Çитес çулхи тата чаплăрах пултăр тесен...
Чăваш халăхĕн чи сумлă уявĕсенчен пĕрне - Республика кунне - паллă тума тахçанах хатĕрленме пуçлатпăр. Вунă çул ытла ĕнтĕ вăл хула уявĕ çеç мар, республика ертÿлĕхĕн хушăвĕпе ăна, тĕрĕсрех, Республика кунне паллă тума тивĕçлисен конкурсĕн çĕнтерÿçине, çулталăк маларахах палăртаççĕ. Кăçал чаплă çак тивĕçе Комсомольски районĕ пурнăçларĕ, çав вăхăтрах çитес çул кам пулассине те пĕлтĕмĕр. 2015 çулта Республика кунне Канаш районĕ йышăнĕ.
Çак тапхăрта Чăваш Енри районсенчен чылайăшĕ /Етĕрне, Шăмăршă, Елчĕк, Куславкка, Вăрмар, Йĕпреç, Муркаш тата ытти те/ тăван халăхăн сумлă уявне хăйĕн çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Мĕн пачĕ пире çакă? Ун пирки вăл е ку тăрăхра пурăнакан кашни çын тĕрлĕрен хуравланă пулĕччĕ, анчах пĕр саманта - кирлĕ пире çак уяв тенине - палăртĕччĕ. Мĕншĕн? Манăн шухăшăмпа, пире вăл хамăра тирпейлĕ пулма, яваплăха ÿстерме хистет. Хăнасене чăваш яланах тарават пулнă. Çак куна тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пÿрт-çуртне, кил тĕрĕшне йĕркене кĕртнĕ, тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ. Район шайĕпе илсен те çавнах каламалла. Çулталăк тăрăшшĕнче ятарлă темиçе проекта пурнăçа кĕртме тивет. Ял е сала территорине тирпейлесе хитрелетни - пĕр япала. Унсăр пуçне тĕрлĕ тытăмри ĕçсене те пурнăçламалла: продукци кăларма пĕр-пĕр цех уçмалла е пурăнмалли çурта хута ямалла, халăха йышăнма фельдшерпа акушер пункчĕ тумалла е музей валли хăтлă кĕтес тупмалла...
Унсăр пуçне ял çынни ютран килнĕ хăнасемпе курнăçса чунне килентерни пирки те манмалла мар. Йĕркене кĕнĕ тăрăх - çав кун районта Акатуй иртет. Унта вара юрă-ташă ăстисем Шупашкартан çеç мар, Чăваш Ене çак кун килсе çитнĕ чи сумлă коллективсем те хутшăнаççĕ. Сăмахăма халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ çине куçарма та вăхăт. Вăл кăçал çирĕм иккĕмĕш хут иртрĕ. Çак тапхăрта республикăра темиçе çĕр-шыв коллективĕсем те пулса курнă. АПШ, Египет, Турци, Итали, Германи, Китай, Эстони, Казахстан, Беларуç, Иран тата ыттисен артисчĕсем Шупашкарти, районсенчи тÿремсемпе лапамсенчи ятарлă сценăсем çинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Ку çеç-и? Юрă-ташă ăстисенчен ал ĕç маçтăрĕсем те юласшăн мар. Декораципе хушма искусствăн Пĕтĕм Раççейри вун иккĕмĕш "Руç ăстисем" конкурсне те ирттертĕмĕр кăçал. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне иккĕмĕш хут йышăнтăмăр. Тĕрĕссипе, маларах та пулнă-ха вăл, анчах ăна ун чухне общество организацийĕ - Чăваш наци конгресĕ - шайĕнче çеç йĕркелесе пынă. Халĕ акă çак яваплăха республика ертÿлĕхĕ хăй çине илчĕ.
Республика кунĕпе çыхăннă кăçалхи программăра çнĕлĕхсем пулнине асăнса хăвармаллах. Тĕрлĕ фолкфестивальсем пирки сăмах тапратиччен ачасен Акатуйĕ çинче чарăнса тăрасшăн. Унашкалли пулманччĕ-ха халĕччен. Ун пуçаруçисем - Мускав район администрацийĕ тата унти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем. Лăйăх япала. Малала та ирттересчĕ ăна. Паллах, çак шайра кăна мар. Мĕн сунас тетĕп: ача-пăча вăййисене ытларах курас килет. Мĕн тери нумай пулнă вĕсем пирĕн: "çĕрĕк çăпаталла" та вылянă, "çерем пăсса вир те акнă", "япала пуçтармаллине" те тиркемен. Пĕрене çине, тепĕр чух çĕр çине те, шăкăрин ларса тухаттăмăр. Ертсе пыраканне суйлаттăмăр. Вăл вара сăвă йĕркисем калатчĕ:
"Тухать" сăмах кам патне çитет, çавă пĕр япала парать. Тепĕр çаврăм тусан тепри парать... Кайран вара япала валеçме пуçланă. Ертсе пыраканĕ ыйтатчĕ: "Ку япалапа мĕн тумалла?" Кăшкăраттăмăр: ташламалла, юрламалла, йытă пек вĕрмелле...
Ача-пăча йăли-йĕркисене, вăййисене республика халăх пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсенчен лайăх пĕлекенĕ тата кам пур-ши? Паллах, паянхи ватăсем, тавра пĕлÿпе кăсăкланакансем, шкулти вĕрентÿçĕсем ас тăваççĕ пулĕ. Çапла калассăм килет: ачасене ача вăййисене вĕрентмелле, аслисен кĕвĕ-çеммисĕрех пур вĕсем валли илемлĕ юрă та, ташă та. Акатуя, паллах, пĕтĕм ача-пăча хутшăнаймасть. Çавăнпа та шкул, унтан ял тăрăхĕ, каярах район шайĕпе смотр-конкурс ирттермелле, чи-чи маттуррисене республика Акатуйне суйласа илмелле. Пĕр çулне вăл е ку шкул ачисем хутшăнĕç, çитес çул валли теприсем тата вăйлăрах хатĕрленĕç. Çапла майпа шăпăрлансен хушшинче ăнтăлу, хавхалану çуралĕ.
Кăçалхи Акатуй тĕп хулан чи сумлă вырăнĕнче - Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ. Çак пулăмшăн мĕн чухлĕ ăнтăлман-ши? Халĕ акă кăлăхах мар-и тесе шухăшлакансем те пур. Акă мĕншĕн: тÿремри ятарлă сцена çинчи концерт ытти вун-вун мероприятирен ним чухлĕ те уйрăлса тăмасть. Акатуй вара, сухапа çĕр туйĕ, ниçта тамар, çĕр çинчех иртмелле мар-и вара? Этем тени çапла вăл - нимпе те юрама çук ăна. Вулавçăсем тата мĕн шухăшлаççĕ-ши? Çав сĕнÿсем çитес çулхи уява тата та чаплăрах тума пулăшĕç.