Ырă тумашкăн кая юлман...
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер ĕçлĕ çÿревпе Шупашкар районĕнче пулчĕ. Чи малтанах вăл Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнче Чăваш Республикин тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене çурт-йĕрĕн ятарлă фондĕнчен хăтлă хваттерсемпе тара илмелли /найм/ килĕшÿ тăрăх тивĕçтермелли патшалăх полномочийĕсене пурнăçланипе килĕшÿллĕн çĕкленекен çурт строительствипе паллашрĕ.
Сăмах май, ăна кăçалхи пуш уйăхĕнче тума тытăннă. Подрядчикĕ - "Полиблок-Строй" ООО. Унăн директорĕ Игорь Воробьев пĕлтернĕ тăрăх - икĕ хутлă, 12 хваттерлĕ çурта кăçалхи утă уйăхĕнче хута ямалла. Паянхи кун тĕлне унăн тулаш стенисене купаланă, урай тата мачча плитисене вырнаçтарнă, тăррине витнĕ.
Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне подряд организацине пурнăçланă ĕçсемшĕн 1983,15 пин тенкĕ куçарса панă.
Михаил Игнатьев строительсене палăртнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлама ырă сунчĕ.
Администраци пуçлăхĕ Георгий Егоров çирĕплетнĕ тăрăх - Шупашкар районĕнче хваттер кĕтекенсен черетĕнче 128 тăлăха шута илнĕ. Вĕсенчен 18-шне хăтлă хваттерпе кăçал тивĕçтермелле: Çĕнĕ Тутаркассинче унашкаллисем валли 12 хваттер пулать, кунта строительство ĕçĕсен 60-65 процентне пурнăçланă ĕнтĕ. Тепĕр 6-шне Кăрмăшра тумалла - унта строительствăна пуçламашкăн техника условийĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Вĕсене те кăçалах хута ямалла.
Тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем валли çурт çĕклемешкĕн укçа-тенкĕ уйăрнă тăк, юхăннă хваттерсенче пурăнакансене /унашкаллисем - 77-ĕн/ çĕннисене куçармашкăн федераци бюджетĕнчен хальлĕхе нухрат килмен-ха. Ăна тивĕçсенех районта аукцион йĕркелесе строительство организацине суйласа илĕç. Тĕрĕссипе, шанчăклă генподрядчик çук мар: "СтройСервис" ООО иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче тума тытăннă 324 хваттерлĕ çуртра юхăннă çĕртен куçакансем валли те вырăн тупăнĕ: пĕр пÿлĕмлĕ 32 хваттере "Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă пурăнмалли çурт-йĕрĕн юхăннă фондĕнчен граждансене 2013-2017 çулсенче куçарасси" республикăн адреслă программипе килĕшÿллĕн унăн иккĕмĕш тапхăрне 2014-2015 çулсенче пурнăçламаллине тĕпе хурса уйăраççĕ.
Пĕрремĕш тапхăрпа ĕçе кĕртме палăртнă икĕ подъездра çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне тулаш тата шалти панельсене 8 хутра вырнаçтарнă.
Михаил Игнатьев асăннă объектра та пулчĕ, генподрядчик ертÿлĕхĕпе унти лару-тăрăва сÿтсе яврĕ. Строительсем палăртнă тăрăх - ку лапамра çурт-йĕр татах туса лартмалла, анчах вĕсене газпа, электричествăпа тивĕçтермешкĕн кансĕр те тăкаклă пулать. Тен, газ пăрăхне чăх-чĕп фабрикине пыраканнипе çыхăнтармалла? Республика Пуçлăхĕ ку ыйтăва тишкерме, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма шантарчĕ.
9 хутлă панель çуртăн 10-мĕш позицийĕнчи ĕçсемпе паллашнă хыççăн республика Пуçлăхĕ Кÿкеçри "Улăп" стадиона çитрĕ, "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетме хутшăнчĕ.
Сăмах май, асăннă акци кăçалхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче вăй илнĕ. Ăна хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитетне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова ертсе пынă. Алена Игоревна савăнăçлă уява килеймен, анчах телеграмма ярса ыр кăмăллăх юхăмне пуçаруллă хутшăннисене тав тунă.
Марафона пуянлатмашкăн сумлă тÿпе хывнăшăн Михаил Игнатьев пурне те чĕререн тав турĕ, нимелле иртекен çакнашкал мероприятие ытти регионта йĕркелеменнине, çут çанталăк пуянлăхĕ пур çĕрте йывăр шăпаллă ачасене пулăшмашкăн уйрăм предприяти пысăк сумма уйăрнипех çырлахнине палăртрĕ. "Çĕр айĕнчи мулпа мухтанаймăпăр. Çапах эпир те пуян: çынсен чун ырăлăхĕ, ăш пиллĕхĕ иксĕлми пулнипе", - терĕ вăл.
Республика Пуçлăхĕ тата Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Кислов Республикăри стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрне Вячеслав Бычкова "Ачалăх меценачĕ" медальпе чысларĕç. Савăнăçлă мероприятире çавăн пекех Шупашкар районĕнчи нумай ачаллă çемьесем çĕр-шывăн тата Чăваш Республикин амăшĕн капиталĕсен тата тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕн сертификачĕсене тивĕçрĕç.
Марафона пĕтĕмлетни ыр кăмăллăх акцийĕ вĕçленнине пĕлтермест, сăваплă юхăм малалла пырать. Апла тăк асăннă фондăн пухмачне пуянлатса йывăр шăпаллă ачасен кун-çулне тăнăçлăх кÿмешкĕн кая юлман-ха.
Валентина СМИРНОВА
Комментари хушас