Налук тÿлеме ан ман!
Çĕр, пурлăх, транспорт налкусене тÿлемелли тапхăр çитрĕ. Çак ĕçе раштавăн 2-мĕшĕччен пурнăçламалла.
Налук тÿлемелли çинчен асăрхаттаракан çырусене граждансем патне утă уйăхĕнчех яма пуçланă. Хыпар пулманни налук тÿлессинчен пăрăнса юлма пултарассине пĕлтермест. "Харпăрлăхра пурлăх пулсан, çыру илмесен налук органĕсенчен гражданинăн хăйĕн ыйтмалла, - терĕ паянхи брифингра РФ Налук службин Шупашкар хулинчи инспекцийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Андрей Смирнов. - Уведомленире çырнипе килĕшмесен те тÿрех пĕлтермелле. Çĕнĕрен шутласа парĕç. Налуксене вăхăтра тÿлемесен парăмсем пухăнĕç. Вĕсене суд урлă пурпĕр шыраса илеççĕ".
Яваплăх вара чăннипех те çирĕп: пурлăха арестлени, чикĕ леш енне кайма чарни таранах. Налуксене почта уйрăмĕнче, кредит организацийĕсенче, Патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнчи уйрăм çын пÿлĕмĕнче тÿлеме пулать. Андрей Смирнов пĕлтернĕ тăрăх - кăçалтан налук çăмăллăхĕсем те вăя кĕнĕ. Вĕсем тĕпрен илсен виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене, пенсионерсене, инвалидсене пырса тивеççĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас