«Сăпайлăх тата сапăрлăх — çирĕп сывлăх çăл куçĕ»

30 Авăн, 2019

Малашлăхне сывлăх хуралĕпе çыхăнтарас шухăш хăçан, мĕнле сăлтавпа çуралнă — çакна вăл хăй те калаймасть. Тен, ача чухне урине ыраттарсан нумай вăхăт сипленме тивни аталанма пулăшнă çак ĕмĕте. Тен, шкулта вĕреннĕ чухнех медицина журналĕсем тăтăш вулани сывлăха çирĕплетес çул çине тăма хĕтĕртнĕ. Амăшĕ почтăра ĕçленĕ май хĕрача аллине кун йышши кăларăмсем тăтăшах лекнĕ. Апла-и, капла-и, шкултан вĕренсе тухнă вăхăтра Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел хĕрĕ çирĕп тĕв тунă — малалла медицина енĕпе каймалла. «Унта вĕренме кĕме çăмăлах мар-тăр, хĕрĕм, — шелленĕ пепкине амăшĕ. — Ĕмĕтÿ пурнăçланаймасан мĕн тăвăн?» Аслисенчен алă ĕçне хăнăхнă, хăй те çыпăçулăхпа палăракан хĕр аптраса тăман. «Çĕрпĕве çĕвĕçе вĕренме кайăп», — пулнă унăн хуравĕ.
Телее, аслă шкул алăкне вăл пĕрре пырсах яри! уçма пултарнă, тĕллевне пурнăçланă, студент пулса тăнă. Алла диплом илсен направленипе тăван тăрăхах таврăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах та кашнинчех эпир шухăшланă пек çаврăнса пымасть çав пурнăç. Шăпан — хăйĕн кукрашки-макрашки. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем. Никама та нимĕн те кирлĕ мар. Мĕн направленийĕ? Акă сана ирĕклĕ диплом: ĕçе вара хăв ăçта пĕлетĕн — çавăнта вырнаç.

Аслă пĕлÿллĕ лаборант Елчĕк тăрăхне çитет, районти тĕп больницăна вырнаçать. Унта пилĕк çул вăй хурать Юлия Петрова /хĕр чухне Афанасьева/.
Халĕ вăл «Республикăри СПИДпа тата инфекци чирĕсемпе кĕрешмелли тата вĕсене асăрхаттармалли енĕпе ĕçлекен центрта» ĕçлет. Асăннă центрăн спецификине кура Юлия Петровнăран лару-тăрупа паллаштарма ыйтрăмăр.
— Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, — тет пурнăçне медицинăна халалланăскер. — Лаборантсен ĕçĕ те çăмăлланчĕ — паянхи кун ăна йăлтах хальхи йышши технологисемпе çыхăнтарнă. Çĕнĕ йышши оборудованисемпе ĕçлетпĕр. Вĕсем тĕрĕс диагноз лартма пулăшаççĕ. Кăткăс тĕслĕхсенче шăпах врач- лаборант пулăшăвĕ нимрен хаклă.
— ВИЧ-инфекци енĕпе мĕн калама пултаратăр?
— Вăтамран, пирĕн республикăра та, Атăлçи тăрăхĕнчи ытти регионти пекех, ВИЧ тата ытти инфекциллисен шучĕ ÿссе пырать. Малтан кăна-ха вирус ертнисене эрнере 1-2 çынна кăна шута илеттĕмĕр. Халĕ çак кăтарту темĕн чухлĕ пысăкрах.
— Мĕнле сăлтава пула çапла ÿссе кайнă усал кăтарту?
— Чи малтанах, юлашки вăхăтра мораль тасалăхĕ хыçалти плана куçнипе çыхăнтармалла-тăр. Çамрăксен хушшинче анлă сарăлма пуçларĕ вирус. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ар çыхăнăвне ытла ирех кĕнипе сăлтавламалла çакна ахăр. Нумайăшĕ хÿтĕленме те пĕлмест. «Хăрушсăр савăшу» тени презервативпа усă курмаллине пĕлтерет. Анчах çамрăксемпе çакăн çинчен калаçакан та çук-тăр. Ашшĕ-амăшĕ ерçмест. Тепĕр тесен, мĕнле калаçмаллине те пĕлмеççĕ вĕсем. Унсăр пуçне наркотикпе, эрех-сăрапа айкашни те ырри патне илсе çитермест — кун пек чухне «тормоз» тени чăхăмлать. Юлашки çулсенче вара аслă çултисем те — 50-60-тисем — тăтăшрах килме пуçларĕç.
— Çакна, ахăртнех, арçынсем инçе çĕре ĕçлеме çÿренипе çыхăнтармалла пулĕ…
— Çапла-тăр. Унта ирĕклĕ-çке. Халĕ тата хĕрарăмсем те пысăк хуласене çул хывма пуçларĕç. Çав вăхăтрах кунта юлаканнисем те хăйсене ирĕклĕ туяççĕ.
— Кун пек хăвăртлăхпа ахрат çырми умне çитсе тăма та часах вĕт…
— Чăваш сăпайлăхĕ, сапăрлăхĕ çинчен аса илтерес килет вулакана. Хĕрсен савăшура пăртак тир-кешмеллине манăçа кăлармалла мар. Инфекцирен сыхланмалли чи шанчăклă меслет — савăшу пĕр партнерĕ. Унсăр пуçне, тепĕр хут калатăп, презерватив пирки манмалла мар.
— Çав вăхăтрах инкекрен никам та пуçĕпех сыхланма пултараймасть. Мĕнле паллăсем сисчĕвлентермелле чи малтанах?
— Халĕ ку енĕпе литература нумай, çапах та аса илтерни ытлашши пулмĕ. Ÿт температури вăрах вăхăт чакмасан, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлни час иртмесен, лимфа тĕввисем сăлтавсăрах тенĕ пек ÿсме пуçласан… Тухтăр патне каймалли сăлтавсем кусем. Сăмах май, пирĕн центрта вирус енĕпе тÿлевсĕрех анализсем парса сыв-лăха тĕрĕслеме пулать.
— Анализсем вирус пуррине çирĕплетсен вара…
— Хăраса ÿкме кирлĕ мар. Тухтăр палăртнă сиплеве çирĕп пă-хăнсан пурнăç пахалăхне лайăхлатма та, ĕмĕр вăрăмăшне тăсма та пулать. Хам шăпах çак енпе ĕçленине кура çирĕплетсех калама пултаратăп: манăн тивĕç — шăпах вируса путлантаракан эмелсем организма мĕнле витĕм кÿнине тĕрĕслесси. Калăпăр, пирĕн пата пĕрремĕш хут тĕрĕсленме килнĕ çын организмĕнче вирус копийĕ чылай. Тухтăр сиплев мелне, эмелсене палăртать. Черетлĕ анализсем туса тĕрĕсленĕ хыççăн хайхи çыннăн организмĕнче вирус курăнма пăрахать. Чăн та, чир иртсе кайнине пĕлтермест ку. Эмел вируса путлантарать кăна. Çавăнпа ĕмĕр тăршшĕпех сипленме тивет. Эмел ĕçме пăрахсанах вирус çĕнĕрен пуç çĕклет.
— Тухтăрăн çак диагноза вăрттăнлăхра тытмалла паллах. Анчах та аптăрие михĕре пытараймăн теççĕ…
— Вулакана çакна калас килет. ВИЧ инфекциллĕ çынсенчен хăраса шарт! сикмелле мар. Çак вирус апат-çимĕç, япала е сывлăш урлă лекме пултараймасть. Унтан та ытла, вируслă хĕрарăм та сывă ача çуратма пултарать.
— Кун пек тĕслĕхсем пулнă-и республикăра?
— Çапла. ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăмсем те амăшĕ пулса тăраççĕ. Калăпăр, Светлана Изамбаева çак чир çинчен пурте пĕлмелле уççăн калаçакан пĕрремĕш хĕрарăм пулчĕ-тĕр. Халĕ вăл Хусанта пурăнать. Çемье çавăрчĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, икĕ ача амăшĕ. Пепкисем сывă. Тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçласа пырсан, аса илтеретĕп, сывă пепкесемех çуралаççĕ. Паллах, вĕсене малтанхи вăхăтра сăнасах тăмалла. Шел, хăш-пĕр амăшĕ кун пек лару-тăрура тин кун çути курнă тĕпренчĕкĕсене ача çуратмалли больницăрах пăрахса хăварать. Телее, çакăн пек ачасене те çемьене йышăнакансем пур.
Сĕтел çинчен… канфет çухалнă
— Юлия Петровна, хăвăр çинчен те ытларах пĕлес килет. Тухтăр пулаймасассăн мĕншĕн çĕвĕç про-фессине саппас картса хунă эсир?
— Тăватă ачаллă çемьере ÿснĕ эпĕ. Атте тĕлĕнмелле алă ăстиччĕ, ун патне саккас пама аякри регионсенчен те килетчĕç. Анне те, асанне те çыхма-тĕрлеме, çĕлеме ăстаччĕ. Пирĕн килте çĕвĕ машини пулнă. Çакăн пек çынсем хушшинче алă ăсталăхне аталантармасăр майĕ пулнă-и вара? Халĕ те питĕ тĕрлес килет, анчах та вăхăт çитмест. Юлашки вăхăтра хаçатран хăюсем касса кăларса, вĕсене пĕтĕрсе япаласем çыхма пуçларăмăр. Профсоюз комитечĕн председателĕ пулнă май, тĕрлĕ курав йĕркелетпĕр, хула, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнатпăр. Мĕн тери пултаруллă пирĕн ĕçтешсем! Юрлама-ташлама тăрсан — артистсенчен кая мар, алă ĕçне пуçăнсан — темĕнле маçтăр та ăмсанса тăрĕ.
— Хăвăр патах таврăнар-ха. Пултаруллă çын пур енчен пултаруллă тесе ахальтен каламаççĕ. Юрлас ăсталăх камран куçнă сире? Эсир паллă «Уяв» ансамбльте юрланине пĕлетĕп. «Вăхăт çитмест» тетĕр те, кăмăл пур чух ăна та тупма пулать иккен.
— Çапла. Университетра вĕреннĕ чухне Тамара Муцырева ертсе пыракан «Мерчен» ансамбльте юрлаттăмăр. Пирĕн çемьере те пурте юрлаççĕ. Атте, унăн шăллĕ, йăмăкĕ купăс каланă. Анне çамрăкранпах ялти хора çÿренĕ, концертпа таçта та, çав шутра Шупашкара та, çитнĕ. Тĕплĕнрех...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.