«Атăл» — кĕмĕл призер
Шупашкарти «Атăл» команда Санкт—Петербургра иртнĕ ача-пăча следж-хоккей I ăмăртăвĕнчен 2-мĕш вырăнпа таврăннă.
Тупăшу раштав уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче пулнă. Унта Раççейри 9 хула хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Саратоври «Крылья» тата Тулăри «Тропик» командăсем тухнă. 3-мĕш вырăнта — Мускаври «Крылья советов».
Çĕнтерÿçĕ тата призер командăсенчи чи лайăх хоккеистсене те палăртнă. «Атăлти» чи лайăх вăйăçă — Михаил Козлов, хапхаçă — Иван Шестаков.
4 кун хушшинче çамрăк спортсменсем Павел Дацюк, Антон Белов хоккеистсемпе тата тĕп тренерпа Илья Воробьевпа паллашнă.
Валентина ФЕДОРОВА. Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас