- Чăвашла верси
- Русская версия
«Наци культурине юрă, çи-пуç шайĕнче кăна пĕлеççĕ»
«Тĕнче касса çÿрекенсенчен, кайран çав вырăнсене ырлакансенчен, мухтакансенчен тĕлĕнетĕп», — тет вăл. Уншăн тăван ялĕнчен хаклă, ĕлккен вырăн çук çĕр çинче. Хăйĕн ĕçĕсенче çуралнă ял, тăван тăрăх илемне вун-вун çул сăнлать. Çакă ăна йăлăхтармасть, ывăнтармасть… Ăста хăй палланă, пĕлнĕ вырăнсенче кашнинчех çĕннине, урăхлараххине курать. Сăмахăм ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Юрий Ювенальев çинчен.
Техника пултарулăхран сирет
— Юрий Ювенальевич, хушаматăр та, аçăр ячĕ те хăйне евĕр. Ун пекки Чăваш Енре сайра тĕл пулать.
— Манăн асатте Геннадий Петропавловский Канаш тăрăхĕнчи Ачча чиркĕвĕн пачăшки пулнă. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тытса кайнă. Тĕрмерех пĕтнĕ вăл. Асаннене лагере ăсатнă. Иосиф Сталин вилсен çеç, 1954 çулта, вăл тăван ялне таврăннă. Манăн аттене ют ятпа кÿршĕ ялти хресчен çемйине усрава панă. Асатте ывăлне чиркÿ ятнех — Ювеналий — хунă. Ĕлĕк хушаматсене ашшĕ ячĕпе панă. Çапла эпĕ Ювенальев пулса тăнă. Анне аттерен эпĕ çураличченех уйрăлнă. Атте аякри хуласенче тĕрлĕ çĕрте пурăннă. Журналист пулнă вăл. Каярахпа, хам вăтăртан иртсен, кăна тĕл пултăмăр унпа. Ун чухне асанне ăçта ларса тухни пирки ыйтрăм унран. «Вăл мана кун пирки каламан», — терĕ атте. Хăранă вĕсем, вăхăчĕ çавăн пек пулнă.
— Калăр-ха, эсир мĕншĕн сăрă ăсти пулас тенĕ?
— Пирĕн ялта /Канаш районĕ-
нчи Аслăялта. — Авт./ 54 кил кăна.
Апла пулин те ялтан çав вăхăтра
108 ача шкула çÿренĕ. Халĕ вара
5-6 ача та каймасть. Вăрçă алхас-
ман пулсан та ял пушанса юлнă.
Тĕлĕнсе каймалла хăрушă пу-
лăм ку. Эпĕ шкулта математикăна,
нимĕç чĕлхине тарăннăн вĕреннĕ,
физкультурăна юратнă. Ÿкерме те
пултарнă. Малалла ăçта вĕренес-
сине пĕлмен. Купăс калама хăнăх-
нăччĕ. Пирĕн вăхăтра клубра му-
зыка пулман, эпир Валера Лапин-
па, Виталий Ивановпа черетпе ку-
пăс каласа çамрăксене ташлатта-
раттăмăр. Хам вара ташлама вĕре-
неймерĕм. Костя Русьпе музы-
ка енĕпе пĕлÿ илес тесе Шупаш-
кара килтĕмĕр. Вĕренме икĕ тап-
хăрпа илеççĕ иккен. Кĕтĕм те — ко-
миссире вуннăн лараççĕ. «Юрла!»
— терĕç мана. Мĕн юрлаятăп ĕнтĕ
эпĕ, ялтан килнĕскер? Юрлайма-
рăм, мана илмерĕç. Костя Русь пе-
динститутăн ÿнерпе графика фа-
культетне кайса пăхма сĕнчĕ. Шу-
пашкарти ÿнер училищине пĕтернĕ
Коля Белоцерковский пирĕнпе пĕр
пÿлĕмре пурăнатчĕ. Мĕнле ÿкер-
меллине 3-4 кун кăтарткаларĕ. Ÿ
керчĕкшĕн — «4», живопиçшĕн «3»
лартса пачĕç. Çапла студент пул-
са тăтăм. Пурнăçра кам пулмал-
лине тăруках пĕлместĕн. Таçта та
ĕçлеме тÿр килнĕ, анчах ĕçе яла-
нах юратса тунă. Купăсне вара па-
янхи кунчченех калатăп. Ав, мастер-
скойра хампа пĕрлех вăл. Мана Шу-
пашкар, унтан ытларах тăван ял хăй
патне туртать. Урăх ниçта та каяс
килмест. Тĕнче касса çÿрекенсен-
чен тĕлĕнетĕп. Унта лайăх тесе са-
вăнса каласа çÿреççĕ вара. Мĕскер
чаплă унта? Эпĕ хама Аслăялта
лăпкă туятăп.
— Таçта та ĕçлесе курнă терĕр. Çак çула суйланăшăн кулянмастăр-и?
— Пĕртте кулянмастăп. Мĕн çам-
рăкранпах çирĕплетсе панă ĕç
укçипе мар, хăв мĕнле ĕçлетĕн
çавăн пек тÿлекен çĕрте вăй хура-
тăп. Хăй вăхăтĕнче плакатсем, ло-
зунгсем çырнă, Хĕрлĕ кĕтессем
тунă. Республикăра çитмен район
юлман. Халĕ ывăлăмпа Сергейпе
Чăваш Енри музейсене çĕнетме,
йĕркелеме пулăшатпăр.
— Ывăлăр та художник-и?
— Сергей туризмпа сервис ин-
ститутĕнче пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патша-
лăх педуниверситечĕн дизайн уй-
рăмне пĕтерчĕ. Халĕ иксĕмĕр пĕр
мастерскойра ĕçлетпĕр. Эпир унпа
пĕрле нумай музее йĕркеленĕ, ха-
мăр халăх историйĕпе çыхăннă
кĕнекесем кăларнă. Вăл компью-
терпа ĕçлес енĕпе ăста. Хăй вă-
хăтĕнче, компьютерсем кунта кил-
сен, çав техника çумне пырса
тĕкĕнес мар тесе хама сăмах патăм,
мĕншĕн тесен техника пуç мими-
не аптăратса пултарулăхран пăрса
ярать. Эпĕ алăпах ĕçлетĕп. Ытла-
рах тăван тавралăха ÿкеретĕп. Мă-
шăрăмпа Лидия Николаевнăпа çур-
кунне çитсенех яла пуçтарăнса ка-
ятпăр. Ака уйăхĕнчен пуçласа юпач-
ченех пурăнатпăр унта. Кукаçипе
кукамай пÿртне пăсман эпĕ. Хама
май тирпейленĕ, юсанă. Кукаçин
кĕлечĕ те ларать. Лупас айĕ, вити,
пÿлми, кÿлли… Пĕтĕмпех пур. Ма-
нăн ăру вырăнĕ вăл. Пирĕн пÿрт
— уй хĕрринче. Унта ĕлĕк салтака
ăсатнă, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç вăй-
йа тухнă, туй тунă. Пĕррехинче, пах-
ча чавнă чухне, 1772 çулхи укçа туп-
нăччĕ. Ку пирĕн ял виç çĕр çул каял-
лах пулнине пĕлтерет. Ялăмри каш-
ни тĕмескене пĕлсе тăратăп, кашни
курăка паллатăп. Мана çакă питĕ
çунатлантарать.
Кукашшĕн çурчĕ хăват парса тăрать
— Хăвăр яла кăна ÿкеретĕр-и? Çакă йăлăхтармасть те-и?
— Хам яла кăна. Композитор-
сем çичĕ нотăпа пин-пин кĕвĕ
кĕвĕлеççĕ. 30 ытла сас паллипе
миллион-миллион кĕнеке çыраççĕ.
Çакă нихăçан та йăлăхтармасть.
Çут çанталăк кашни самантра ул-
шăнса тăрать. Унăн кашни тапхăрĕ-
нче тĕлĕнсе каймалла, чуна тив-
мелле самант нумай. Мана хамăн
ялсăр пуçне нимĕнле тропик те, ку-
рорт та кирлĕ мар. «Юра, эсĕ пÿрте
пăсса коттедж туса ларт», — терĕç
тăвансем кукаçи вилсен. Мана
нимĕнле кермен те кирлĕ мар. Чу-
нăма кукаçин çурчĕ ăшăтса, хăват
парса, çунатлантарса тăрать. Ача-
сене, мăнуксене несĕлсем мĕнле
пурăннине каласа тата кăтартса
парас килет. Хамăр ялта вунă утас-
рах 10 çул ÿкерме пулать. Унта тем
тĕрлĕ улшăну та пулса иртет.
— Художник ĕçĕ мĕнпе интереслĕ?
— «Нимĕн те ÿкереймерĕм, чун
хавалĕ çук», — тет хăш-пĕр юлта-
шăм. Чун хавалне кĕтсех пурнăç
иртсе кайма пултарать. Нимĕнле ĕç
те чун хавалĕпе кăна пулмасть. Ка-
лăпăр, санăн ака-сухана каяс кил-
мест. Пĕрех тухса сухаламалла.
Ĕçлеме пуçласан чун хавалĕ килет.
Картина ÿкернĕ чухне те, пур çĕрте
те хамăра тĕксе-тĕртсе пымалла…
— Пĕлес килет: эсир хăвăра хула е ял çынни тесе шухăшлатăр?
— Ял çынни тетĕп. Ака уйăхĕнче
эпĕ хулара пурăнаймастăп. Чун —
Аслăялта. Хĕлле Шупашкара кил-
меллех, мĕншĕн тесен çулла лере
пуçланă ĕçсене ÿкерсе пĕтермел-
ле, кĕнекесем хайламалла. Çырни-
не — вулакан, ÿкернине куракан пат-
не çитермелле. Аслăял урамĕсем
сарлака, çуртсен хушшинче те вы-
рăн нумай. Ял пурнăçĕ тĕлĕнсе кай-
малла капăр.
«Нумай сÿпĕлтетнине вуламаççĕ»
— Юрий Ювенальевич, юлашки çулсенче эсир тăван халăх историйĕпе çыхăннă кĕнекесем кăларатăр. Историпе интересленесси ăçтан пуçланчĕ? Малалла вулас...
Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас