Елюк аппа

11 Раштав, 2013

1971 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн дипломне илсен тăван районти «Звезда» колхозра тĕп инженерта ĕçлеме пуçларăм. Çулталăкран Вăрнар район пикипе Риммăпа /хыçалта, варринче/ çемье çавăртăмăр. Атте-анне килĕнче пĕр çул ытла пурăнтăмăр. Тăватă ачаран асли пулнă май чăвашсен ырă йăлипе уйăрăлса тухма тиврĕ. Самуккасси ялĕ вăл вăхăтра «малашлăхсăррисен» шутĕнчеччĕ. Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Пикшикпе Мокшин ялĕсене те çав шăпа кĕтнĕ. Эпир вара Шорккара тĕплентĕмĕр, çурт-йĕр, хуралтăсем çĕклерĕмĕр.

Самуккасси ялне халĕ паллама та çук. Аякран килнĕ çынсем пуш вырăнсене туянса капмар та хăтлă çуртсем çĕкленĕ. Шупашкар хули çывăх та - куçса килнисенчен ытларахăшĕ унтан. Тăван яла кайсан çуррине палламастăп та. Апла тăк ял малашлăхĕ килпетсĕрех мар. Пурнăç условийĕсем лайăхлансах пыраççĕ: ĕçмелли шыв пăрăхпа пырать, ял хушшинчи çула хытă сийлĕ тунă, çут çанталăк газĕ çунать.

1973 çулта анне, Нина Никифоровна Никитина /сулахайри/, пире Шорккари Елена Ефимовна Силинăпа /сылтăмри/ паллаштарчĕ. Ун патĕнче пурăнма пуçларăмăр. Хăйĕн виçĕ ывăл пулсан та килĕнче пĕчченех юлнăччĕ. Асли - Леонид, Ульяновск облаçĕнче, иккĕмĕшĕ - Çпиркка, Саратов облаçĕнче, кĕçĕнни - Çемен, Красноярск хулинче. Елена Ефимовна ун чухне 70 çула çывхаратчĕ, сывлăхĕ хавшакрахчĕ, куçĕ те начартарах куратчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче вăкăр кÿлсе çĕр ĕçне тунине каласа кăтартатчĕ. Сăпайлă, ĕçчен те типтерлĕ Елюк акка 83 çул тултарсан пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Сăн ÿкерчĕкри ытти хĕрарăм пирки те ырă сăмах калас килет. Н.Никитинăпа Р.Платонова - сывлăх сиплевĕн ĕçченĕсем, Л.Федоровăпа Г.Евгеньева «Звезда» колхоз производствине аталантарма нумай тăрăшнă, З.Иванова та нихăçан алă усса ларман, «Вăл тума пултарайман ĕç çуках», - тетчĕç.

 

Владислав ПЛАТОНОВ.

Шупашкар районĕ,

Шоркка ялĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.