Тарса килнисене пулăшмаллах

7 Утă, 2014

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова республикăра Украинăран тарса килнисене пулăшас енĕпе ĕç ушкăнĕ туса хуни çинчен пĕлтернĕ. Утă уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне ФМСăн Чăваш Енри управленийĕнчен Украина территорийĕнчен килнĕ 49 çемье /пĕтĕмпе 75 çын, вĕсенчен 17-шĕ - ачасем/ кунта вăхăтлăх пурăнма ыйтнă. Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 4-мĕшĕччен Чăваш Енре Украинăран килнĕ çемьесенче тата икĕ ача çуралнă.

Тĕпрен илсен Украина гражданĕсем тăванĕсем патĕнче пурăнаççĕ, вĕсене тÿлевсĕр медпулăшу кÿрессине йĕркеленĕ. Асăннă кунсенче 25 çын республикăри медицина учрежденийĕсенче медпулăшу ыйтнă.

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пурăнакан 83 çын украинсене вăхăтлăх пурăнма пÿлĕмсем пама кăмăл тунă, 13 çемье çак майсемпе усă курнă. ФМСăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Черничкин пĕлтернĕ тăрăх - кунта тата 250 çын килесшĕн, хальлĕхе вĕсем Ростов облаçĕнче.

Михаил Игнатьев кÿршĕ патшалăх гражданĕсене вăхăтлăха пурăнма йышăнмашкăн хатĕр çемьесене тав тунă, вырăнти влаç органĕсен ертÿçисене çак ыйтăва куçран вĕçертме юраманни пирки асăрхаттарнă, куçса килекенсене ĕçе вырнаçмашкăн пулăшма сĕннĕ.

Раççей Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, видеоконференцие хутшăннăскер, республика ертÿçисене Украинăн кунта тарса килекен гражданĕсене пулăшнăшăн тав тунă. "Чăваш Енре харăсах ыр кăмăллăх виçĕ фончĕ укçа-тенкĕ пухма хутшăнать - Раççейре унашкал регион урăх çук", - тенĕ Галина Николаевна.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă. Районсен администрацийĕсен кăтартăвĕсем тăрăх - утă уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне 70,7 пин гектар çинчи /çулмалли лаптăкăн 73%/ нумай çул ÿсекен курăксене çулнă.

Топливăпа энергетика комплексĕн, ЖКХ тата социаллă сфера объекчĕсене хĕле хатĕрлесси çинчен строительство министрĕ Олег Марков каласа панă. Ĕçсем графикпе килĕшÿллĕн пыраççĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ЖКХ объекчĕсене çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси 43% танлашнă. Хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнĕ хыççăн районсемпе хуласен тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисен усă курнă çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли парăмĕ 37,2% чакнă.

Çĕмĕрлери тата Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХ ĕçĕ тĕлĕшпе çав-çавах çивĕч ыйтусем пур. Çĕмĕрлере пурăнакансем Михаил Игнатьевран вĕри шыв çукки пирки радиоэфирта пулăшу ыйтнă. "Хула влаçĕсен хăйсем çине яваплăх илмелле, Çĕмĕрлен хутса ăшăтмалли тытăмне реконструкцилес тĕлĕшпе йышăну тумаллах. Хула çыннисемшĕн хăтлă условисем йĕркелес ыйтăва çирĕп сăнаса тăмалла", - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Вăл çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхне Александр Сироткина нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе "Новэк" управляющи компани хутшăнăвĕсем тĕлĕшпе малашне те алă усса ларма юраманни пирки асăрхаттарнă. "Эсир хулара социаллă çивĕчлĕх çурататăр", - хакланă Михаил Игнатьев вырăнти администраци ĕçне.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин республикăри вак суту-илÿ сетĕнче хамăр патра туса кăларакан алкоголь продукцине сутассипе çыхăннă информаципе паллаштарнă. Статистика органĕсен кăтартăвĕсем тăрăх - 2013 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче алкоголь шĕвекĕсен тата сăра суту-илĕвĕн калăпăшĕ 1,3% ÿснĕ. Вак суту-илÿ сетĕнчи пĕтĕмĕшле суту-илÿ калăпăшĕнче вырăнти производство продукцийĕн тÿпи 2013 çулта 40,6% пулнă.

Автор: