Производство кама кирлĕ?

15 Чÿк, 2019

2005 çултан пуçласа 2019 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн 1570 лаптăкне — 2374 гектара — промышленноç тĕллевĕллĕ территорие куçарнă.

Çынсем çак ĕçе тĕрлĕрен хаклаççĕ. Пĕрисем: «Мĕншĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пĕчĕклетсех тăратăр, ЯХПКсемпе фермерсене тупăш ытларах илме памастăр?» — теççĕ. Теприсем промышленноç зонине кĕртсе çывăхра йÿçек шăршă кăларакан завод е цех тăвасран шикленеççĕ. Иртнĕ 30 çул хушшинче Раççейри, вăл шутра Чăваш Енри, ял-хула таврашĕнче çавнашкал çĕр-çĕр предприяти уçса çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерчĕç.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре промышленноç зонине куçарса, унта производство йĕркелесе, тĕрлĕ продукци туса вырăнти халăха питĕ пысăк усă пани пирки кам та пулин иккĕленет-ши? Çапла, малтан çав лаптăксенче ял хуçалăх культурисене акса-лартса çитĕнтернĕ. Тен, вĕсене промышленноç тĕллевĕллĕ категорие кĕрттерни колхоз-совхоз ветеранĕсене килĕшмест те — ĕлĕкхи пекех тыр-пул акса çитĕнтернине курасшăн. Анчах про-мышленноç предприятийĕсем ял хуçалăхĕнчен тупăш ытларах панине е ял çамрăкĕсемшĕн пурăнмалли çурт-йĕр туни пысăкрах пĕлтерĕшлине шута илмесĕр аталану çулĕпе каяймăпăр. Асăннă çулсенче çав лаптăксем хыснана нумай млрд тенкĕлĕх пайта кÿнĕ, çынсене шалу ĕçлесе илме май панă.
Ку çĕре промышленноç зонине ытларах кĕртсе тĕрлĕ производство йĕркелесе ярасси çинчен совет тапхăрĕнче те нумай калаçатчĕç. Çапах та ырă тĕллевсенчен нумайăшĕ пурнăçланмарĕ. 1990-2000 çулсенчи политикăпа экономика реформисем те çĕре тÿрех ĕçлеттереймерĕç. Иртнĕ çулсенче ăна продукци туса илес тата кăларас ĕçе явăçтарса социаллă пурнăç ыйтăвĕсене ытларах татса пани савăнтарать. Çапах та республика халăхне ĕç укçи парса тăракан завод-фабрика хальхинчен темиçе хут ытларах кирлĕ. Çавăнпа ку ĕçе татах вăйлатмалла пек туйăнать. Ялсенче предпринимательсене, ЯХПКсене, фермерсене бизнес йĕркелеме çĕр кирлĕ тĕк — ыйтăва кĕске хушăрах татса памалла.
«Хыпар» вулаканĕсене «Сычуань-Чăваш Ен» агропромышленноçпа суту-илÿ компанине Пăрачкав районĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре тара панине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл пирвай 3 пин пуç ĕне выльăх усрама комплекссем тăвасси çинчен пĕлтернĕччĕ, халĕ 10 пин ĕне выльăха вырнаçтармалăх хута ярасшăн. Çавăнпа компание ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр татах кирлĕ, ăна Çĕмĕрле районĕнче тара пама ыйтать. Ыйтăва татса парсан тин ĕне комплексĕ тăвас ыйту татăлать, ăратлă выльăх та туянаççĕ. Кĕскен: районти çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, çемьесем ялсенчен хулана куçмаççĕ, ачасем çуралаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.