- Чăвашла верси
- Русская версия
Çÿп-çап куписене спутник шырать
Раççей сучĕсенче пĕр кунра кăна çĕр надзорĕпе çыхăннă 30 ытла ĕçе пăхса тухаççĕ. Çакă сахал теме чĕлхе çаврăнмасть. Ытларах та пулĕччĕ, анчах ĕçе суда çитериччен вăл е ку лаптăк тĕлĕшпе тулли информаци пухмалла: документсене кăна мар, çĕр пахалăхне палăртма лаборатори тĕпчевĕсем ирттермелле. Хăш-пĕр чухне хуçине пĕлес тесе тивĕçлĕ органсене çырупа тухса хурав иличченех вăхăт самай иртет. Лаборатори тĕпчевĕ те хăвăрт пулакан ĕç мар.
Чăнах та ĕнтĕ, çĕрпе çыхăннă ыйтусен çивĕчлĕхĕ чакмасть. Хальхи вăхăтра Раççейре ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 20 миллион ытла гектар ахаль выртать. Тахçан унта тыр-пул, пахча çимĕç акса-лартса туса илнĕ, паян вара вĕсем патне "алă çитмест" е вĕсемпе урăх тĕллевпе усă кураççĕ. Специалистсем каланă тăрăх, çулсерен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен калăпăшĕ 3,2 млн гектар пĕчĕкленет.
Раççей ял хуçалăх надзорĕн ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, паян "усă курман çĕрсем" ăнлавпа темиçе çул çум курăк тата тĕм-йывăç айĕнче выртакан лаптăксем тĕлĕшпе усă кураççĕ. Кунашкал çĕрсем çинче нимĕн те туса илмеççĕ. Йăлари хытă каяшсем пăрахса тултарнă лаптăксем пирки те çаплах калаççĕ. Çак сăлтава пулах вĕсене пусă çаврăнăшĕнчен кăлараççĕ те.
Çÿп-çап куписенчен ытла вĕсен айĕнчи пулăхлă тăпрана япăх витĕм кÿни хăрушлăх кăларса тăратать. Лаборатори тĕпчевĕсем çĕрсем йывăр металсен тăварĕсемпе сиенленнине çирĕплетеççĕ. Санкцилемен çакнашкал вырăнсем çунсан тăпрара хими сиенлĕ япали пухăнма тытăнать. Вăл çыншăн хăрушă шутланать. Кунсăр пуçне, паллă ĕнтĕ, ун пек вырăнсенче пыршăлăхшăн япăх бактерисем ĕрчеççĕ.
2013 çулта асăннă ведомство инспекторĕсем 2,1 пин çÿп-çап купи тупса палăртнă. Вĕсем муниципалитет пĕрлешĕвĕсем çителĕксĕр ĕçленине пула çуралнă. Пĕтĕмпе вара кирлĕ мар япала пăрахнă 3,8 пин вырăн куç тĕлне пулнă. Кунашкал йĕркесĕрлĕхшĕн 26,0 млн тенкĕлĕх штрафланă.
Чăваш Енре вара инспекторсем 25 ял тăрăхĕнче пулнă май 25 çÿп-çап купи асăрханă, пĕтĕмпе - 37.
Çĕре пусă çаврăнăшĕнчен кăларакан сăлтавсенчен хăтăлса пĕтĕпĕр-и? Ытларах чухне çÿп-çап куписем пирки çынсем пĕлтереççĕ. Юлашки вăхăтра çĕре упрас ĕçре çĕнĕлĕхсем пур. Сăмахран, санкцилемен çÿп-çап куписене спутник урлă тупса палăртакан программăпа кăсăкланма пуçланине палăртаççĕ. Ăна Кубань патшалăх университетĕнче шутласа кăларнă. Унпа нумаях пулмасть усă курма пуçланă пулин те кăтартăвĕсем куç умĕнче - 10 пин купа тупнă та. Вĕсене пĕтериччен çĕннисене "ÿссе ларма" парас марччĕ.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.
Комментари хушас