«Хыпар» 49-50 (27482-27483) № 07.05.2019
* Александр Григорьевича хаяр çапăçусенче чĕрĕ юлма мĕн пулăшнă-ши? Çак ыйтăва памасăр чăтаймарăмăр. «Шăпа», — кĕскен хуравларĕ Шупашкарта пурăнакан Александр Шмелев вăрçă инваличĕ. Вăл Орел, Брянск, Калуга, Смоленск облаçĕсенче пынă хаяр çапăçусене, «Багратион» операцие, Беларуçпа Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă (Александр ШМЕЛЕВ: Икĕ хут амантăм, çапах чĕрĕ юлтăм. Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА)
* Контейнер та, вырăнĕ те кирлĕ
* Литвиновсем калавĕсене юнашар ларса çыраççĕ-и?
* «101 çула çитетĕп тесе нихăçан та шухăшламан. Пĕр ĕмĕре парăнтаракансем йăхра та пулман. Апат тиркемен, пылаккине те, тăварлине те çинĕ. Пурнăç май пурăнатăп-ха. Мĕн тăвас тетĕн, укçа парса çула ÿстерсе пурăнмарăм. «Эй, Турă, эпĕ пурăнатăп-ха, ачасене мана пăхма йывăр вĕт. Хăçан вилĕм паратăн?» — тетĕп çылăх пулсан та», — пытармарĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Пелагея Шуряшкина (Шкула тăватă кун çеç кайнă)
Комментари хушас