- Чăвашла верси
- Русская версия
Акăшпа хурчка пĕрле вĕçес çук
«Вĕсем çынна вĕлернĕ, наркотик сутнă, вăрланă, çаратнă, çавă кирлĕ...» - теме пултараççĕ тĕрмере ларакан хĕрарăмсем пирки. Чăн та, Куславккари колонире йывăр тата уйрăмах йывăр статьясемпе айăпланнă хĕрарăмсем питĕ нумаййăн. Чылайăшне эпир психика тĕлĕшĕнчен чирлисен, ачисенчен, çывăх çыннисенчен нумай çуллăха уйăрнипе хытă хуйхăракансен йышне кĕртсе йышăнатпăр. Пĕрисен нумай вăхăт лармалла, теприсен - сахал, çапах хăçан та пулсан вĕсем пурте ирĕке тухаççех. Саккунпа айăпланнисем хăйсен йăнăшĕсене ăнланса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвасси, малашне ирĕкри пурнăçра йĕркеллĕ тытасси колонире ирттерекен ĕçсенчен нумай килет.
Ирина ПЕТРОВА
Комментари хушас