççĕ. Пĕр-пĕрне яланах чун илемĕпе савăр. Хитре юратăр! Тата, паллах, салтак тÿмипе юмăç яма ан манăр. Ĕненĕр, çак чечек сире кăмăлсăрлантармасть, тăтăш "юратать" тени тухать. Уяв ячĕпе!