Тăваткал метрсем, эскроу тата ытти çинчен
Правительство çуртĕнче паян иртнĕ канашлура строительство отраслĕн кăçалхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, çитес çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Калаçу тĕпрен илсен пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси тавра пычĕ. Наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн Раççейре хута яракан тăваткал метрсен калăпăшне ÿстермелли тĕллев палăртнă май Чăваш Енĕн 2024 çул тĕлне çулталăкра тăвакан çурт-йĕр лаптăкне 916 тăваткал метра çитермелле — хальхинчен 1,5 хут ÿстермелле. «Çак тĕллеве пурнăçламашкăн мĕн тăвăпăр?» — ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство организацийĕсен ертÿçисенчен çапла тÿррĕнех ыйтрĕ.
Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, кăçал строительство отраслĕ ăнăçлă ĕçлет - çурт-йĕр хута ярасси пĕлтĕрхинчен 2,5% ытларах пулĕ. Ипотека калăпăшĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿсни палăрать — 137% чухлех. Анчах çынсем кредитсен тыткăнне ытларах та ытларах кĕреççĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи ÿсни сисĕнет-ха — кăçал вăл 27,2 пин тенкĕпе танлашĕ, çапах çынсен кредит илесси пысăк яваплăх пулнине ăнланмалла.
Строительсен ячĕпе ырă сăмахсем каланипе пĕрлех ÿпкев те пулчĕ: хăшĕсем патшалăх саккасĕсене илмелли конкурссене хутшăнса çĕнтереççĕ, анчах обьектсене вăхăтра хута яраймаççĕ.
Строительство материалĕсен хакĕсем пирки те сăмах пулчĕ. Кăçал вĕсем 5,7% хăпарнă. Стройминăн экспертиза центрĕн директорĕ Владимир Константинов çирĕплетрĕ: стройматериалсен хакĕн ÿсĕмĕ ытти таварăннинчен пысăкрах. Паллах, тĕрлĕ материал хакĕ те тĕрлĕрен хушăннă: кирпĕч — 2,3%, вак чул вара — 15% чухлех.
Умра вара строительсем валли ĕç пайтах. Ку пурăнмалли çурт-йĕрпе кăна çыхăнман. Пысăк объектсем тумашкăн хутшăнма тăрăшмалла: пысăк хăвăртлăхлă чукун çул, Европăна Китайпа çыхăнтаракан автоçул /унăн Чăваш Ен урлă иртмелли сыпăкĕн тăршшĕ — 87 километр/, федераци шайĕнчи «Таса шыв» программăпа килĕшÿллĕн шыв пăрăхĕсем хывасси тата ытти те.
Перекет банкĕн уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Сергей Анисимов ăнлантарнă тăрăх, çынсен укçи банксенче ятарлă эскроу шутсем çинче капланĕ, строительство организацийĕсем унпа хуçаланаймаççĕ, укçана банк çурта хута янă хыççăн тин туллин куçарса парĕ. Енчен те çурта вăхăтра хута яраймасан е строительство компанийĕ панкрута тухсан çынсем нимĕн те çухатмаççĕ — банк вĕсене укçана таврса парать. Вăт, строительство компанийĕсем çак саккун вăя кĕриччен май пур таран ытларах ĕç пурнăçласа ĕлкĕресшĕн, строительство валли илнĕ ирĕксен шучĕ те палăрмаллах пысăкланнă.
Сăмах май, хальлĕхе хайхи эскроу шутсемпе республикăри икĕ стрительство компанийĕ кăна ĕçлеме тытăннă — «Тус» тата «Центр» СКсем. Хайхи эскроу мелĕ хваттерсен хакне ÿстересси пирки те каларĕç. Пая кĕрекенсен укçипе тÿрех усă курайманнине пула строительсен банксен кредичĕпе усă курма тивет вĕт, кивçен вара — тăкаксăр мар.
Регион ертÿçи çакна ырламарĕ. Химиксен хулинче кĕçех пысăк теплица хута кайĕ — çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç, «Химпром» та аван ĕçлет. Апла тăк çĕнĕ хваттерсем кирлĕ пулĕç. Ипотека корпорацийĕ пирки «патшалăхăнни пекех» тенĕ май вăл ăна химиксен хулинче малалла ĕçлеме сунчĕ. Директор хирĕçлеме хăяймарĕ — унта хута янă çурт çумĕнче пушă çĕр лаптăкĕ пуррине палăртнă май строительство пуçарма шантарчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас