Ярмăрккапа Акатуйра кăмăл-туйăм çĕкленет...
Кĕçнерни кун Çĕрпÿ хулинче Тихвин ярмăркки уçăлнă. Çулленех вăл хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕ çумĕнчи лапамра республикăра пурăнакансене кăна мар, кÿршĕ регионсенчен килекен хăнасене те пухать.
Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева кĕвĕ ăстисем пĕрер çаврăм юрă шăрантарса, ырă сунса кĕтсе илчĕç. Çĕрпÿ тăрăхĕнчен çеç мар, кÿршĕ районсенчен те пуçтарăннă сутуçăсем ăна вун-вун тĕрлĕ тавар кăтартрĕç. Михаил Васильевич пĕрне те тепĕрне пахаларĕ, ăна-кăна ăçта сутнипе кăсăкланчĕ. Продукци туянакансемпе калаçрĕ. "Мана ку ярмăрккана пĕрремĕш хут хам çуралнă Кĕçĕн Турхан ялĕнчен урапа çине лартса лашапа илсе килчĕç. Питĕ савăнтăм. Пĕчĕк ача кăна пулсан та - темĕн те пĕр курса тĕлĕнтĕм, - терĕ М.Игнатьев. - Тавар халĕ темиçе хут нумайрах".
"Тĕрĕсех калатăр, - сăмах хушрĕ пенси çулне çитсе пыракан çын. - Ярмăрккара пурте пур, анчах Чăваш театрĕн спектаклĕ çитмест. Мĕншĕн ăна уçă вырăнта, Çавал хĕрринче, кăтартмалла мар?"
Михаил Игнатьев çава сутакан патĕнче чарăнса тăчĕ. "Мĕн хак?" - кăсăкланчĕ вăл. "Çавипе, аврипе, тытăнтаркăчĕпе пĕрле пĕри 700 тенкĕ, - хуравларĕ Красноармейски районĕнчи Енĕшкасси ялĕнчен килнĕ Михаил Емельянов. - Çавасăрри - 500".
Шупашкар районĕнчи Çатра Марка ялĕнчен килнисем йывăçран касса ăсталанă савăт-сапа туянма сĕнчĕç. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан экспозицийĕсем те кăсăклă.
Çĕрпÿсем ĕнер хăйсен Акатуйне те ирттерчĕç. Кăçал вăл тавраран пухăннисене сакăр вуннăмĕш хут савăнтарчĕ. Хĕрсем вăйă картине тăрса чăваш юррине шăрантарчĕç. Вăл Аслă Çавал тăрăх инçете-инçете ян та ян! кайнăран Суха пуçпе Çĕр туйне пуçланă пекех туйăнчĕ.
«Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 16 пин гектар ытла акса плана ирттерсе тултартăмăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов. - Иртнĕ çулсенче çум курăк ашкăрнă лаптăксене çуллен пусă çаврăнăшне кĕртетпĕр. Сухаламанни-акманни 930 гектар çеç юлчĕ. Ăна кĕркуннеччен сухаласа акатпăр. Малтан панкрута тухнă 11 предприяти ура çине тăчĕ, вĕсенче 200 çын ĕç вырăнĕ тупрĕ».
Райадминистраци пуçлăхĕ район аталаннине çирĕплетекен тĕслĕх чылай илсе кăтартрĕ. «Эпĕ Çĕрпÿсен ярмăрккине пухăннисене, Тутарстанран килнĕ хăнасене Акатуй уçăлнă ятпа саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Çĕрпÿ районĕн ÿсĕм, хăш-пĕр енĕпе аван кăтартусем те пур. Паллах, ку сире савăнтарать, кăмăлăра уçать. Çĕрпÿ хули, ял тăрăхĕсем çĕнелсе пыраççĕ. Вĕсем пурин чун-чĕрине те шанăç кÿреççĕ».
М.Игнатьев республикăра пурăнакансем куллен тĕл пулакан йывăрлăхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Туса илнĕ тавара ăнăçлă сутассишĕн пыракан тупăшу вăйлансах пырать. Рынок çĕнĕрен те çĕнĕ продукципе, пулăшу ĕçĕпе тулать. «Пирĕн бизнес пĕрлĕхĕсен паянхи пурнăç ыйтакан технологисемпе усă курса чикĕ леш енче сутма паха тавар туса кăлармалла, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Эпир хальхи вăхăтра çĕр ĕçĕнче те, выльăхран продукци илес енĕпе те çĕнĕ технологисемпе усă куратпăр. Вĕсене çĕр-шывра чылай çĕрте, вăл шутра пирĕн республикăра та, кÿршĕ регионсенче те ĕçе кĕртнĕ».
Уяв тĕпелĕнче ветерансем ытларахчĕ. М.Игнатьев вĕсене, «Республика хыснинчи кашни тенкĕпе тухăçлă тата перекетлĕ усă куратпăр», - терĕ. Нумаях пулмасть Çĕрпÿре ача сачĕ уçнине пĕлтерчĕ, çитес çулсенче, кирлĕ пулсан, тепре уçма шантарчĕ. 2016 çултан республикăра пĕтĕмĕшле вăтам шкулсен çурчĕсене тумалли программăна пурнăçлама тытăнĕç, спортпа физкультура çурт-йĕрне тăвĕç.
Уява пуçтарăннисене Акатуй уçăлнă ятпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешков, Вадим Николаев тата Валерий Павлов саламларĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ район ĕçченĕсен пысăк ушкăнне республикăн, министерствăсен наградине, ЧР çамрăксен премийĕн Дипломне, патшалăх пулăшăвне тивĕçекен фермерсене миллионшар ытла тенкĕ уйăрассине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ.
Комментари хушас