Пахча çимĕçе мĕнле тата ăçта сутмалла?
«Хыпар» Издательство çурчĕ юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче кил хуçалăхĕсенче, ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче туса илнĕ пахча çимĕçе, çав шутра çĕр улмине, суту-илÿ организацийĕсене, продукцие йышăнакан предприятисене вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусемпе «тÿрĕ лини» ирттерчĕ.
Фонд пулăшать
Вĕсене телефонпа ял-йышран издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина йышăнчĕ, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Лисицын, апат-çимĕç фончĕн тĕп директорĕ Александр Богданов, министерствăн инноваци, отрасль аталанăвĕпе çĕр ĕç пайĕн ертÿçи Владимир Васильев хуравларĕç.
А.Богданов министерство хушнипе 2016 çулта информацин «Нашсельхоз» электрон суту-илÿ площадкине йĕркеленине, фонд унăн операторĕ пулса тăнине, площадкăна ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене, хресчен-фермер хуçалăхĕсене тавара посредниксемсĕр сутма пулăшас тĕллевпе, ăна ваккăн е курттăммăн туянакансен ыйтăвне тата патшалăхпа муниципалитет саккасĕсене бюджет учрежденийĕсемшĕн тивĕçтерме никĕсленине пĕлтерчĕ.
— Аграрисене площадкăра тĕрĕс регистрациленме пулăшас тесе районсенче яваплă специалистсене çирĕплетнĕ, — терĕ. — Фонд курссем йĕркелесе вĕсене ятарласа вĕрентет. Хуçалăхсене унта тÿлевсĕрех шута илеççĕ. Регистрациленме кăткăс мар, пароле, телефон номерне, юридици адресне палăртмалла çеç. Площадкăна информаци вырнаçтарас ыйтăва Ольга Юрьевна Бондарева специалистпа /тел.: 8/352/57-03-96/ телефонпа çыхăнса татса памалла. Паянхи кун тĕлне унта республикăри 300 ытла ял хуçалăх организацийĕпе хресчен-фермер хуçалăхĕ регистрациленнĕ, ĕç малалла пырать, шута илнисен йышĕ çуллен хушăнать. Вĕсен ретĕнче — Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Чăвашçăкăрпродукчĕ» общество, ытти пысăк тата пĕчĕк предприяти. Площадкăна кĕрсен сутма çеç мар, туянма та çăмăлрах. Пирĕн электрон площадки — Раççей Федерацийĕн «Нашсельхоз» ял хуçалăх биржин регион сегменчĕ. Чăваш Ен аграрийĕсем пахча çимĕçе, ытти продукцие сутасси çинчен площадкăра пĕлтернĕ информаципе Çĕр чăмăрĕн кирек хăш кĕтесĕнче те паллашма пултараççĕ.
Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнчи Олег Шпаков фермер продукци туса илекенсене «Нашсельхоз» электрон площадкине компьютерпа кĕме йывăррине палăртрĕ, унпа усă курмалли йĕркене ансатлатма ыйтрĕ.
Фонд пахча çимĕçе, ытти продукцие вырнаçтарас ĕçе çуркуннех пуçлать. Аграрисем туянакан пĕтĕм материал хакĕн пĕр пайĕшĕн вăл куçаракан аванс шутĕнчен е тырăпа улăштарса минерал удобренийĕпе, çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе тивĕçтерет. Юлашки çулсенче уншăн-куншăн тÿрех укçа тÿлесе туянакансен йышĕ те хушăннă. Кăçал фонд ресурс компанийĕсене маларах тÿлеме аванс 100% уйăрнă.
Ярмăрккăсем ĕçленĕ
Шăмăршă районĕнчи Зинаида Владимировнăна кил хуçалăхĕсенче туса илнĕ пахча çимĕçе сутас ыйту канăç пмасть.
— Хула тăрăхĕсенче «Кĕр мăнтăрĕ» ярмăрккă кашни канмалли кунсенчех иртет, унта республикăри кил хуçалăхĕсенче çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе улма-çырлана чы-лай сутаççĕ, — терĕ ял хуçалăх министрĕн çумĕ. Ялсенчен килнисене сутма вырăн тÿлевсĕрех уйăраççĕ. Министерствăна пĕлтернĕ информацирен халăха çĕр улми — 357, пахча çимĕç 127,8 тонна сутнă. Вĕсене хупас умĕнхи çĕр улмин кашни килограмĕн хакĕ — 6-10, купăстан — 13-17, пуçлă суханăн — 12- 18, кишĕрĕн 14-17,5 тенкĕпе танлашать. Уçнă чухнехипе танлаштарсан потребительсемшĕн кашни килограмм çĕр улми — 16,5%, кишĕр — 17,7%, пуçлă сухан — 12,8%, купăста 13,3% йÿнелнĕ. Вĕсене ватă çынсемпе инвалидсен килне çитерсе парассине йĕркеленĕ. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне Шупашкарти тĕп пасарта курттăммăн сутакан çĕр улмин кашни килограмĕ — 7-10, купăстапа хĕрлĕ кăшманăн — 10-15, кишĕрĕн — 12-15, пуçлă суханăн 12-16 тенкĕ пулнă.
Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем туса илнĕ пахча çимĕçĕн сутлăх хакĕ халĕ еплерех- ха?
Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнчипе танлаштарсан ку уйăхра самай хаклăрах сутаççĕ, — терĕ С.Лисицын. — Сăмахран, халĕ кашни килограмм çĕр улмине — 6,5-8,5, купăстана — 7-7,5, кишĕре 7-7,5 тенкĕлле.
Чăваш Ен тулашĕнче сутас текенсене Регионсенче ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен ассоциацийĕпе çыхăнма сĕнчĕ. Вăл аграрисене пасарсенче вырăн уйăрассишĕн Чăваш, Мари, Удмурт республикисен, Саратов облаçĕн правительствисемпе килĕшÿ çирĕплетнĕ, Мускав хулипе тата облаçĕпе, Белгород, Тула, Ярославль, Тверь, Ростов, Рязань облаçĕсемпе, ытти регионпа тачă çыхăнса ĕçлет. 2015 çултанпа Чăваш Ен аграрийĕсене Мускаври ярмăрккă-фестивале тÿлевсĕрех хутшăнма май туса парать. Унта продукци сутас текенсен ЧР Ял хуçалăх министерствине 64-22-40 номерпе шăнкăравламалла.
Ытти кун сутнă чухне /ярмăрккăра мар/ кашни тăваткал метр автовырăншăн Канаш пасарĕнче — 35, Шупашкарти «Çурçĕр» суту-илÿ комплексĕнче — 100-500 тенкĕ, А.Николаев космонавт летчик урамĕнчи ярмăрккăра — 1600 тенкĕрен пуçласа, Çĕмĕрле хулинчи «Симĕс пасарта» 200-400 тенкĕ тÿлемелле. 10 кг таран сутма тăрсан тÿлевсĕрех вырăн параççĕ. Шупашкарти тĕп пасарта кашни тăваткал метр вырăншăн — 70, погонлă метршăн – 100, автовырăншăн 120-180 тенкĕ ыйтаççĕ.
Кооперативсем йĕркелемелле
В.Васильев пахча çимĕçе суту- илĕве вырнаçтарассипе Канаш районĕнчи «Пионер» агрофирма ĕçе пикеннине, Элĕкпе Етĕрне районĕсенче кооператив йĕркелессине палăртрĕ.
Антонина Викторовна Ка наш районĕнче совет тапхăрĕ-нче халăхран продукци йышăнса тирпейленине аса илчĕ. «Паян пахча çимĕçе, пан улмине ăçта вырнаçтарма май пур-ши?» — тесе ыйтрĕ.
— Шултра паха стандартлă пан улмине Чăвашпотребсоюз нумай йышăнать, — терĕ министр çумĕ. — Вăл çулталăкра мĕн пур йышши организацисенчен тĕрлĕ продукци, çав шутра пахча çимĕçпе çĕр улми — 900 млн, вăл шутра кил хуçалăхĕсенчен 500 млн тенкĕлĕх туянать. Пан улми вырнаçтарас ыйтупа Комсомольски ялĕнчи «Кооператор» предприятие шăнкăравлама сĕнетĕп. Пахча çимĕçе Элĕк райповĕнче те тирпейлесе савăта тултараççĕ.
«Кăçал пан улми тухăçлă пулчĕ», — терĕ Куславкка районĕнчи Степанида Житова. Ăна вырнаçтарасшăн иккен. Республикăра ытлашшине пухса Çĕпĕрти регионсене, Владивостока ăсатма ыйтрĕ. Министр çумĕ хальлĕхе унта Чăваш Енрен турттарманнине пĕлтерчĕ.
Ял-йыш ытлашши продукцие сутайманшăн кулянни чăваш писателĕн Владислав Пастуховăн /Тăвай ялĕ/ телефон кĕпçинчен чĕтренсе илтĕннĕ сассинчен те сисĕнчĕ. «Патшалăх тата муниципалитет органĕсем ертсе пынипе халăха сутма пулăшаймаççĕ-ши?» — кăсăкланчĕ вăл.
— Куславкка районĕнчи «Энĕш» хресчен-фермер хуçалăхĕ кил хуçалăхĕсенчен кашни килограмм кишĕре — 10, вĕтĕ те касăк-кĕсĕк çĕр улмине «Чăваш Ен крахмалĕ» тата «Пăрачкав крахмалĕ» предприятисем — 2,5, И.Гафаров фермер 2-4 тенкĕлле йышăнаççĕ, — пĕлтерчĕ министр çумĕ.
Валентина Степановна Беларуçран куçса килнĕ В.Никитин предприниматель хăй вăхăтĕнче Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ялĕнче пахча çимĕçе кĕленче савăта тултарса маринадланине ырăпа аса илчĕ, çавнашкал предприяти уçас ыйтăва çĕклерĕ. Продукцие тирпейлессине, вырнаçтарассине Комсомольски районĕнчи Юрий Николаевичпа Валентина Николаевна та çĕклерĕç, предприятисем уçма, управсем тума ыйтрĕç. С.Лисицын вĕсен проекчĕсемпе министерствăна пыракан бизнесменсене хапăл йышăнассине систерчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Янтарь» общество халăхран пухакан кашни килограмм пахча çимĕçшĕн /пуçлă сухан, хĕрлĕ кăшман, кишĕр, купăста, çĕр улми/ — 8 тенкĕ таран, Комсомольскинчи «Кооператор» пан улмишĕн тата кавăншăн 5-шер, кишĕршĕн 7-шер тенкĕ тÿленине пĕлтерчĕ, Комсомольски районĕнчи предпринимательсене пахча çимĕçпе улма- çырла пухма тата вырнаçтарма кооператив йĕркелемешкĕн, ăна аталантарма министерство урлă грант илмешкĕн проект тăратма сĕнчĕ.
Шкул-садике те кирлĕ
А.Богданов Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртри Николай Еллин, Шупашкар районĕнчи Николай Платонов ыйтăвне хуравласа кил хуçалăхĕсенчен кашни килограмм çĕр улмине фонд складĕнче 6,5 тенкĕлле, ытти пахча çимĕçе, вăл шутра севока, йышăннине хыпарларĕ. Анчах ре-спубликăри шкулсемпе ача сачĕсене вырнаçтармашкăн продукцире хими им-çамĕ/пестицид т. ыт. те/ нормативран ытла маррине фонда çирĕплетме патшалăхăн Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи хими службинчен тивĕçлĕ документ илмелле. А.Богданов мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене продукцие посредниксемсĕр тата унăн пĕр пайне çуркунне сутма сĕнчĕ. Малалла вулас...
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
Комментари хушас