Килĕшÿ çирĕплетмесĕр ĕçлени саккуна хирĕçлет
Шупашкарта çулсерен çĕнĕ çуртсем хута каяççĕ. Çĕнĕ хваттерсене куçиччен хуçасем юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Чылайăшĕ юсавçăсемпе килĕшÿ тумасть. Çакă хула, республика бюджечĕшĕн - пысăк çухату.
Строительство сферинче официаллă йĕркепе ĕçлеменнисене тупса палăртас тĕллевпе паян тĕп хулан Калинин районĕн администрацийĕн представителĕсем полици ĕçченĕсемпе пĕрле "Çĕнĕ хула" микрорайонта рейд йĕркелерĕç. Шупашкар проспектĕнчи 25-мĕш çуртри темиçе хваттерте ĕçлекенсем тупăнчĕç. Пĕрисем урăйне плитка çыпăçтараççĕ, теприсем стенасене якатаççĕ... Анчах пĕри те тара кĕрĕшсе ĕçленине йышăнмарĕ. Тăвансен хваттерĕнче, юлташсене пулăшатпăр.... Çапларах хуравсемпе калаçуран парăнма тăрăшрĕç вĕсем. Çапах та тĕрĕслев ахальлĕн иртмĕ. Рейд вăхăтĕнчи информацие налук органĕсене пĕлтерĕç. Вĕсем кашни ĕçчен тĕлĕшпе çырнă актпа тĕрĕслевсем ирттереççĕ.
"Кунашкал рейдсене кашни эрнерех йĕркелетпĕр, - пĕлтерчĕ Калинин район администрацийĕн ЖКХ, хăтлăх тата суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Юрий Тумашков. - Çулталăк пуçланнăранпа 500 ытла хваттере тĕресленĕ, 44-шĕнче хуçасемпе килĕшÿ çирĕплетмесĕр юсав ĕçĕсем тунине тупса палăртнă".
Валентина БАГАДЕРОВА.
Комментари хушас