«Ÿтне çунтарма пуçлатăп — алă пус!»

11 Раштав, 2018

Официаллă статистика пĕлтернĕ тăрăх — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче 4,5 миллион командирпа салтак нимĕçсен тыткăнне лекнĕ.
Чăваш АССРĕнчен Хĕрлĕ Çара çырăннă П.Алексеев тăшман тыткăнне 1942 çулта Севастополь хули патĕнче лекнĕ, тарнă, фронт линийĕ урлă каçнă, фильтрациленĕ хыççăн ăна лагерьтен штраф батальонне куçарнă. Çапăçура йывăр аманнă, госпитальтен килне янă.
1944 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа офицер-салтака фильтраци лагерĕсене яма пăрахнă, тÿрех саппасри чаçсене ăсатнă. Хĕрлĕ Çар нимĕçсем йышăннă территорисене ирĕке кăларнă тата Хĕвел анăç Европăна куçнă, Финляндипе Румыни /совет гражданĕсене вĕсенче те чуралăхра тытнă/ вăрçăран тухнă май 1944 çулта тыткăнран хăтарнисене ССР Союзне маларахринчен чылай ыт-ларах репатриациленĕ. Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел çынни те — çав шутран. Кемĕр облаçĕнчи Ленинск-Кузнецкий хулинчи шахтăра 1945 çулхи ака уйăхĕччен ĕçленĕ, унтан Хĕрлĕ Çара таврăннă.

Халăх хуçалăхне çĕкленĕ

Аслă Тĕп командованин ставки 1945 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчи директивипе килĕшÿллĕн вĕсене çĕршывра йышăнма ятарлă 100 лагерь тата 46 пункт хатĕрленĕ. Репатриантсене шута илме, тĕрĕслеме малтан вунă кун панă. Тыткăна лекиччен Хĕрлĕ Çарта пулнисем саппасри полкра хĕсмете тăснă. Чăн та, каярахпа ку тапхăра икĕ уйăха çитернĕ. Патăрьел тăрăхĕнчи Ю.Владимиров ăна çемçен хакланă: «Пирĕнпе уйрăм пайра калаçни пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Чăнлăха тупассишĕн тивĕçлĕ органсенчен, пĕрле тыткăна лекнисенчен информаци ыйтса пĕлчĕç. Репатриантсем çапла пирвайхи фильтраци витĕр тухрĕç. Вăл юлашки пулмарĕ…»
Патшалăхăн Оборона Комитечĕн 1945 çулхи çурла уйăхĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пысăк пайне рабочи батальонĕсене ĕçлеме янă. Вĕсем производство объекчĕсенче тăрăшнă. Ку репресси форми мар. Предприятисенче Ĕç кодексĕ тĕп вырăнта пулнă, çынсем кирек хăш коллективри пек каннă, çăмăллăхпа, ытти правăпа усă курнă. Миçе çула çитнине пăхса вĕсене Хĕрлĕ Çартан 1946-1948 çулсенче демобилизациленĕ. Калăпăр, Куславкка районĕн çыннине рабочи батальонне 1945 çулхи чÿк уйăхĕнче куçарнă. Владимир хулинче пĕренесенчен стройматериал хатĕрленĕ, килне 1947 çулта таврăннă.
Рабочи батальонне тиркесе калаçакансене Ю.Владимиров аса илĕвĕн пĕр сыпăкĕпе паллаштарас килет. Вăл юлташĕсемпе пĕрле 1945 çулхи авăн уйăхĕнче унта лекнĕ. Донбасри шахта управленийĕн парти организацийĕн секретарĕ пĕрремĕш пухурах Владимировăн тата ыттисен тăрăшса ĕçлемеллине акă мĕнле палăртнă: «Фронтра аттесемпе пирĕн тантăшсем темиçе миллион пуç хучĕç е аманса сусăрланчĕç, эпир тыткăна лексе — тен, нуша-терт нумай чăтрăмăр пулин те — чĕрĕ юлтăмăр. Çавăнпа пирĕн çÿллĕ шайра, тухăçлă, тен, шахтăра нумай çул ĕçлесе халăх тÿснĕ тăкакăн пĕр пайне те пулин совет обществине тавăрмалла».
Паллах, шахтăра ĕç ытти предприятиринчен чылай йывăртарах. Çавăнпа мемуар авторĕ ураран ÿкиччен ĕçлени çинчен çырса кăтартнинчен тĕлĕнмелле мар. Кунта куллен çăкăр 1,1-шер килограмм тата пысăк ĕç укçи панă /Чăваш Енри рабочисем валли 1945 çулта 600-шар грамм çирĕплетнĕ, анчах ку нормăна ертсе пыракансем çеç тивĕçнĕ/. Шахтăра ĕçлеме пуçличчен централизациленĕ котельнăйран вĕри шыв парса тăракан общежитие пурăнма вырнаçтарнă. Владимиров аса илÿре палăртнă тăрăх — унта канма мĕн кирли пурте пулнă: йывăç койка, матрас, çи витти, çÿхе утиял, минтер. Производствăна Ĕç кодексĕпе килĕштернĕ. Талăкра сакăр сехет ĕçлеттернĕ, хăш сменăра çĕр айне анассине, канассине графикпа çирĕплетнĕ. Инкек пулсан медсанчаçра васкавлă пулăшу панă, сипленнĕ кунсемшĕн ĕç укçи тÿленĕ. Шахтăран хăпарсан мунчара çăвăнса тасалнă. Хăйсем пурăнакан районтан инçете кайса çÿреме юраман пулин те çĕршывĕпех çыру çÿретнĕ, посылка илнĕ- янă. Кашнине çар билечĕ панă. Унта çын саппасрине палăртнă. Пурте 1947-1948 çулсенче тăван тăрăха таврăннă. Владимиров çыру çÿретсе Мускаври хурçă институтĕнче малалла вĕренес ыйтăва татса панă. Çавăнпа ăна 1946 çулхи çурла уйăхĕнче шахтăран янă. Вăл кирек ăçта та кайма пултарнă.

Вермахт чаçĕнче

«Çирĕп айăплани» патне таврăнар-ха. Вăрçă хыççăн пурĕ 1836562 офицерпа салтака репатриациленĕ, çав шутран 233400- шне е 12,7 процентне айăпласа ГУЛаг объекчĕсенче ĕçлеттернĕ. Çак категорисене суд тенкелĕ çине лартнă: полицай органĕсен ертÿçисемпе отрячĕсен, «халăх хуралĕн», «халăх милицийĕн», «вырăссен ирĕке кăларакан армийĕн, наци легионĕсен», Хĕрлĕ Çарпа, партизан отрячĕсемпе çапăçма хутшăннă, тăшман оккупациленĕ территорисенче граждансем тĕлĕшпе тĕрлĕ преступлени тунă ытти организацин, карательсен экспедицийĕсен ертÿçисене пăхăннă е хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă чухне хастарлăх кăтартнă ахаль полицайсене, Хĕрлĕ Çартан хăйсен ирĕкĕпе тăшман енне куçнисене, бургомистрсене, фашистсен пысăк чиновникĕсене, гестапăн тата нимĕçсен карательпе шырав органĕсен ытти сотрудникне, оккупантсем майлă хастар ĕçленĕ старостăсене.
РСФСР Уголовлă кодексĕн 193-22-мĕш /тыткăна лекни/ статйипе килĕшÿллĕн персе пăрахма пултарнă. Анчах приговора ытларах чухне пурнăçа кĕртмен, çĕршывăн вăл е ку кĕтесĕнче тытса усрама, ĕçлеттерме янă. Çав тапхăра ĕç стажне кĕртнĕ.
Тепĕр тĕслĕхе Улатăр районĕнчен çара кайнă çын шăпипе çыхăнтарас килет. Ăна тыткăнра нимĕçсен дивизийĕн рабочи командине кĕртнĕ, вăл Германишĕн ĕçленĕ. Фашистсен хÿтĕленÿ сооруженийĕсене тума хутшăннăскер капитуляци хыççăн тыткăнра пулнисем пухăнакан пункта хăех пынă. Унтан — фильтраци лагерĕ. 1946-1950 çулсенче вăл Анат Амурти лагерьте ĕçлесе çĕршыва усă панă.
Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕскер, вермахтăн 601-мĕш хĕвел тухăç батальонĕн автоматчикĕ, Беларуç партизанĕсене тустарма йĕркеленĕ экспедицисене хутшăннă. Апла пулин те ăна лагере ултă çуллăха çеç янă.
Нимĕçсен чаçĕсенче, наци легионĕсенче, ытти подразделенире хĕсметре тăнăшăн явап тыттарнисем, айăплав тапхăрне лагерьсенче ирттерекенсем пулăшнипе «Смерш» пайĕсем фашистсен хÿрешкисен йĕрĕ çине ÿкнĕ. Вĕсене тăрă шыв çине кăларнă чухне концлагерьсен картотекипе те усă курнă. 1945-1948 çулсенче Атăл тăрăхĕнчи халăхсен, ку шутра чăвашсен, Атăл-Урал легионерĕсене тупса суд умне тăратнă. Всене ГУЛАГ лагерĕсенче ĕçлеттернĕ. И.Скобелев чăваша, легион пурнăçне хастар хутшăннăскере, персе вĕлерме приговор кăларнă, хыççăнах лагере вунă çуллăха янă. Легионта пулнă чăвашсен пысăк пайне 58-мĕш статьяпа /тăван çĕршыва сутни/ айăплама йышăннă, приговора пурнăçа кĕртмен — лагерьте 10 е 25 çул хупса усранă, 5 çул СССР гражданĕн прависемпе усă куртарман.
Следстви пынă чух саккуна пăснисем пулнă. Çакна Çĕрпÿ районĕн çыннин тĕслĕхĕнчен куратпăр: «Кезлин хулин çар коменданчĕ 1945 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче манпа допрос ирттерчĕ. Пач ÿсĕрскер манран ирĕк илмесĕрех протокола «тăшмана хам ирĕкпех парăнтăм» тесе çырса хунă. Протоколпа паллашрăм та аяла алă пусма килĕшмерĕм, сăлтавне тыткăна хам ирĕкпе лекменнипе ăнлантартăм. Сĕтел çинче — пистолет, кăмакара — хĕп-хĕрлĕ пăшатан! Пистолетне ярса тытрĕ те персе пăрахассипе хăратса кăшкăрчĕ: «Эсĕ аманса тăнсăр выртнă-и? Çук. Чирленĕрен тăнна çухатнă-и? Çук. Алла хĕç-пăшал тытма пултаракан пирĕн çынсем хăйсен ирĕкĕпе тыткăна лекмеççĕ! Пеме-çапăçма пултарайманнисем çеç тăшмана парăнаççĕ!» Каллех алă пустарасшăн пулчĕ — пусмарăм. Пистолет аврипе питрен икĕ хутчен чышрĕ — сăмсаран юн юхса анчĕ. «Пăшатанпа пÿрнÿсене, ÿтне çунтарма пуçлатăп — алă пус!» — терĕ. Çухалсах кайрăм. Кăштахран пуçа ăс пырса кĕчĕ: алă пусмасан Çĕпĕре вунă çуллăха яраççĕ, килĕшсен фронта каятăп та тăшманпа çапăçса тÿрре тухатăп». Концлагерьте 1941 çултанпа нуша курнăскер тинех алă пуснă. Следователь пÿлĕмĕнчен — саппасри полка, 1946 çулта — рабочи батальонне: Мускаври мотоцикл туса кăларакан завода. Унтан тăван ялне таврăннă.
Вăрмар районĕн çынни аса илнĕ тăрăх — Норвеги лагерĕнчи пирĕн салтак-офицера малтан унта юлма е Англие кайма сĕннĕ, Британи тумтирне тăхăнтартнă, пурте тенĕ пекех ютра пурăнма килĕшменрен Совет Çарĕн представительствине Англи миссийĕ урлă панă. Моисей Андреев, Чăваш Енре çуралнă тепĕр салтак, 1945 çулхи пуш уйăхĕнче Америка çарне çырăннă. Çав çулхи утă уйăхĕччен — отделени командирĕ. АПШ чаçĕсене парăннă нимĕç салтакĕсене сыхланă, кайран ССР Союзне таврăннă. Çавнашкал биографиллĕ çынсене çĕршыва Америка е Британи разведкисем яма пултарнă тесе шухăшланă «Смерш» органĕсенче. Çавăнпа вĕсене фильтраци лагерĕнче ытларах тытса тăнă.
Нумайăшĕ унтан ăнăçлă тухнă пулин те тăван ялта е хулара ырă сунса кĕтсе илмен. Ĕçе вырнаçнă, вĕренме кĕнĕ, пурăнмалли вырăн ыйтнă чухне вĕсен тата çывăх çыннисен умне чăрмав кăларса тăратнă. Шăхасан районĕнчи Василий Арсентьев тĕслĕхĕ ку категорие пĕрмай кÿрентернине çирĕплетет. Патшалăх хăрушсăрлăхĕн министерствин сотрудникĕ ăна «ырă тăвас тесе» тĕп кондуктортан урăх ĕçе куçма сĕннĕ. Чукун çул станцийĕн пуçлăхĕ, малтан нимĕн те шухăшламанскер, Арсентьев тыткăнра пулнине пĕлнĕ те… ĕçрен кăларса янă.
Производствăри учет докуменчĕсене нимĕçсен концлагерĕ, фильтраци çинчен пĕчĕк информаци кĕртни те çынсене инкеке кĕртсе ÿкернĕ. Вĕсене «сутăнчăк» тесех хăртнă. 1948 çулта арăмĕ упăшки «стенаран Сталин портретне туртса антарчĕ, вăл Хĕрлĕ Çара Çĕрпÿ районĕнчен кайса нимĕçсен тыткăнне лекнĕ» тесе Чăваш АССР Патшалăх хăрушсăрлăх министерствине пĕлтернĕ. Мĕншĕн çăхав çырнă-ха? Лешĕ çемьерен пăрахса кайнă иккен. Арçын пурăнма ялтан Çĕрпÿ хулине куçнă, шкулта географи предметне вĕрентнĕ. Вăл тыткăнра пулнине учительсем те, ачасем те пĕлнĕ. Çавăнпа арçынна «сутăнчăк» тесе час-часах кÿрентернĕ. Ачасем географие вĕренме тăрăшман. Шкул директорĕ 1952 çулта çырнă характеристикăра географ уроксене ирттерме лайăх хатĕрленнине, анчах ачасен пĕлĕвĕ пĕчĕккине, 17 вĕренекен пĕрремĕш чĕрĕке «2» паллăпа вĕçленине палăртнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.