«Чăваш хĕрарăмĕ» 36 (1111) № 21.09.2019

23 Авăн, 2019

* Хăш-пĕр çын чап пирки ĕмĕтленсе пурăнать, теприн хыççăн вара чап хăй йĕрлесе çÿрет… Куславкка районĕнчи Кунер ялĕнче çуралнă Ирина Чернова /хĕр чухне Быркина/ хăйне журналистсем шыраса хăшкăлнипе телефонĕ хĕрсе çитичченех шăнкăртатасса шухăшлама та пултарайман ахăр. Ирина Николаевнăн контакчĕсене ыйтмашкăн республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-службипе çыхăнсан хирĕçлемерĕç. Анчах та: «Вăл паян темшĕн телефона тытмасть-ха», — терĕç. Шанăçа тÿрех çухатмасăр хамăра панă телефон номерĕпе шăнкăравлатпăр. Сÿнтерет. Тен, лини çинче пăтăрмах? Пулать ун пекки. Тепре шăнкăравлатпăр. Татах сÿнтерет. Чăнласах йăлăхса çитнĕ те-шим тимлĕхрен? Журналистсемпе, тепĕр тесен, пурте хапăлласах хутшăнманни паллă-ха. Анчах та пĕр вăхăтран редакци телефонĕ шăнкăртатать. Уçă та хаваслă сасă илтĕнсе каять. «Юрать, ăçта тĕл пулăпăр? — интервью илес кăмăл пуррине пĕлтерсен самантрах килĕшет тараватлă хĕрарăм. — Анчах та манăн ача пĕчĕк-ха…»
Вулакан чăтăмлăхне текех тĕрĕслемĕпĕр, Черновсене шыраса мĕншĕн республика Пуçлăхĕн Администрацийĕпе çыхăннин сăлтавне уçăмлатăпăр. Шупашкар хулинче тĕпленнĕскерсем çулсерен иртекен «Çулталăк çемйи – 2019» конкурсăн мунипицалитет шайĕнчи тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Нумаях пулмасть вĕсемех Ульяновск облаçĕнче иртнĕ Çемье йăли-йĕркин фестивальне хутшăннă. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче вара Иринăпа Николай Черновсем, ачи-пăчипех, Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.
Эпир те ларма-тăма пĕлмен çак хĕрарăма хаçат тĕпелне йыхравларăмăр. Çакăн пек маттур та ĕçчен, пултаруллă та сăпайлă, пушшех те — нумай ача амăшĕсем шăпах пирĕн тĕп геройсем-çке.
Тăваттă та сахал пек…
Палăртнă вăхăтран кая юлмасăр çитнĕ Ирина Николаевнăран, паллах, чи малтанах хăйсем, мăшăрĕпе иккĕшĕ, мĕнле çемьесенче ÿснине ыйтса пĕлес килчĕ. Сăнанă тăрăх, шăпах йышлă кил-çуртра çитĕннисем нумай ачана кун çути пама шикленмеççĕ. Тĕшмĕртни тĕрĕсех пулчĕ.
Ирина виçĕ ачаллă çемьере ÿснĕ. Анчах та хăйне те нумай пепке çуратма кăшт урăхларах сăлтав хистенĕ.
— Эпĕ асли пулнă атте-аннен, — каласа кăтартать хĕрарăм. — Ман хыççăн шăллăмсем кун çути курнă. Мана вара йăмăк кирлĕччĕ. Мĕн чухлĕ ыйтман-каламан пуль çывăх çыннăмсене тата тепĕр хĕр пĕрчи шырама! Çук, парнелемерĕç. Ун вырăнне аннепе чи çывăх хутшăнусем йĕркеленчĕç. Йăмăкчĕ те вăл, тусчĕ те… Пур вăрттăнлăха унпа пайланă, пур ыйтăва унпа канашласа татса панă. Каярах вара, хам ÿссе çитсен, пулас мăшăрпа тĕл пулсан иксĕмĕр те пĕр шухăшли палăрчĕ. Малтанах телефонпа вăрах хутшăнаттăмăр-ха. Ун чухнех, пĕрлешичченех, татса хунă эпир: сахалтан та — виçĕ ача. Çăкăр-тăвар çитсе пырсан пиллĕкмĕшне те çуратăпăр. Хальлĕхе, телее, çитсе пырать-ха çăкăр-тăвар, — тăватă ачапа чарăнмасса шахвăртать хĕрарăм.
Ялти шкултан вĕренсе тухсан хĕр И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра экономиста вĕренсе тухать. Анчах та алла диплом иличченех ăнланать: унăн çăкăрĕ мар ку. Аслă пĕлÿллĕ специалист педагогика колледжне вĕренме кĕрет. Ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн тĕп хулари 111-мĕш ача садне воспитателе ĕçлеме вырнаçать.
Куçран пăхсах
Хăш-пĕр хĕрарăм мăшăрĕн сăмахĕнчен иртеймесĕр пĕр ача та çуратма тытăнса тăрать /шел те, яваплăхран хăракан арçынсем сахал мар-ха пирĕн хушăра/. Ирина вара вĕреннĕ вăхăтрах çемье çавăрма та нимĕн чухлĕ те шикленмен.
— Пĕрремĕш курс вĕçĕ. Математикăпа тивĕçлĕ паллă илейменшĕн чун пусăрăнчĕ те Атăл хĕррине уçăлма тухрăмăр тантăшăмпа, — пулас мăшăрĕпе епле паллашнине аса илме ыйтсан çакăнтан пуçларĕ вăл сăмахне. — Шыв хĕрринче тантăшăн пĕлĕшĕпе юлташне тĕл пултăмăр. Паллашрăмăр. Калаçса кайрăмăр. Çакăнтан пуçланчĕ те… Иккĕмĕш курс хыççăн пĕрлешрĕмĕр те. Паян та ыйтаççĕ манран — харăсах вĕренме те, ача ÿстерме те, мă-шăра юрама та йывăр пулман-и? Çук, çавăн чухне качча тухнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Лайăх мăшăр çакланчĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатпăр. Çакăнтан пахи мĕн пултăр? Малтанах общежитире пĕр пÿлĕм туянтăмăр. 13,2 тăваткал метрччĕ вăл. Атте-анне нумай пулăшрĕ паллах. Каярахпа «гостинка» текеннине куçрăмăр. Юлашкинчен куçса çÿресе ывăнтăмăр та — ача йышлă пулнине шута илсе — тăватă пÿлĕмлĕ хваттер туянтăмăр. Çакна валли хамăрăн хваттере сутрăмăр. Амăшĕн капиталĕпе усă куртăмăр. Пур пĕр çитмерĕ паллах. Ипотека кредичĕ илтĕмĕр. Тепĕр çултан республикăри амăшĕн капиталне тивĕçрĕмĕр те ссудăн пĕр пайне унпа усă курса саплаштартăмăр, — пус çумне пус хушса, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурнăçа епле сыпăнтарса пынине каласа кăтартать Ирина Николаевна.
Мăшăрне, Вăрнар районĕчи Услапа каччине, чăнласах хăйĕн пеккинех тупнă хĕрарăм. Хăй те пилĕк пепкеллĕ çемьере ÿснĕ Николай Петрович кил-тĕрĕшре шав тăнине ачаран хăнăхнă. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаканскерсем халĕ тĕрлĕ шайри ăмăрту-конкурса пĕрле хавхалансах хутшăнаççĕ.
— «Мĕн тума кирлĕ сана ку?» — манран нумайăшĕ çапла ыйтать, — тĕлĕннине пытармасть Ирина Николаевна. — Ĕçпе кăна епле пурăнмалла-ха? Эпĕ ача чухнех концертсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма кăмăллаттăм. Пĕр çĕнтерÿ теприн патне çул хывма пулăшать. Ăнăçу хавхалантарать. Кăмăл лайăх чухне вара ĕç те кал- кал пырать-çке.
Тăван пекех…
Çак çемье хастарлăхне пĕлнипех кÿршĕ регионра иртекен фестивале хутшăнма шăпах вĕсене сĕннĕ. Ульяновск облаçĕнче йĕркеленĕ фестивале тăватă регионтан пынă хăнасем: Самар, Пенза облаçĕсенчен, Тутар, Чăваш республикисенчен. Çĕннине пĕлме ăнтăлакан Черновсем хаваспах çула пуçтарăннă. Кÿршĕсем йăх историне тĕпчес енĕпе хастарлăхпа палăраççĕ-мĕн. Шăпах çакă тыткăнланă чăвашсене. Хăйсем те киле таврăнсанах çак ĕçпе аппаланассине пĕлтернĕ.
Черновсен хăйсен те пухăннисене каласа кăтартмалли нумай тупăннă. Чăвашлăха упраса хăварас тĕллевпе ачисене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, йăла-йĕркене упрама вĕрентсе ÿстереççĕ çемьере. Çакна ăруран ăрăва куçарма тăрăшаççĕ. Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов чăвашсене хисепленине, юратнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Черновсем сцена çине тухса калаçса пĕтерсен пурин умĕнчех Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне шăнкăравланă, çак çемье çинчен ăшă сăмахсем каланă. Киле таврăнсанах Черновсем Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.
— Пирĕншĕн ку кĕтменлĕх пулчĕ, — йăл кулать Ирина Николаевна. — Йăлтах юмахри пек туйăнчĕ. Михаил Васильевич питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕ, нумай ачаллă çемье пурнăçĕпе кăсăкланчĕ. Чăваш йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшнăшăн тав турĕ. Халĕ шкулта тăван чĕлхене суйлама ирĕк пур. Эпир пирĕн ачасем чăваш чĕлхине суйланине пĕлтертĕмĕр. Çакăншăн савăннине палăртрĕ Михаил Васильевич. Сĕтел хушшинче чылай калаçса лартăмăр. Тĕл пулу ытла та ăшă иртнипе тăванпа хутшăннă пекех туйăнчĕ.
Мунча ачисем
Пĕр ача ÿстерме те çăмăл мар та, тăватă пепкене ура çине тăратма, паллах, ансатах мар. Анчах та йывăрлăхсем умĕнче пуç усма хăнăхман Черновсем. Ку çемьере хĕрарăм та — арçын хыçĕнче ларса пур ыйтăва упăшка татса парасса кĕтекенни мар.
— Арçынна та тимĕртен туман вĕт, — тет Ирина Николаевна. — Вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп ăна. Йывăрлăх такамăн та пулать. Çемьере пĕр-пĕрне тĕревлени чăрмавсене сирме пулăшать.
(Çăкăр-тăвар çитсе пынăран… Рита Арти)

 

 

* Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар хĕрĕ Анна Степанова шкулпа сыв пуллашас самант çывхарнă вăхăтра малашнехи кун-çулĕ ял хуçалăх аслă шкулĕпе çыхăнасса тĕшмĕртмен. Аслă классенче Çĕрпÿри Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш шкулта ăс пухнă чухне ăна вĕрентекенсем медицина енĕпе пĕлÿ илмешкĕн сĕннĕ: биологи предметне юратса вĕреннĕрен, районти олимпиадăсенче çĕнтернĕрен... Анчах Аня химипе экзамен кирлĕ шайра тытаймасран шикленнĕ. Тĕрлĕ аслă шкул хушшинче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине, ветеринари медицинипе зоотехни факультетне суйласа илнĕшĕн халĕ 5 курс студенчĕ пачах ÿкĕнмест. Пулас ветеринар мăйракаллă шултра выльăхпа ĕçлес ĕмĕтпе пурăнать. Çакна пĕлсен Елчĕк районĕнчи «Победа» хуçалăх ертÿçи Н.Головин студента: «Кунтах кил, çуртпа та тивĕçтерĕпĕр, мăшăр тупма та пулăшăпăр», — тенĕ.

Чĕр чун та, хуçи те тĕрлĕрен
— Кунашкал выльăх патĕнче хальхи вăхăтра сахал çын тăрмашать. Пысăк витере ут та ут, чĕр чунсемпе мĕн чухлĕ калаçас килет — пупле те пупле. Шалти туйăмна уçас килсен — тархасшăн, вĕсем санран тăрăхламĕç те, тĕлĕнмĕç те, — шÿтлесе-чăнласа калаçать студентка.
Професси суйласси ăнсăртран пулса иртнине палăртать-ха та Аня... Тĕрĕссипе, кунта юнпа пыракан туртăм витĕмĕ пур-тăр. Унăн кукамăшĕ те, Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкасси ялĕнче пурăнакан Любовь Дмитриева, ветеринарта нумай çул ĕçленĕ.
— Ялта пурăннă май кил-йыш выльăх-чĕрлĕх яланах тытнă. Эпĕ пĕчĕкрех чухне нумай хваттерлĕ çуртра пурăнаттăмăр. 2008 çулта хамăра ятăн çĕкленĕскерне пурăнма куçрăмăр. Эх, мĕнлерех савăнтăм! Йытă çури илсе килтĕм — аттепе анне хирĕçлемерĕç. Ун хыççăн хуçасăр кушак çурине те хÿтлĕхе илнĕччĕ. Аттепе анне тăтăшах икĕ ĕне, сурăх-така, кайăк-кĕшĕк усратчĕç, халĕ те картиш тулли выльăх. Килте час-час пулатăп пулин те ветеринар ĕç-хĕлĕпе питех хастар мар эпĕ. Çывăх çыннăмсене: «Апла тумалла, капла тусан аванрах», — тесе мĕнле вĕрентес-ха? Пурнăç тăршшĕпех хуçалăхра выльăх тытнăскерсен пĕлĕвĕ маннинчен кая мар-тăр. Паллах, кирлĕ самантра укол тума пултаратăп, — каласа кăтартать сăпайлă хĕр.
Паллах, специалитет пĕлĕвĕпе диплом илме хатĕрленекенскерĕн практика хăнăхăвĕ те çителĕклĕ таран пухмалла. Ку енĕпе республикăри ял хуçалăх аслă шкулĕ тимлĕ. Çак уйăх вĕçĕнче асăннă факультетра вĕренекенсем икĕ уйăхлăха стажировкăна тухса каяççĕ. Анна хăш-пĕр юлташĕпе пĕрле Тюмень тăрăхне кайма хатĕрленет. Раççейпе Германин ял хуçалăх пĕрлехи, сулмаклăн аталанакан пысăк компанийĕнче ĕçлесе опыт пухĕç вĕсем.
— Унта шăпах мăйракаллă шултра выльăх сывлăхĕшĕн яваплă пулăпăр. Хамăр тăрăхран аякра, пушшех те — паллă компани тытăмĕнче, хăнăху илесси питĕ илĕртет. Малашлăха витĕм кÿрекен çул çÿреве ырра шанса кĕтетĕп, — професси çăмăлттайлăха каçарманнине ăнланса палăртать хĕр.
Çуллахи вăхăтрах вара, сессирен пушансанах, пулас ветеринар ЧПЯХА клиникинче практика ĕçне пуçăннă. Студентăн икĕ эрне çÿремелле пулнă унта. Хастар пике вара лекци-семинарта илнĕ пĕлĕвне ĕçре çирĕплетме çу вĕçлениччен те тухма пĕлмен клиникăран. Тĕрлĕ операци ирттермелле, чĕр чун хуçисемпе хутшăнма хăнăхмалла, кирлĕ те вăхăтлă сĕнÿ памалла — çакнашкал тĕллевсене пурнăçласси кашниншĕнех çăмăл мар.
— Пĕррехинче хĕрарăм курупкара кушака çĕклесе килчĕ. «Пулăшăр!» — хурах кăшкăрать хăй. Чĕр чунĕ чĕп-чĕр юн ăшĕнче. Кăвакарчăна хăваласа кĕленче çине ÿкнĕ-мĕн. Хуçи ытлашшипех шуйхашнăран лăпкăлăхран тухнă чĕр чуна аранах çĕлесе ятăмăр. Çакăнпа хуçа çырлахрĕ тетĕр-и? Инçех мар пурăнаканскер вак-тĕвек ыйтупа клиникăна тăтăш килсе çÿрерĕ. Кушакки хăйĕн çине «тĕрĕс мар» пăхнăшăн та пăшăрханатчĕ ытла та пăлханчăк чунлăскер. Чĕр чун хуçа кăмăл-туйăмне аван туять — ку паллă. Тепĕр тĕслĕхре бензопăчкăпа урине каснă кушак питĕ чăтăмлă пулнинчен тĕлĕнтĕмĕр. Ăна ушкăнĕпех юратрăмăр, — чĕр чунсен тĕнчинче те темĕнли пуррине ĕнентереççĕ Аня сăмахĕсем.

(Ăна çурт та, мăшăр та шантарнă...)

* РСФСР тата ЧАССР халăх артисчĕ, К.Станиславский ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ Виктор Родионов çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Вăл К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче 350 ытла сăнар калăпланă. Вĕсен йышĕнче: Дзержинский, Никита Бичурин, Митрич, Иван Яковлев, Айтар, Тăхтаман, Кирлĕ мар Иван...
21 спектакле Виктор Родионовăн кĕввисемпе илемлетнĕ. Вăл радио дикторĕнче те ĕçленĕ. «Чăваш Левитанĕ» хушма ятпа чĕннĕ ăна. Çав вăхăтрах Виктор Иосифович театр ĕçченĕсен союзне 30 çул ытла ертсе пынă. Шупашкарта Виктор Родионов урамĕ пур.
Виктор Иосифович Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă. Унăн аслашшĕ те, ашшĕ те чиркÿре ĕçленĕ. Самана таппин йывăрлăхне пула Родионовсен çемйин Шупашкар районĕнчи Шемшере куçма тивнĕ. Вĕсем çакăнта хÿтлĕх тупнă. Шел те, ашшĕн тĕревне туйса ÿсме пÿрмен арçын ачана: Виктор 8 çултах çурма тăлăха юлнă.
Шкулта 7-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра яла пынă чăваш артисчĕсемпе тĕл пулни пуласлăхне палăртма пулăшнă. Вăл та, сцена ăстисем пекех, спектакльте выляма ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн шухăшне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Шупашкарти театр училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан педагогсем сĕннипе Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлĕвне тарăнлатнă. Çакăн хыççăн Виктор Родионов чăваш театрĕнче музыкçăра ĕçлеме пуçланă. Виолончель, пианино, баян, гитара калама пултарнă вăл. Çапах оркестрта ĕçлекенскер артист пулас ĕмĕтпе çунатланма пăрахман. Гастроль вăхăтĕнче унăн та темиçе сăмахлă рольсемпе сцена çине тухма тÿр килнĕ. Каярах вырăс çемйинче çитĕннĕ Виктор Родионов чăваш ытти çамрăкĕпе пĕрле А.Луначарский ячĕллĕ ГИТИСа вĕренме кĕнĕ. 1947 çулта чăваш студийĕнче пĕлÿ илнĕ артистсем Шупашкара таврăннă.
Çак эрнере артистăн ĕçтешĕсемпе тăванĕсем, журналистсем Виктор Родионовăн Хисеп хăми патне чечексем хучĕç. Каçхине унăн пултарулăхне сума сăвакансем аса илÿ каçне пухăнчĕç.
СССР халăх артисчĕ, театрăн тĕп режиссерĕ Валерий Яковлев ăна 100 çулта пĕрре тĕнчене килекен ăстапа танлаштарчĕ. «Ун пек артистсемпе пĕрле ĕçлени, калаçни, хутшăнни ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Çак залра е гастроль вăхăтĕнче ялта е пысăк хуласенче курнисем те /чăваш-и, вырăс-и/ ăна манаймаççĕ, мĕншĕн тесессĕн искусствăна аталантаракан этемĕн вăй-хăвачĕ кураканăн чун-чĕрине кĕрсе вырнаçатех. Вăл Виктор Иосифович пек артистпа мухтанма, савăнма пултарать.
Хамăн пултарулăх ÿсĕмне Виктор Родионовран уйăрма пултараймастăп. Эпĕ лартнă нумай спектакльте роль калăпланă вăл. Виктор Иосифович трагедире те, драмăра та, камитре те пĕрешкел хăватпа вылятчĕ. Камитре уйрăмах сăнара никамран вăйлăрах калăплама пултаратчĕ. Çук çĕртенех култаратчĕ.
Спектакльте чаршав хыçĕнчен урине кăларсанах халăх алă çупма пуçлатчĕ. Чун хăвачĕпе хĕмлентерекен артистчĕ вăл», — терĕ Валерий Николаевич.
ЧР культура министрĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Кирилл Павлов Виктор Родионов ячĕ халăх асĕнче юлнине, вăл хальхи ăрушăн тĕслĕх пулнине палăртса хăварчĕ.
СССР халăх артистки Вера Кузьмина Мускавра Виктор Родионовпа пĕрле вĕреннине, унпа юнашар вылянă кашни спектакль уяв туйăмĕ çуратнине аса илчĕ.
«Хусана «Пушар лаши» спектакльпе кайрăмăр. Ăна куракансем юратса пăхрĕç. Тепĕр 10 çултан çав тăрăхра каллех çак ĕçпе кăсăкланма пуçларĕç. «Пушар лаши халĕ те сцена çинче чупать-ха», — терĕм», — каласа кăтартать Вера Кузьминична. Сăмах май, Геннадий Терентьев «Пушар лаши» пьесăна Виктор Родионов, Николай Степанов тата Вера Кузьмина валли çырнă.
РСФСР, ЧАССР халăх артистки Нина Григорьева Виктор Иосифович ĕçре питĕ пулăшнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, «Пушар лаши» спектакльти пĕчĕк сăнара картне лартма çăмăлах пулман. Шăпах çавăн чухне Виктор Родионовăн сĕнĕвне ăша хывнă артистка.
«Виктор Иосифович сцена çинче вылянине чаршав хыçĕнче пăхса тăраттăмăр. Вăл сăнар калăпланине пăхса ытарма çукчĕ. «Виктор Родионов килнĕ-и?» — ыйтатчĕç яла спектакльпе кайсан. Ăна ватти-вĕтти пурте пĕлетчĕ.
Эпир нумай спектакльте — «Нарспи», «Телейпе илем», «Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополĕм»... — пĕрле вылянă. Вăл яланах пулăшма тăрăшатчĕ, çакă сцена çинче нимрен пĕлтерĕшлĕ», — хушса каларĕ Нина Ильинична.
Нина Григорьева иккĕмĕш тĕпренчĕкне кун çути кăтартсан унăн мăшăрĕпе Николай Григорьевпа пĕрле Виктор Родионов та ача çуратмалли çурта пынă. Çакă, паллах, ят-сум çĕнсе илнĕ артист çамрăксене хисеп тунине кăтартнă.
Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елизавета Матюшова Виктор Родионова тăван тăрăхра вĕри кукăльпе кĕтсе илнине аса илчĕ. Çакна шута илсе ентешĕсем ятарласах кукăль пĕçерсе килнĕ.
«Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пирĕн урамра пĕр килте кăна телевизор пурччĕ. Спектакль курма 30 çын таран пухăнаттăмăр. Тăхтамана вылякан ентешĕме çав тери курас килетчĕ. Ăна сенкер экранпа кăтартсанах ачасем пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнчĕç.
Кайран «Нарспи» спектакле театра килсе куртăмăр. Тăхтаманăн вăй-хăватĕнчен тĕлĕнсе таврăнтăмăр. Вăл вырăс пулин те чăвашла таса калаçни тыткăнларĕ. Халĕ çамрăк ăру чăвашла пуплесшĕнех мар. Вĕсемпе чăваш сăмахĕ мĕнешкел хăватли тавра нумай калаçатпăр. Пирĕн тăрăхри «Мариинский» халăх театрĕнче Виктор Родионовăн ĕçне малалла тăсаççĕ», — ентешĕпе хăпартланса калаçрĕ хăна.

(Куракана чун хăвачĕпе хĕмлентернĕ)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.